ПĂТА ÇАПНĂ ПЕК
Кĕлере шăмă ÿссен /пяточная шпора/ пăта çапса хунă пек туйăнать, утма çук ыратать. Тухтăр сĕнĕвĕсене шута илсе сипленнĕ май халăх медицинин мелĕсемпе те усă курсан аван пулмалла.
- Чĕрĕ çĕрулмин симĕсленнĕ пайне касса илмелле те вĕтетмелле. Ăна каçхине вĕри шыва чиксе çемçетнĕ ура кĕли çине хумалла, компресс хучĕпе витмелле, ăшă япалапа чĕркесе çыхмалла. Çаплах çĕр каçмалла. Çывăрма выртас умĕн сиренĕн типĕ чечекĕнчен пĕçернĕ чей ĕçни усăллă.
- Вĕтĕ теркăпа хырнă чĕрĕ çĕрулмине полиэтленпа кĕле çине хумалла, бинтламалла. Май пулсан кунĕпех çак çыхăпа çÿресен лайăх пулмалла.
- Вĕри шыва чиксе çемçетнĕ кĕлене асăрханса хырмалла та çĕрлене хирĕç ун çине çемçетнĕ прополис хурса бинтламалла. Кăнтăрла та çак çыхăпах çÿремелле. Прополис çыххине 5-6 хут хурса сипленмелле.
- «Тройной» одеколона вĕрилентермелле те унта ура кĕлисене чиксе 15 минут лармалла. Вĕри тăпăрчă шывĕ те çавăн пек витĕмех кÿрет.
- Сарă тăма алăпа йăваласа çемçетмелле, вĕри шывра тытнă ура кĕли çине хумалла, купăста çулçипе витмелле, çыхăпа çирĕплетмелле, çаплах çĕр каçмалла.
- Урасене тăвар хушнă ăшă шыва /1 литр шыва — 2-3 апат кашăкĕ тăвар/ чиксе лармалла. Унтан урасене шăлса типĕтмелле, çăм чăлха тăхăнса çывăрма выртмалла.
- Вĕри шывра 100-150 грамм тăвар, 5 апат кашăкĕ сода ирĕлтермелле, 8 тумлам йод хушмалла. Урасене хутăша 10-15 минута чикмелле. Унтан шăлса типĕтмелле те тип çу сĕрмелле, ыратакан кĕлесене массаж тумалла.
- Кăшт шыва вĕтĕ çĕрулми, çĕрулми хуппи ярса пĕçермелле. Унтан сарлакарах савăта куçармалла та пиçнĕ çĕрулмине урасемпе сивĕничченех çăрмалла.
Лайăх шăлса тасатнă хыççăн ура тĕпĕсене йод хĕреслесе /йодная сетка/ сĕрмелле. Курс — 7 процедура.
Комментировать