«Кĕнеке çырма - пултарулăх, ăна кăларма талант кирлĕ»

22 Мар, 2016

Валерий Муравьев / Валериан Венедиктович Муравьев/ Етĕрне районĕнчи Палтайра 1946 çулхи авăнăн 1-мĕшĕнче çуралнă.

Журналист, поэт, прозаик, таврапĕлÿçĕ. Хаçат-журналта 1958 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа пичетленет. Пĕрремĕш сăвви 1965 çулта кун çути курнă. Унтанпа вăл сахал мар сăвă-поэма, калав-повеç çырнă. Вĕсенчен паллăраххи — пилĕк кĕнекерен тăракан «Çылăхлă арçын» роман. Вăл 2007-2011 çулсенче «Тăван Атăл» журналта пичетленнĕ. Валерий Муравьев — Етĕрне районĕн энциклопедине пухса хатĕрлекенсенчен пĕри. Унăн статйисем тăватă томлă «Чăваш энциклопедийĕнче» те тивĕçлĕ вырăн йышăннă. Вăлах «Спортивные звезды Ядринского района», «Балдаевская /Сугутская/ энциклопедия», «Школа — кузница талантов», «Ядринской типографии — 90 лет», «Хлеб — всему голова», «Песнь о Ядрине», «Ядринский календарь — 1993» кĕнекесем пухса кăларнă. 2004, 2006 çулсенче «Палтайпа Айтак» историллĕ роман-халапăн икĕ кĕнеки кун çути курнă. Валерий Муравьев 1990 çултанпа — РФ Журналистсен союзĕн, 2015 çултанпа — ЧР Профессионал писательсен союзĕн членĕ.

— Аванах пурăнаттăмăрччĕ-ха, çĕр çинче ĕçлеттĕмĕр, выльăх-чĕрлĕх усраттăмăр... Пĕлтĕр, пĕрремĕш ушкăнри сусăрсен йышне кĕрсен, ĕнене те, сыснана та, сурăхсене те сутмалла пулчĕ. «Валерий, эпир çамрăк чухне мĕн ĕçлесе пурăннă, мĕншĕн çырман?» — тетчĕ Герман Желтухин, «Тăван Атăл» редакторĕнче ĕçленĕ чухне. «Пурнăçа пĕлмесĕр мĕнле çыратăн-ха?» — хирĕçлеттĕм эпĕ. Çавăнпа эпĕ тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ те ĕнтĕ.

Ялти писатель çĕрулми лартса ÿстереет-тĕк, пахчаçимĕç туса илеет-тĕк, выльăх-чĕрлĕх усраять-тĕк — мĕншĕн йывăр пултăр унăн пурнăçĕ? Ĕçлесен хĕл каçмалăх пулать апат-çимĕç. Кĕнеке пичетлесе кăларасси вара ĕлĕк те çăмăл пулман. Писательсен лару-тăрăвне пĕлсе тăма тăрăшатăп. Пĕлтĕр писательсен пухăвĕнче Анатолий Кипеч ялти писательсене тиркесе сăмах каланă-мĕн. Вĕсем хулари писательсем чухлĕ пĕлмеççĕ, тавракурăмĕ пĕчĕкрех-мĕн... Вара эпĕ ятарласа сăвă çыртăм:

«Эп ял поэчĕ, Кипеч мар эпĕ,

Пурнаймастăп хулара.

Кунта ман çивĕч-ха тымарăм,

Ăсран та катăк мар вара.

Кăсăкланатăп темĕнпе те,

Патшалăх тытăмĕпе, тĕнпе те,

Поэзи çеç-и манăн тус?

Историре те эпĕ юс...

Тавракурăм тенĕрен, Етĕрне районĕн энциклопедине пухса хатĕрлес ĕçе хастар хутшăнтăм. Поэзипе те, наукăпа та, музыкăпа та, спортпа та интересленетĕп. Телевизорпа футбол пăхма юрататăп. Кĕнеке кăлармалăх хатĕрленĕ хайлав та чылай. Анчах нухрачĕ кирлĕ. «Ялти писатель хуларинчен нимĕн чухлĕ те кая мар», — пĕтĕмлетесшĕн эпĕ. Ирттерекеннисем те пур. Эпĕ — Етĕрне тăрăхĕнчи çыравçăсен пĕрлĕхĕн ертÿçи те. Вĕсем пирĕн 30 таранах. Анчах ЧР Профессионал писательсен союзĕнче тăраканни эпĕ кăна. Манăн произведенисем ытларах «Тăван Атăл» журналта пичетленнĕ. Хайлавсенчи геройсем, пĕтĕмĕшле сăнарсем йăлтах — çак тăрăхри çынсем. Ялти пурнăç çинчен ытларах çыратăп. Ялти çыравçă пурнăçа хуларинчен те лайăхрах пĕлет, хулари пÿрнерен «ĕмсе» ларать. Теприсене вулама та интереслĕ мар. Эпĕ хам ĕçĕмпе кăна лармастăп, çынсене сăвăсене якатса кăларма пулăшатăп. Хушăран вĕсене çĕнĕрен çырма та тивет. Ял поэчĕсене компьютерпа набор, верстка та туса паратăп. Йăлтах тÿлевсĕрех тăватăп, çынна хирĕçлеме, унăн кăмăлне хăварма пултараймастăп.

