Çураки ирттерме патшалăх пулăшать

22 Мар, 2016

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Пĕрлехи информаци кунĕнче Çĕрпÿ районĕнчи "Вурнарец" тулли мар яваплă обществăн ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ, хуçалăх çуракине епле хатĕрленнипе кăсăкланчĕ. Александр Макулин директор хире тухиччен пĕтĕм ĕçе йăлтах вĕçлессе пĕлтерчĕ.

Министр республика аграрийĕн паянхи лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. Кăçал ял хуçалăх культурисене 580 пин гектар çинче çитĕнтермелле /2015 çулхин 101,1%/. Çурхисене 320,6 пин га акмалла. Çав шутра 50,6% — пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши, 40% — выльăх апачĕлĕх культурăсем, 6% — çĕрулми, 2,6% — техника культурисем, 0,8% — пахчаçимĕç.

Улатăр, Элĕк, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Елчĕк районĕсенче кĕрхисене палăртнă чухлĕ акнă. Çав вăхăтрах Вăрмарсен /51,8%/, Тăвайсен /57,4%/ кăтартăвĕ самаях пĕчĕк. Вĕсен çанă тавăрса ĕçлеслĕхе икĕ хут вăйлатма тиветех. Тата 7 муниципалитет йĕркеленĕвĕн кĕраки лаптăкĕ республикăри вăтам кăтартуран /82,5%/ сахалрах.

— 2016 çулта республикăри мĕнпур ака-суха лаптăкĕ çумне 15 пин гектар çĕр хушăнать. Ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессишĕн кăçал та ĕçлĕç, — терĕ С.Артамонов. — Çуртрисен вăрлăхĕ 48,1 пин тонна кирлĕ. Кĕркунне 48,7 пин тонна хывса хăварнă. Ăна çÿп-çапран тасатас тĕлĕшпе 82 звено ĕçлет. Хальлĕхе 85,5% кондицие лартнă. Малта — Йĕпреç, Комсомольски, Вăрмарпа Улатăр районĕсем. Сĕнтĕрвăррипе Шупашкарсен паха вăрлăх 79% çеç.

Минерал удобренийĕ хатĕрлес енĕпе Вăрнар, Красноармейски районĕсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă тата Тăвай тăрăхĕсенче ăна 10 процентран та сахал кÿрсе килнĕ. Солярка — кирлинчен çурри ытларах, бензин виççĕмĕш пайĕ чухлĕ хатĕрленĕ. Канаш, Вăрмар, Елчĕк енсем хастарлăхпа палăраççĕ. Хĕрлĕ Чутайсен — 6,3%, Элĕксен 8,4% кăна.

Техника — трактор, сеялка, культиватор — юсавлăхĕ 91-93%. Тăвай, Йĕпреç, Етĕрне, Шăмăршă районĕсен ку енĕпе хăвăртлăх çитмест.

— Паян влаç органĕсен тĕллевĕсенчен пĕри — патшалăх пулăшăвне ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем патне вăхăтра çитересси. Вĕсем çунтармалли-сĕрмелли материала, удобренипе вăрлăха, техникăпа оборудование, ыттине те хаксем пĕлтĕрхи шайра тăнă чухне туянма ĕлкĕрччĕр, — палăртрĕ министр. — Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн премьер-министрĕ Дмитрий Медведев пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче пирĕн республикăна килсен çураки валли укçа васкавлă куçарас ыйтăва хускатрĕ. Çавна пула республикăна 236,5 млн тенкĕлĕх субсиди çитрĕ. Вăл суммăран 81 млн тенкине республикăри аграрисене ака ирттерме пулăшмашкăн валеçсе панă. Ыттине çывăх кунсенче кредит проценчĕсене саплаштарма уйăрĕç.

Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне патшалăх пулăшăвĕ 2322,7 млн тенкĕпе танлашнă. Çав шутра федераци бюджетĕнчен — 1600,5 млн, республика хыснинчен 722,2 млн тенкĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.