Николай КУРЧАТКИН: Ертÿçĕн хăйшĕн мар, çынсемшĕн тăрăшмалла

22 Мар, 2016

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем ял хуçалăхне самаях кисретрĕç. Колхоз-совхоз арканнă хыççăн уй-хире мăян пусрĕ, фермăсем пушанчĕç,ял çынни ĕçсĕр тăрса юлчĕ. Халĕ вăл е ку вырăнта хуçалăх хуралтисем ларнине ĕненес те килмест — йăлтах çĕрпе танлашнă. Çĕрпÿ районĕнчи «Восход» хуçалăха та çакăн евĕрлĕ шăпа кĕтетчĕ ахăртнех. Тăван республика пуласлăхĕшĕн тăрăшакан çынсем тупăнни кăна çăлса хăварнă ăна. Икĕ пинмĕш çулсен варринче кунта Николай Курчаткин тăрăшнипе çĕнĕ производство йĕркеленнĕ. Тĕрĕссипе, Николай Григорьевич çавăн чухне инвестици илсе килме май тупайман пулсан çак комплекс Чăваш Республикинче хута каймасса та пултарнă. Паян «Çĕрпÿ беконĕ» Чăваш Енре хатĕрлекен сысна какайĕн 50 процентне туса илет, ултă çул хушши республикăри чи лайăх 100 предприяти шутĕнче пĕрремĕш вырăнта тăрать. «Авангард» ООО /«Çĕрпÿ беконĕ» комплекс унăн тытăмне кĕрет/ генеральнăй директорĕпе Николай Курчаткинпа пуçарнă калаçу хыçа юлнă çав тапхăра, пуçламăш утăмсем тунă çулсене аса илнинчен пуçланчĕ.

 

Кĕскен

Николай Григорьевич Курчаткин 1963 çулхи пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Кивĕ Тутайкасси ялĕнче çуралнă. Ĕç биографине «Спутник» совхозра пуçланă. «Çĕрпÿ агропромхимийĕ» МПОра водительте, юсав мастерскойĕн заведующийĕ, автопарк, автомехотряд пуçлăхĕ, тĕп инженерт а, председательте, «Çĕрпÿ сельхозхимийĕ» ПУПра директорта ĕçленĕ. 2001-2005 çулсенче Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — ял хуçалăх тата апат-çимĕç управленийĕн пуçлăхĕ пулнă. 2005 çулта — «Авангард» ОООн «Цивильский бекон» филиалĕн директорне, 2011 çулта «Авангард» ООО генеральнăй директорне çирĕплетнĕ.

Чăваш, Тутар республикисен, Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕсемпе чысланă. Чăваш Республикин Президенчĕн, Патшалăх Канашĕн, Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин, Тутар Республикин Президенчĕн, премьер-министрĕн тата Ял хуçалăх министерствин Тавĕсене тивĕçнĕ.

Николай Курчаткин — Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

— 90-мĕш çулсенче Çĕрпÿ районĕнчи «Сельхозхимири» техника валли республикăра ĕç çитместчĕ. Тутар Республикине, Саратов, Самар облаçĕсене ĕçлеме çÿреттĕмĕр. Çавăн чухне тутарсемпе туслашса кайнăччĕ. 2001 çулта Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕнче — ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçларăм. «Восход» хуçалăх юхăнса пынине курса чун ырататчĕ. Комплекс куç умĕнчех йăшать-çке: хуралтăсем кивелнĕ, тăррисем шăтнă, сыснасен шучĕ пин пуçран чакнă, шалу пĕчĕк... Ăна юсама хамăрăн укçа çуккипе тахçанхи туслăхпа усă курса тутарсенчен пулăшу ыйтма шут тытрăмăр. Паллах, нумай ăнлантармалла пулчĕ вĕсене. Çапах та юлашкинчен килĕшрĕç. Вĕсем пире 1 млрд тенкĕ кредит илме пулăшрĕç. Çав укçапа çĕнĕ комплекс хута ятăмăр. Халĕ кунта 40 пине яхăн сысна усрама пулать. Юлашки 3-4 çул хушшинче хамăр ĕçлесе илсе комплекса аталантарма 150 млн тенкĕ ытла хывнă. Пĕлтĕр 1 млрд та 100 млн тенкĕлĕх продукци туса кăларнă.