— Çырас туртăм сирĕн ăçтан пуçланнă?

— Эпĕ мĕн пĕчĕкрен кĕнеке вулама кăмăллатăп. Шкула кайичченех вуланă. Манăн атте Венедикт Семенович хресчен кăна пулин те ăслă-тăнлă, анлă тавракурăмлă çынччĕ. Анне те Александра Федоровна колхозра вăй хунă. Çемьере 6 ача пулнă. 3-шĕ — пĕчĕклех вилнĕ. Пурăнаканнисем — Раиса, эпĕ тата Людмила /Чĕмпĕрте тĕпленнĕ/. Пирĕн килте кĕнеке чылайччĕ. Атте мана шкула кайичченех нимĕçле вуннă таран шутлама вĕрентрĕ. 7-мĕш класс таранччен «5» паллăпа кăна вĕреннĕ эпĕ. Кайран хĕрсене куç хывма пуçланă та вĕренесси иккĕмĕш вырăна юлнă... Чĕлхе, литература урокĕсене кăмăллаттăм. Сăвă çырма 9-10-мĕш классенче тытăнтăм. Пĕрремĕш сăвă 1965 çулхи утă уйăхĕнче Элĕк районĕн хаçатĕнче пичетленнĕ. Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕ — маншăн уяв. Кашни çулах палăртатăп ăна. 1958 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче манăн пĕрремĕш заметка кун çути курнă.

— Пĕрремĕш заметка мĕн çинченччĕ?

— Витя Квасов ачана çăлни пирки. «Смелый поступок Вити Квасова» ятлăччĕ вăл. Ĕлĕк фермăсем валли сĕт сивĕтме тесе пĕве пăрне катса кăларатчĕç. Ĕç-пуç çуркунне енне пулнăччĕ. Пĕр шăпăрлан шыва кĕрсе ÿкнĕ те ăна Квасов туртса кăларнă... Ака уйăхĕнче çав заметка «Пионерская правда» хаçатра та тухрĕ.

— Эсир район хаçатĕнче те, шкулта та, сысна ĕрчетекен комплексра та, бригадирта та... ĕçленĕ. Çапах та пуринчен ытларах килĕшекенни хăшĕ пулнă?

— Эпĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн вырăс-чăваш уйрăмне вĕренме кĕнĕччĕ. Унта пĕр курс пĕтернĕччĕ. Комсомол организацийĕн секретарьне суйланăччĕ, Çĕнĕ Шупашкарти химкомбинатра пĕр вĕçĕм воскресникпе субботник йĕркелемеллеччĕ. Вĕренме май çукчĕ. Пăрахрăм вара. Яла килтĕм те библиотекăра ĕçлеме тытăнтăм. 20 çул ытла библиотекăра вăй хутăм. Чăваш çыравçисен кĕнекисене халăх патне çитерекенни пулнă эпĕ. Астăватăп-ха: литературăпа музыка каçĕсене питĕ хавхалануллă ирттереттĕмĕр. «Тăван Атăл», «Тантăш» юбилейĕсене те палăртнă. Уявсене чăваш писателĕсем йышлăн килетчĕç. Пĕрре, çыравçăсене Куславккаран 6 лашапа илсе килнĕччĕ. «Кĕнеке çырма — пултарулăх, кĕнеке кăларма талант кирлĕ», — тенĕччĕ Мĕтри Кипек. Хăй вăхăтĕнче Герасим Харлампьев писатель пирĕн библиотекăна шефа илнĕччĕ. Çыравçăсенчен ятарласа кĕнекесем пухса илсе килетчĕ. Ĕлĕк халăх питĕ вулатчĕ. Вулакансен шучĕ 600-е те çитнĕччĕ. Халĕ библиотекине те хупнă. Кĕнеке памалли пункт пек кăна юлнă. Эпĕ 65 тултарсан ĕçлеме пăрахрăм та вулавăша хупрĕç. Мана кĕтсе пурăннă вĕсем. Эпĕ тепĕр 5 çул ĕçленĕ-тĕк — тепĕр 5 çул хупаймастчĕç. Халĕ кĕнеке илме пĕр-ик çын анчах пырать-мĕн. Эпĕ хам ĕçленĕ вăхăтра библиотекăна тĕпрен юсаттарса тĕслĕхлисен йышне кĕрттернĕччĕ. Халăха чăваш кĕнекисене вулаттарма тăрăшнă. Мĕнле çĕнĕ кĕнеке тухнă — ку тăрăхри çынсем йăлт вуланă. Алăран алла каятчĕ. Тепĕр чухне вулавăша каялла таврăнмастчĕ те вăл. Вара писательсенчен хăйсенчен кĕнекисене ыйтса илеттĕм. Шупашкара ятарласа кайса пуçтарса килеттĕм.

