Сехет пек çынсем...

19 Мар, 2016

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕн репертуарĕ «Куккуклă сехет» драмăпа пуянланчĕ. Унăн авторĕ — Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Марина Карягина. Спектакль режиссерĕ тата художникĕ — СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев.

Паянхи чăнлăха куç умне кăларсан, чăнах, куççуль пăчăртанса тухать. Ял пушанса юлни — чуна ыраттаракан пулăм. Çĕре кĕнисем леш тĕнчерен сăнаççĕ. Йĕри-таврари пурнăç вĕсене те тĕлĕнтерет. Мĕн вăл çыншăн телей? Лисук /Ирина Верьялова/ калашле, хамăртан малта шыратпăр ăна. Лайăх пурăнма ăнтăлса тăтăшах йăнăшатпăр. Вăл, хыçран пыраканскер, хăваласа çитеймесĕр хăшкăлать.

Ялта пĕртен-пĕр çын — Пĕрремĕш Кени /ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Сергей Иванов/ — юлнă. Унăн мăшăрĕ хулара ывăлĕн ачисене пăхса пурăнать. Хăй калашле, «пĕр расхутпах» йĕкĕреш çуратнă кинĕ. Ылтăнĕ те, кĕмĕлĕ те пур халĕ вĕсен.

Сехет чарăнни пурнăç пĕтнипе танах уншăн. Анчах вăл тавралăх пушанса пынине йышăнасшăн мар. Кăларса пăрахнă сехетсене юсама хăтланни те çирĕплетет çакна. Катемпие Лисукăн япалисене тăхăнтартса янă. Çумăртан та хуплать ăна арçын.

Ÿсен-тăранпа, çăлтăрсемпе калаçма хăнăхнăскер асаилÿпе пурăнать. «Ял-йыш çын турĕ сана», — тет амăшĕ /Раççей халăх артистки Нина Григорьева/ салтака ăсатнă чухне. Сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе таврăнма пехил парать ывăлне хĕрарăм.

Пĕрремĕш тата Иккĕмĕш Кени /ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Петр Садовников/ юлташлă çитĕннĕ. Пĕр ашшĕнчен çуралнине тĕшмĕртмен те. Пĕр хĕрех юратнă вĕсем. Анчах Лисук харсăртарах Иккĕмĕш Кение суйласа илнĕ. Пурнăç çапла çаврăнса тухасса пĕлсен салтакран таврăннăскерпе тÿрех мăшăрланма килĕшĕччĕ-ши чиперкке? Туй мухмăрĕ сĕвĕрĕличченех упăшки генерал хĕрĕнчен çыру илет. Иккĕмĕш Кени çие юлнă арăмне пăрахса ялтан тухса каять. Пĕрремĕш Кени качча илмен тĕк чĕрĕ юлĕччĕ-ши Лисук?

25 çултан тин яла персе çитет генерал кĕрÿшĕ. Иккĕмĕш Кенишĕн çуралнă тăрăх мар, укçа хаклă. Çавăнпах тăван кил таврашĕнче те мул шырать мĕскĕн. «Юн пăсăлнă манăн... Халь тин турăхран сĕт тăваймăн», — тĕрĕс мар çул суйласа илнине хăй те ăнланать Пурхиль /Александр Яковлев/ ывăлĕ. «Халĕ нумай калаçаймастăп. Чĕрĕ чух килмеллеччĕ», — тĕлĕке килекен амăшĕнчен /Раççей халăх артистки Нина Яковлева/ те пулăшу ыйтать Иккĕмĕш Кени.

Çав вăхăтрах Лисукпа Иккĕмĕш Кени ывăлĕ Геннадий Геннадьевич /Евгений Урдюков/ туристсене яла илĕртес тĕллевпе бизнес-план çырать. Эх, шухăшлани пурнăçа кĕтĕрччĕ кăна унăн...

Пĕрремĕш Кени евĕр сехет пек тĕрĕс çынсем пулсан пĕтмест-ха ял. Тĕрĕсех, йăх-несĕл йăли-йĕркине манма юрамасть.

Куракансем пĕрмай алă çупни ку ĕç ăнăçлă пулса тухнине çирĕплетет. Валерий Яковлев режиссера та çак пьесăпа ĕçлеме килĕшнĕ. Артистсем те премьерăна çичĕ хут тар тухиччен хатĕрленнине пытармаççĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.