КУÇ ТИПСЕ АПТРАТАТЬ-И?

23 Мар, 2016

Типĕ куç синдромĕ — йывăр чир. Ăна пула кератоконћюнктивит, кератит, куç витĕмĕн эрозийĕ, язви аталанма пултараççĕ. Чир пуçланнин сăлтавĕсем: сигарет тĕтĕмĕ, контакт линзисемпе тĕрĕс мар усă курни, куç хăрпăкне сăрламалли тушь пахалăхсăр пулни, куççуль шĕвекне туса кăларассине пăсма пултаракан эмелсем ĕçни. Япаласен ылмашăнăвĕ, гормонсен шайĕ пăсăлсан та, катарактăран операци тунă хыççăн та куç типме пултарать. Ытларах чухне телевизор умĕнче нумай ларни айăплă. Çак тест ыйтăвĕсене хуравлани типĕ куç синдромĕ пуррипе çуккине пĕлме пулăшĕ.

1. Ĕç кунĕ вĕçленнĕ тĕле сирĕн куç ывăнать.

2. Кондиционер ĕçлекен пÿлĕмри сывлăша тата типĕ сывлăша чăтма йывăр.

3. Табак тĕтĕмне чăтма пултараймастăр.

4. Куç типпине ялан туйса тăратăр.

5. Куç канăçсăрлантарнине, типнине туятăр.

6. Куçра хăйăр е урăх мĕн те пулин пур пек туйăнать.

7. Куç чĕпĕтни, хĕртни, чиккелени аптратать.

8.Куç канăçсăрлантарнипе пĕрлех куççуль юхать, унтан куç типнĕн туйăнать.

9. Куçран час-часах лăймакаллă çип евĕр шĕвек тухать.

10. Куç хупанкисен хĕррисем хĕрелеççĕ, шыçаççĕ.

11. Куç хупанкисем тăртанаççĕ.

12. Конъюнктива хĕрелет, тăртанать.

13. Куç шуррисем хытă хĕрелеççĕ.

14.Асăннă паллăсем çывăрса тăнă хыççăн тата каçсерен курăнаççĕ.

15. Ирсерен куç хупанкисем çыпăçса лараççĕ.

16.Куç хăрпăкĕсен тымарĕсем тĕлĕнче сăрăрах-шурă хупăсем пухăнаççĕ.

17. Куç çивĕчлĕхĕ чакать, япаласем тĕтреленсе курăнаççĕ.

18. Çутăран хăрасси аталанать.

19. Куç тумламĕсемпе усă курнă хыççăн сăлтавсăрах ыратать.

Пĕтĕмлетÿ

  • Сирĕн çакăнта çырса кăтартнă паллăсенчен 2-9-шĕ пулсан, тен, типĕ куç синдромĕ аталанма пуçланă.
  • 16 паллă та пур-и? Конћюнктивит аталанни палăрать — офтальмолог патне каймалла.
  • Тестри паллăсенчен чылайăшĕ пулсан типĕ куç синдромĕпе пĕрле блефарит аптратма пултарать — офтальмолог патне васкасах каймалла.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.