Библиотекăра ĕçленĕ вăхăтра эпир авалхи йăла-йĕркене çĕнĕрен чĕртсе тăратрăмăр. Ĕлĕк пирĕн тăрăхра Сăкăт Çимĕкĕ ирттернĕ, ăна çулсерен уявлама тытăнтăмăр. Пирĕн ял ĕлĕк Сăкăт ятлă пулнă. Ытти ялта Çимĕкре çăва çине каяççĕ, вилнисене асăнаççĕ. Пирĕн патра вара ун чухне çăва çинчен аса та илмеççĕ: юрлаççĕ, ташлаççĕ, савăнаççĕ. Сăкăт Çимĕкĕ — Акатуйпа пĕр тăванлă çурхи уяв. Ялти пуçаруллă çынсемпе пĕрле «Сăр ен» фольклор ушкăнне те йĕркелесе ятăмăр. Ытти тăрăхри фольклор ушкăнĕсене те чĕнеттĕмĕр хамăр пата.

— Пĕлтĕр Раççейре — Литература, Чăваш Енре К.В.Иванов çулталăкĕ пулчĕç. Мĕнпе асра юлчĕ вăл сирĕншĕн?

— Эпĕ маларах «Слакпуç» сăвă ярăмĕ çырнăччĕ. Сăмах май, Пушкăрт тăрăхĕнчи Слакпуçра 2004 çулта пулса курнăччĕ. Литература çулталăкĕнче манăн виçĕ кĕнеке тухрĕ: «Çулталăкри вун икĕ уйăх», Етĕрне районĕн энциклопедийĕн иккĕмĕш томĕ, «Знаменитые люди Ядринской земли». Тĕрĕссипе, кĕнеке кăларсан чунăм канать.

— Чăваш Енре писательсен союзĕ — виççĕ. Кун пирки мĕн шухăшлатăр?

— Темиçе пĕрлĕх пулни хитрех мар. Юхма Мишшин союзĕнче сăвă техникине пĕлмен поэтсем те пур. Литература пĕрлешĕвĕ, литература кружокĕ майлă пĕрлĕх вăл. Хветĕр Агиверăн союзĕнче кам тăнине те пĕлместĕп. Вĕсене хаклама пултараймастăп. Манăн шухăшпа, пĕрлешмелле те туслă пурăнмалла. Чăвашсене пĕр-пĕрне курайманни, пĕр-пĕрне ăмсанни пĕтерет. Тутарсем пĕр-пĕрне нихăçан та сутмаççĕ.

— Ачăрсене çырас ăсталăх куçнă-и?

— Кĕнекене вĕсем пурте юратаççĕ. Надежда шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Вăл та сăвăсем хайлать. Унăн хайлавĕсем «Тăван Атăлта» та кун çути курнăччĕ.

— «Маншăн кашни япала хаклă, ача пекех», — тенине çыракан çынсенчен пĕрре кăна мар илтнĕ. Сирĕншĕн мĕнле?

— Маншăн вĕсем пурте пĕрех. Ăна вулакан хаклать. «Çылăхлă арçынна» шутсăр вăйлă произведени тесе шутламастăп, мĕншĕн тесен эпĕ ăна вулакан хыççăн кайса çыртăм. Юрату романĕсем хурăмлăскер. 6 кĕнекене çитрĕ вăл. Ăна халĕ Чăваш кĕнеке издательстви те кăларасшăн-ха.

— Паян мĕн пăшăрхантарать сире?

