Куккуклă сехет арпашăнса авăтсан...
Сехет чĕре пекех: пĕр чарăнми шаккать, йĕпписем шума пăрахрĕç-тĕк — пурнăç чарăнса тăнăнах туйăнать. Куккуклă сехет арпашса ĕçлеме пуçлани те ырра мар-мĕн. Çак шухăша уççăнах çирĕплетет К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче çак кунсенче иртнĕ премьера — Марина Карягина пьеси тăрăх СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев режиссер лартнă «Куккуклă сехет» спектакль. Вăл пĕр самантрах тĕрлĕ вăхăта тата тĕрлĕ тĕнчене илсе çитерет. Çак пурнăç, иртни, леш тĕнче — çын шăпинче нимĕн те ахаль иртмест, йăлтах пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă.
Малашлăхсăр ята илтнĕ ял нумай пирĕн тăрăхра та. Аслă Кени вĕсенчен пĕринче пурăнать. Хупăннă çуртсенчи ĕçлемен сехетсене пуçтарса юсать вăл. Мĕн тĕллевпе, кама кирлĕ вĕсем халь? Вилĕм çуккине палăртасшăн-ши? Е каçсерен тĕлĕкре килекен амăшĕн йăлăнăçлă ыйтăвне пурнăçлама тăрăшса тăвать çак ĕçе?
Иккĕмĕш-кĕçĕн Кени те хăйĕн кун-çул шăпипе кăмăллă мар. Чĕрĕк ĕмĕр тĕнче касса çÿренĕ хыççăн тăван ялне таврăнать. Мĕн тĕллев илсе çитерет ăна кунта? Çуралнă кĕтесшĕн тунсăхлани-ши, пурнăç панă ывăлне ыталас тени-ши? Ашшĕ-амăшĕн çуртне сутма килнĕ вăл. Тата тĕлĕкре ашшĕ кăтартакан мул арчине шыраса тупса чавса кăларма... Хăй ача чухнехи вăхăтри пек шавлă яла курма ĕмĕтленнĕ арçын. Кунта вара — чĕрĕ чун çукпа пĕрех. Тÿрленми суран — çамрăклăхри йăнăшсем — чĕрене çĕнĕрен ыраттарма пуçлаççĕ: çемье те йĕркесĕр, юратăва та тавăраймăн... Çакăн пек инкеке лекнĕ çын сăнарне ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Петр Садовников чĕрене пырса тивмелле калăпларĕ. Çав вăхăтра унăн кашни сăмахне ĕненес, унпа пĕрле куççуль юхтарса хамăрăн чунсене тасатас, çемçетес килчĕ. Пĕрремĕш-аслă Кенин сăнарне калăплакан актер ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Сергей Иванов, Раççей халăх артисткисем Нина Яковлева /Санюк/, Нина Григорьева /Пĕрремĕш Кени амăшĕ/, Ирина Верьялова /Лисук/ ячĕпе те куракансем премьера каçĕнче тăвăллăн алă çупрĕç.
Надежда СМИРНОВА.
Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ
Комментировать