— Сысна усрама çăмăл мар. Тăкаксăр ĕçлеме кăна мар, тупăш та илме сире мĕн пулăшать?

— Ĕçе йĕркелеме пĕлни, шайлашуллă апатлану, микроклимат, генетика... Комплексра нимĕçсем туса кăларнă оборудовани вырнаçтарнă, сыснасем патĕнчи сывлăша компьютер йĕркелесе тăрать, апат виçине, пахалăхне, шайлашулăхне каллех техника палăртать. Сысна амисене Германирен илсе килнĕ, аçисене икĕ çулта пĕрре улăштарса тăратпăр.

— Раççей ВТОна кĕнине аграрисем питĕ йывăррăн йышăнчĕç. Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ. Хальхи вăхăтра ку енĕпе лару-тăру еплерех?

— РФ Правительстви çак йышăнăва çирĕплетнĕ хыççăн «пĕтрĕмĕр» тесе шутланăччĕ. Чикĕсене уçрĕç те çĕршыва йÿнĕ продукци йăтăнса килчĕ. Экспертсем «сысна какайĕн хакĕ чакиччен çур çул иртсе каять» тесе çырчĕç. Анчах икĕ уйăхрах 60-70 процент анса ларчĕ. Пасарти хак хăйхаклăхран йÿнĕрех пулса кайрĕ. Малтан сысна какайне чĕрĕ виçепе 80-85 тенкĕлле сутнă-тăк ВТОна кĕнĕ хыççăн 50 тенкĕ тăрса юлчĕ. Çичĕ уйăх питĕ йывăр пурнăçпа пурăнтăмăр.

Халĕ Европăран сысна какайĕ килменпе пĕрех. Украина çулне кăçал хупрĕç. Беларуçрен, Бразилирен килет. Юлашки çулсенче Раççейре те чылай комплекс хута кайрĕ. Çĕршывра сысна какайĕн производстви çулсерен 200 пин тонна ытла ÿсет. Специалистсем шутланă тăрăх — çитес 2-3 çул хушшинче Раççей хăйне хăех çак продукципе тивĕçтерме пуçлать. Хăçан та пулсан санкцисем пĕтеççĕ, кредитсене тататпăр — эпир те Анăçпа пĕр шайра ĕçлеме пуçлатпăр. Пирĕн комплекссем те, кăтартусем те Европăри пекех, пĕр шайрах.

— Санкцисем тенĕрен... Вĕсен мĕнле витĕмне ытларах туйса илтĕр?

— Пирĕн оборудовани йăлтах ют çĕршывра туса кăларни. Апла-тăк саппас пайсене чикĕ леш енчен илсе килмелле. Çакă «евро» курсĕпе çыхăннă. Ветеринари препарачĕсене те валютăпа туянмалла. Юлашки вăхăтра Раççейре туса кăларнисене илетпĕр-ха. Анчах, шел те, вĕсен хакĕсем те «импорта» хăвалаççĕ. Францирен е Германирен çурасем валли ятарлă апат илсе килетпĕр. Вĕсен пахалăхĕ пысăк, çурасене хăвăрт ÿстереççĕ. Хамăр çĕршыври заводсем те — Воронежра, Саратовра пур ун пеккисем — çавнашкал апат туса кăларма пуçларĕç.

— Тата эсир пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес тĕлĕшпе курăмлă ĕçленине палăртмасăр иртме çук...