— Чăваш чĕлхине пăсни шутсăр тарăхтарать. Чăваш чĕлхинче мăшăр сăмахсене пĕрреллĕ хисепре калаççĕ. Анчах чăваш эстрада юррисенче пĕр вĕçĕм — куçсем, урасем, алăсем, кăкăрсем, куç харшисем, хулпуççисем... Халĕ тата тутасем теме тапратрĕç. Миçе туталлă вара чăвашсем? Ура, алă, куç, тута темелле. Хăшпĕр чăваш кĕнекине ручка тытсах тÿрлететĕп вара чун чăтманран... Çамрăк ăру вулама пăрахни те кулянтарать. Халĕ ачасем кăна мар, учительсем те питех вуламаççĕ. Эпĕ библиотекăра ĕçленĕ чухне учительсем ачасенчен 20 çул маларах вулама пăрахнăччĕ. Вĕрентекенсем нимĕнле хаçат-журнала та çырăнса илмеççĕ.

— Мĕн ĕмĕтпе пурăнатăр?

— Çитмĕл çула, юбилее, кĕтсе илесчĕ тетĕп. Çичĕ теçетке çул тултарнă тĕле юлашки вăхăтра хайланă сăвăсен пуххине кун çути кăтартасчĕ. Манăн тата вулаканăмсен умĕнче парăм пур, «Çĕмĕрт сиввин» иккĕмĕш кĕнекине кăлармалла. Çырма пуçланăччĕ эпĕ ăна, анчах чирлерĕм те ĕçĕм каяймарĕ. Усал шыçă малтанах питĕ хăратса пăрахнăччĕ мана. Юрать, юлташсем вăхăтра вĕçĕ-хĕррисĕр хавхалантарса тăчĕç. Ман патран çын татăлмастчĕ. Шупашкартан писательсемпе журналистсем тăтăшах килетчĕç.

— Çыракан çыншăн чи пĕлтерĕшли мĕн?

— Пĕрисем характера уçса памалла теççĕ. «Халĕ характера питех уямаççĕ», — теççĕ теприсем. Халĕ каласа каясси пултăр, сюжет çивĕчлĕхне ытларах пăхаççĕ. Паянхи ăру геройсенчен тĕслĕх илесшĕн мар. Халĕ: «Пысăкрах укçана мĕнле хăйпăтса илме май пур-ши?» — теççĕ. Юлнисем те çавăншăн анчах вулаççĕ. Çыннăн характерне уçнă хайлава 100 çынран пĕри кăна вулать-тĕр.

— Чăваш çыравçисенчен хăшĕн произведенийĕсене вулама кăмăллатăр?

— «Тăван Атăлта» пуринне те вуласа пыратăп. Вуланать-и, вуланмасть-и — пĕрех. Ман тĕллев — автор мĕн каласшăн пулнине пĕлесси. Публицистикăна шутсăр кăмăллатăп. Поэзире паян Никулай Исмукова, Юрий Сементере çитекенни çук. Унтан — Николай Теветкел. Маттур вăл. Прозăра паян Геннадий Максимов малта. Унăн кĕнекисем çăмăллăн вуланаççĕ. Шухăшласа, тĕплĕн çырать. Геннадий Аркадьевичăн хайлавĕсем вулакан хыççăн кайса çырнăскерсем мар...

— Калăр-ха, сирĕн чăн ятăр епле? Пĕр çĕрте — Валериан, тепĕр тĕлте Валерий тенине асăрхарăм.

— Паспортри ятăм — Валериан. Валерий Муравьев — манăн литература псевдонимĕ. Ялта мана учительсем Валериан Венедиктович теççĕ. Нумайăшĕ Валерий Венедиктович тет. Етĕрнене кайсан пасара кĕрсенех: «О, писатель çитрĕ!» — теççĕ. Мăшăрăм Ольга Максимовна хăш чухне Валери, хушăран Муравьев тет. Хушаматăм пирки калас-тăк — яла вырăссем килнĕ хыççăн Муравьев, Скворцов, Орлов, Воробьев, Мышкин, Кошкин, Уткин, Рыбаков йышши хушаматсем пуçланса кайнă. Кайăк-кĕшĕк, чĕрчун ячĕсемпе йăлт. Йăхра асатте енчен вырăссем те пулнă. Мăн асатте ветеринари наукисен кандидачĕн ятне те тивĕçнĕ.

— Мĕнех, интереслĕ калаçушăн пысăк тав, сире. Çирĕп сывлăх, пултарулăхра пысăк çитĕнÿсем сунатăп. Ĕмĕтленни çиттĕрччĕ.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.