Строительсем чан çапаççĕ

22 Мар, 2016

Темисем ытла та çивĕч те — ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата районсемпе хуласен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планерка çирĕплетнĕ кун йĕркинчи тăватă ыйтуран иккĕшне тишкернипех вĕçленчĕ. Уйрăмах пăшăрхантараканни — пурăнмалли çурт-йĕр строительствин рынокĕнчи лару-тăру.

Михаил Игнатьев пытармарĕ: çынсем хваттер туянасси палăрмаллах чакнине кура хăшпĕр строительство компанийĕ йывăрлăха кĕрсе ÿкесси куçкĕрет. Хальччен питех те ăнăçлă ĕçленисене те çăмăл мар. Çавна май бюджет налук тĕлĕшпе çухату тÿсĕ, çынсем ĕçсĕр юлма пултараççĕ. Влаçăн вара çак самантсене шута илсе çивĕчлĕхе сирме тăрăшмалла.

Строительство министрĕ Олег Марков лару-тăрăва тĕплĕ сăнларĕ. Пĕлтĕр республикăра пĕтĕмпе пурăнмалли 834 пин тăваткал метра яхăн çурт-йĕр хута янă. Кăçал ку кăтарту чакасси халех паллă — 720 пинрен кая мар хута ярасшăн. Отрасле çурт-йĕр çĕклеме çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерес енĕпе чăрмав çук — 5 çуллăхах çитет. Çав вăхăтрах çынсем ипотекăпа усă курасси тăруках чакни сисĕнет. Строительство материалĕсем вара хакланса пыраççĕ. Паянхи кун Чăваш Енре 72 организаци çурт-йĕр çĕклет. Хăйсем тăвакан çуртсен строительствине чарса лартни пирки хальлĕхе вĕсенчен пĕри те евитлемен-ха, çапах кунашкалли пулассине министр хирĕçлемерĕ. Патшалăх субсидилекен ипотекăн кивĕ программи кăçалхи нарăс вĕçĕччен кăна пулни те хăшĕсене кредит илме чăрмантарса тăнă ĕнтĕ. Халĕ ку ыйтăва татса панă, пуш уйăхĕн пуçламăшĕнчен çĕнĕ программа ĕçлесе кайнă — çынсем çулталăкри 12% виçепе ипотека кредичĕ илме пултараççĕ. Çапах Олег Иванович "Çурт-йĕр — Раççей çемйи валли" программăпа çынсене туянакан кашни тăваткал метршăн 4 пин тенкĕ патшалăх шучĕпе саплаштарса тÿлемелли çăмăллăх ăнăçлă ĕçлесе кайманнине йышăнчĕ. Эппин, пулăшăвăн урăхла мелĕсем кирлĕ.

Министр шучĕпе, йывăрлăха пула отрасльте ĕçсĕр юлакансен шучĕ 2 пин çын патнелле пулма пултарать. Хăшĕсем йыша чакарнă та ĕнтĕ. "СУОР" ООО гендиректорĕ Владимир Ермолаев хăйĕн компанийĕнче 1,2 пин çынна кăна хăварнине çирĕплетрĕ. Маларах вара 4 пин çын ĕçленĕ. Сăмах май, шăпах çак организаци хваттер сутас тĕлĕшпе цифрăсене чăннипех нумай пĕчĕклетнĕ. Кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче пĕлтĕрхи çак уйăхсенчипе танлаштарсан икĕ хут сахалрах хваттер сутăннă. Пуш уйăхĕнче — çулталăк каяллахин 20% чухлĕ кăна. Владимир Федорович компани кăçал хăйĕн çине илнĕ обязательствăсене туллин пурнăçлама шантарчĕ: "Планпа пăхнă çуртсене туса пĕтеретпĕр. Çул развязкине Республика кунĕ тĕлне вĕçлетпĕр, садик те пулать". Анчах çитес çул тĕлĕшпе вăл уçăмлă нимех те калайманнине пытармарĕ.