— «Ĕлĕк çĕрсем пушă выртман, йăлтах акса ÿстернĕ», — теççĕ ватăсем. Чăнах та, тăван район тăрăх çÿренĕ чухне метр çÿллĕш мăян ÿснине курсан чун ырататчĕ. Çавăнпах çав çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес терĕмĕр. Бизнес вăл яланах ĕçлеме хистет. Хăть çĕртен, хăть сыснасенчен тупăш илмелле. Тата ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ чухне ÿкĕтлесе каланă сăмахсене те чун патне илтĕм. «Николай Григорьевич, çĕр ил!» — пĕрре кăна мар çапла каланă вăл мана. «Сергей Геннадьевич, кунта çĕрĕн пахалăхĕ начар, тырпултан пысăк тухăç илейместĕн», — чылайччен килĕшмерĕм. Çапах та вăл мана ÿкĕте кĕртрĕ. «Рассвет», «Дружба», «Спутник», «Коммунар» хуçалăхсен çĕрĕсене пусă çаврăнăшне кĕртрĕмĕр. Халĕ лаптăксене пысăклатас кăмăлсем те пур. Сĕнтĕрвăрри тата Канаш районĕсенче çĕрсем сĕнеççĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн 5 пине яхăн гектар çĕр шутланать. Çак шутран пĕлтĕр виçĕ пин ытла гектар çинче кĕрхи тата çурхи культурăсене акса 98670 центнер тырă туса илтĕмĕр. Вăтам тухăç — гектартан 32,9 центнер.

— Çĕр ĕçченĕшĕн хĕрÿ тапхăр — çураки — çывхарать...

— Çурхи ĕçсене туллин тата вăхăтра туса ирттерме хатĕр. 503 тонна минераллă удобрени, 200 тонна сĕрмелли-çунтармалли хатĕр туяннă. Пысăк репродукциллĕ 600 тонна элита тата суперэлита вăрлăх хатĕрленĕ. Кĕркунне 1500 гектар çинче кĕрхи тулă тата «третикале» акса хăварнă. Çуркунне 1200 гектар урпа тата 500 гектар çурхи тулă акма палăртнă.

— Николай Григорьевич, мĕнле шутлатăр: Чăваш Ен хăйĕн халăхне хăех тăрантарма пултарать-и?

— Ытти регионсене сутма та вăй çитерет. Тĕслĕхрен, «Çĕрпÿ беконĕ» комплекс пĕлтĕр 9 пин те 316 тонна сысна какайĕ туса илсе сутнă, çурри ытла республика тулашне кайнă. Тырпул, сĕт те ытти региона чылай сутăнать.

— 35 çул ял хуçалăхне аталантарассишĕн тăрăшатăр. Ача чухне çакнашкал пурнăç çулĕ çинчен ĕмĕтленнĕ-и?

— Халĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ĕçлекен юлташпа пĕчĕк чухне пĕрне-пĕри пÿлсех тавлашаттăмăрччĕ. Вăл та совхоз директорĕ пуласшăнччĕ. Эпĕ те. Тĕл пулсан çакна яланах аса илет. Халĕ совхоз теместпĕр ĕнтĕ. Пирĕн хуçалăх территорийĕнче нумай предприяти пĕрлешнĕ.

— Пурнăç çулне çĕнĕрен суйлама май килсен мĕнле çулпа кайнă пулăттăр?

— Шкулта эпĕ питĕ лайăх вĕреннĕ, пионерсен дружинин канашĕн председателĕ, комсомол комитечĕн секретарĕ пулнă. 1976 çулта «Орленока» канма та янăччĕ. Анчах шкул пĕтернĕ хыççăнах аслă пĕлÿ илмен эпĕ. Çартан таврăнсан техникум пĕтернĕ хыççăн водительте ĕçленĕ. Унтан «Сельхозхимире» юсав мастерскойĕн заведующийĕнче, автопарк пуçлăхĕнче, механикре, тĕп инженерта, кайран директорта вăй хунă. Малтан ял хуçалăх академине, кайран Атăл-Вятка академине пĕтернĕ. Çак картлашка тăрăх хăпарни мана пурнăçа лайăхрах пĕлме пулăшрĕ. Шăпа мĕнле çул уйăрса панă çавăнпах кайнă пулăттăм.

— Хальхи çамрăксем урăхларах: вĕсем тÿрех пуçлăха ларасшăн. Çак пулăма мĕнле хаклатăр?

