Чи ватă чиркÿ

22 Мар, 2016

Чăваш Енри хăш чиркÿ «чи ватти» шутланать?

Т.ИВАНОВА.

Çĕрпÿ районĕ.

Введени соборĕ — XVII ĕмĕрте хута янă, паян кунччен упранса юлнă питĕ хăйнеевĕрлĕ архитектура палăкĕ. Вăл Чăваш Енри чи ватă чиркÿ шутланать.

Храм пурнăçĕнче Иоанн Грозный пысăк вырăн йышăнать. Шăпах çак патша хушăвĕпе чиркÿ никĕсне янă та ĕнтĕ. 1555 çулта Гурий святитель Шупашкар кремлĕнче чиркÿ лартма палăртнă вырăна сăвапланă. Кĕçех йывăçран чиркÿ туса лартнă. Анчах 1649 çулхи пушар йăлт тĕп тунă, Турă çуртĕнчен нимĕн те тăрса юлман.

Хальхи вăхăтри Введени соборĕ — 1651 çулта тунăскер. Храма Хусан митрополичĕ I Корнилий сăвапланă. Чиркĕве Чулхула ăстисем ертсе пынипе вырăнти каменщиксем кирпĕчрен тата чултан хăпартнă. Тĕн влаçĕн представителĕсем стенасем çине Çветтуйсен сăнĕсене, Çĕнĕ Заветри пулăмсене ÿкерме сĕннĕ.

Введени соборне кĕтмен инкек-синкек темиçе хутчен те шар кăтартнă. 1773 çулхи пушар, хулари питĕ нумай çурт-йĕре тĕп тунăскер, чиркĕве пысăк сиен кÿнĕ. Ун чухне соборăн тăрри çунса кайнă.

Турă çуртне темиçе хутчен те тĕпрен юсанă, çĕнетнĕ пулин те унăн малтанхи сăн-сăпатне упраса хăварма май килнĕ. Стенасем çинчи авалхи ÿкерчĕксем сыхланса юлнă. Художниксен ячĕсем паллă мар, анчах вĕсем вырăнти ăстасем пулни куçкĕрет. Мĕншĕн тесен кунти живопиçе чăваш наци йăли-йĕрки витĕм кÿни палăрать.

Введени соборĕ Шупашкарăн авалхи пайĕнче вырнаçнă, пур çĕртен те, уйрăмах Атăл енчен, аван курăнать. Çакă Гурий святитель пулас чиркĕвĕн тата тавралăхăн шайлашулăхне малтанах курса тăнине çирĕплетет.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.