"Эйм-Инвест", "Отделфинстрой" ертÿçисем те шăпах 2017 çулхи ĕçсемшĕн пăшăрханаççĕ. Пĕрремĕшĕн çитес çул шăпах Çĕнĕ хулара çул хĕрринчи çуртсене çĕклемелле — вĕсем çĕнĕ микрорайона сăнлама тивĕç. Анчах мĕн палăртнине туллин пурнăçласси иккĕленÿллĕ. "Отделфинстрой" директорĕ Александр Черкунов та "Радужный" микрорайонта пĕлтĕр лайăх ĕçленине çирĕплетрĕ, анчах малашне чăрмавсем тухса тăрас хăрушлăх пур. Хваттер туянас кăмăллă çынсен шăнкăравĕсем пуш уйăхĕнче 4 хут чакнă иккен, эппин, çурт-йĕр сутасси те çавăн чухлех чакма пултарать. Компанин вара çĕнĕ микрорайонсенче строительство пуçарас тĕллевсем пурччĕ: тĕп хула варринче, хупăннă ТЭЦ-1 лаптăкĕнче... Шиклентерекенни çак самантпа та çыхăннă: унччен строительство компанийĕсем пая кĕрсе хваттер илекенсен укçипе аван усă курнă. Халĕ апла тума юрамасть. "Пирĕн малтан кредит илсе çурт-йĕр тумалла, кайран тин пурăнмалли лаптăка çынсене сутмалла. Паянхи лару-тăрура вара кредит илесси хăратать", — терĕ Александр Сергеевич.

Кирек мĕнле пулсан та республикăра пурăнмалли условисене лайăхлатас кăмăллă çын нумай-ха. Тĕп хулара кăна — 41 пин çын патнелле. Çавăнпа та, республика Пуçлăхĕн шучĕпе, строительсен çурт-йĕр пахалăхне лайăхлатса, хаксене ÿстерсе ямасăр вĕсен кăмăлне тивĕçтерме тăрăшмалла. Çав вăхăтрах отрасльте хăшĕсем çынсене улталасран сыхланни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Михаил Васильевич хăй вăхăтĕнче "Савва" компанисен ушкăнĕ çĕр-çĕр çынна шăнман пăр çине лартса хăварнине аса илтерчĕ: укçа пухнă, хваттерĕсене туман. "Улталанă çав çынсен ыйтăвĕсене татса памашкăн пире 4 çула яхăн кирлĕ пулчĕ. Çавăнпа та паян тÿрĕ кăмăллă мар компанисем укçана айккине кăларни ан пултăр — çирĕп сăнаса тăмалла", — терĕ вăл. Капла асăрхаттарни ăнсăртран мар. Ют укçапа пуяс кăмăллисем паян та пур иккен. Канашлура "Устра" ООО пирки сăмах пулчĕ. "Премиум-Инжиниринг" ертÿçин Андрей Николаевăн хăтланăвне тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков ултав тесех хакларĕ. 65 млн тенкĕ укçа пухнă, 41 çын хваттерсĕр...

Михаил Игнатьев вара вырăнсенчи влаçсем йĕркесĕрлĕхе курмăш тунине уйрăм тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Малтанах Çĕнĕ Шупашкарта ăшă пăрăхĕсен пĕр сыпăкĕ изоляцисĕр пулнине аса илтерчĕ. Кун çинчен вăл химиксен хулин ертÿçисене пÿрне тĕллесе тенĕ пек каланă. Унтанпа мĕн улшăннă? Хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Чепрасова пăрăхсене халĕ те ăшă тытакан материалпа чĕркеменни пирки каланă май "ку ыйтăва тĕрĕслесе тăратпăр" тесе тÿрре тухма тăчĕ те — Михаил Васильевич тарăхсах кайрĕ:

— Пĕр эрне иртрĕ — нимĕн те туман. Хĕл варринче — çара пăрăхсем. Ăшă çухалать вĕт, çак çухатушăн вара халăхăн тÿлеме тивет!

— Тăватпăр... — сăмах хушма хăюлăх çитерчĕ "и.о." статуслă пуçлăх.