— Пуçлăха ăс-тăнсăр пуçне тата пурнăç опычĕ те кирлĕ. Çулсем хушши пухăннă опытсăр предприятие малалла яраймастăн. Çавăнпа та карьера картлашки тăрăх пĕчĕккĕн ÿссе пырсан хăвна та çăмăл, сан тавра ĕçлекен çынсене те йывăр мар. Кирек мĕнле пуçлăхăн та хăйне ăна пăхăнса тăракансен вырăнне лартса пăхмалла. Çав çын вырăнĕнче пулсан мĕн шутлатăн, хăвна мĕнле туятăн?

— Ырă вăрлăх ырă çимĕç парать теççĕ. Сирĕншĕн çав «вăрлăх» кам е мĕн?

— Яланах атте-аннерен тĕслĕх илнĕ. Тăван ялта юратнă анне Елена Егоровна пурăнать, Турри сывлăх патăр ăна. Вăл ĕмĕрĕпех ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ, хăмла ÿстернĕ. Атте таврари паллă утарçă пулнă. «Спутник» хуçалăхра 150-200 вĕлле таран пăхнă вăл. Вĕсем мана пĕчĕкрен «çынна ĕç илем кÿрет» каларăша ăса хывма вĕрентнĕ. Яланах пуçланă ĕçе вĕçне çитерме тăрăшатăп. Вĕçленнĕ ĕç кăна савăнăç кÿрет.

— Çынра мĕн хисеплетĕр?

— Сăпайлăх тата шанчăклăх. Шанчăклă юлташсем ялан çумра пулччăр.

— Пурнăç тĕллевне мĕнре куратăр?

— Директора лартăн-тăк хăвшăн кăна мар, çынсемшĕн тăрăшмалла: вĕсене валли пурăнма, ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса памалла. Пирĕн хуçалăхра пилĕкçĕре яхăн çын ĕçлет. Пĕлтĕрхи вăтам ĕç укçи — 27 пин тенкĕрен кăшт ытларах. Тĕллев — 30 пине çитересси. Такама шанса лармалла мар, хамăрăн вăя шанса ĕçлемелле. Чăваш Енре туса илекен сысна какайĕн 50 проценчĕ пирĕн пулсан, Раççейре çак кăтарту 0,4 процентпа танлашать. Ку сахал мар. Малашне ĕç тухăçлăхне ÿстерес, çурасем туса илессине вăйлатас, производство кăтартăвĕсене пысăклатас, республикăри сухаламан çĕрсен лаптăкне чакарас тĕлĕшпе пусăрăнса ĕçлемеллине пĕлетĕп.

— Хуçалăх ыйтăвĕсене татса панисĕр пуçне эсир ыр кăмăллăх ĕçне те нумай вăхăт уйăратăр... Ахальтен мар ĕнтĕ Çĕрпÿ районĕнчи «Çулталăк меценачĕ — 2015» ята тивĕçнĕ.

— Чунпа-чĕрепе туятăп: пулăшу ыйтакансене хирĕçлемелле мар, пулăшмалла. Унсăрăн пуçаруллă çыннăн алли усăнма, ырă ĕç пĕтсе ларма пултарать. Акатуй, Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ, ытти уяв, мероприяти... Вĕсене ирттерме хутшăнассинчен епле пăрăнса юлăн? Кĕскен каласан, пĕлтĕр 1 млн ытла тенкĕлĕх спонсор пулăшăвĕ панă. Кашни çулах предприяти вырнаçнă ял тăрăхĕнчи 1-мĕш класа каякан ачасем валли акци ирттеретпĕр: портфельсем, ытти шкул хатĕрĕ парнелетпĕр. Ветерансене Ваттисен кунĕ тĕлне килне парне çитерсе паратпăр. Пилĕк çул каялла Çĕрпÿри аграри-технологи техникумĕнче вĕренекен студентсем валли пилĕк стипенди çирĕплетрĕм.

— Мĕнпе мухтанатăр, мăнаçланатăр?

— Хамăр хуçалăхпа, коллективпа. Çак комплекс — республикăра чи пысăкки. Халăха паха таварпа тивĕçтерме пултаратпăр. Ултă çул хушши предприяти республикăра пĕрремĕш вырăнта тăрать. Çакăнта манăн тÿпе те пур тесе шутлатăп.

Валентина БАГАДЕРОВА.

В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.