— Тăватпăр кăна мар, кама та пулин ĕçрен хăваласа ямалла! — лăпланмарĕ Михаил Васильевич. — Ним йĕрки те çук! Çурт-йĕр инспекцийĕ ăçта пăхать?

"Тĕп инспектор" "Çурт-йĕр инспекцийĕ урамсенчи сетьсене пăхса тăмасть, вĕсемшĕн Ростехнадзор яваплă" тени сÿнекен кăвар çине краççын сапнăнах пулчĕ: "Вăт, çапла ĕçлетпĕр — пĕр-пĕрин çине йăвантаратпăр!"

Хайхи йĕркесĕрлĕхĕн тепĕр адресĕ — Шупашкарти "Волжский плюс" микрорайон. "Ютон" компани çурт-йĕр çĕкленĕ май хăй вăхăтĕнче çул тунă. Малалла ĕçлес тĕлĕшпе тавлашу çуралнă, ĕç-пуç суда çитнĕ — çул пирки маннă. Халăх нушаланать. "Эсир унта юлашки хут хăçан пулнă?" — ыйтрĕ Михаил Игнатьев тĕп хула пуçлăхĕнчен. "Уйăх çурă каяллаччĕ пулас..." — Леонид Черкесов çапла иккĕленерех хуравларĕ те — Михаил Васильевич ăна хайхи вырăна пĕр тăхтамасăр кайса курма сĕнчĕ.

Çул-йĕр правилисене пăснин фото- тата видеофиксацине аталантарасси калаçтарассăн туйăнманччĕ — йăнăшнă иккен, ку ыйтăва тишкересси те хĕрÿллĕ пулчĕ. Транспорт министрĕ Владимир Доброхотов тунă докладра ĕç-пуç аван пек. Пĕлтĕр асăннă приборсен кăтартăвĕсемпе усă курса водительсем йĕркене пăснă тĕслĕхсемпе 372 пин йышăну тунă, 217 млн тенкĕлĕх штрафланă — ку виçе çулталăк каяллахипе танлаштарсан 115% пулать.

Анчах шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Тимофеев сăмах илчĕ те — пачах урăхла ÿкерчĕк сăнланчĕ: хаклă тÿлесе туяннă приборсенчен нумайăшĕ юсавсăр, пуринпе те усă кураймаççĕ иккен. Чылай чухне приборсем тăвакан сăнÿкерчĕксем юрăхсăр — вĕсем тăрăх водительсене штрафлама май çук. Республикăри автоçулсен управленине те туса хунă, анчах, полици полковникĕн шухăшĕпе, уншăн хайхи приборсемпе ĕçлесси тĕп ĕç мар пулас. Çавăнпах тепĕр чухне фотоматериалсен çурри — брак. Юрăхсăр ÿкерчĕксем 60% çитни те пулнă. Раштавра, сăмахран, приборсен кăтартăвĕсем тăрăх палăртнă штрафсен виçи 26 млн тенке çитнĕ, халь вара ку виçе пĕтĕмпе те 6 млн тенкĕ ытларах кăна иккен.

Автоçулсен управленийĕн директорĕн Игорь Прусаковăн вара пакунлă çынсем тĕлĕшпе хăйĕн ÿпкев пур. Приборсене лартмалли адрессен шутне ПАИ чылай чакарнă иккен, хысна учрежденине инспекторсем кирлĕ чухне сотрудниксене уйăрмаççĕ тата ыт. те. Пĕр сăмахпа, автоçулсен тата çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн управленийĕсем пĕр чĕлхе тупайманни куçкĕрет. Çакна Михаил Игнатьев та туйрĕ — алла-аллăн ĕçлеме тăрăшмалли çинчен асăрхаттарчĕ. Тĕллев пĕрре-çке — çынсен хăрушсăрлăхĕ. Çак йĕркесен авторне вара урăххи пăшăрхантарчĕ: канашлура тĕп калаçу приборсемпе усă курса ытларах штраф пухасси тавра кăна пулнăн туйăнчĕ — çулçÿрев хăрушсăрлăхĕ хăшĕсене кулянтарсах та каймасть пек...

Николай КОНОВАЛОВ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.