Юмах-халап айăплă-ши?
— Анне, «Бременские музыканты», «Колобок», «Волк и семеро козлят», «Гуси-лебеди», «Дюймовочка» юмахсене текех вуламăпăр. Шкула хатĕрлекен вĕрентекен каланă тăрăх, вĕсем пĕчĕккисен сывлăхне сиен кÿреççĕ тата усала вĕрентеççĕ. «Колобок» юмаха ултă çултан иртсен, ыттисене 12-рен каçсан çеç вулама юрать, — тет алăран çавăтăнса утакан тин çеç пиллĕк тултарнă пĕчĕк хĕрĕм.
Тĕпренчĕкĕмпе килĕшсе пуçа сулатăп та сăмаха айккинелле пăрса яратăп, хамăр çав юмах-халап çинчех çитĕнни пирки пĕр сăмах та шарламастăп.
Чи тутлă канфетран та паха пулнă пирĕншĕн çав халапсем. Ун чухне вулавăшра та шкулти 300 ытла ача валли хулăн тăватă-пилĕк юмах кĕнеки çеçчĕ. Пĕр-пĕринчен туртса илсе вуланăран хуплашкисем те таткаланса, çĕтĕлсех пĕтнĕччĕ.
Кĕçĕн класра пĕлÿ пухнă чухне уроксене шкултах хатĕрленеттĕмĕр, вĕрентекен кашни кунах вырăс юмахĕсемпе паллаштаратчĕ. Класра çав вăхăтра тĕлĕнмелле шăплăх хуçаланатчĕ. Чăрсăррисем те çăвар карсах итлетĕç. Епле хаклă пулнă пирĕншĕн юмах тĕнчи! Анчах те пĕлмен çавна, те вĕрентекен ăнкарса илеймен — кур-ха, епле тискерлĕхре çитĕннĕ иккен эпир. Çав юмахсем усала вĕрентнĕ имĕш пире. Çын вĕлерекенсем, пуç касакансем те çитĕнме пултарнă пирĕнтен. «Колобок» юмаха та пĕр вĕçĕм вуланă: Йăвана, чее тилĕ /тискер вĕлерекен!/ аллинче пĕтнĕскере, шеллеттĕмĕр. Тĕнче çапкаланчăкĕсене — Бремен музыканчĕсене те — питĕ килĕштернĕ. Йăва пачах та ырă сăнар маррине чухлама пултарайман çав эпир ун чухне. Ара, килте лăпкă ларас вырăнне ырă асламăшĕпе аслашшĕнчен тухса тарса вăрман тăрăх кастарса çÿрет.
«Муха-цокотуха» кăшкăрашăвне те илтнĕ эпир. Унти çапăçăва ăша хывнă. «Гуси-лебеди» юмахра «тискерлĕх» сăнланнине уяма та пултарайман айванккасем. Усал хурсем ачасене вăрласа каяççĕ-çке. «Волк и семеро козлят» юмахра та усаллăх хуçаланать: кашкăр вилнине сăнланă кунта. Çапла, çак халапсене йăлтах вуланă эпир, пĕрре çеç те мар. Хăрушă тискерлĕхре иртнĕ апла пирĕн ачалăх. Паллах, кăна эпĕ шÿтлесе, юмахсене хÿтĕлес шухăшпа калатăп.
Манăн шухăшпа, вĕсенчи усала кăларса персен, касса кăларсан, юмахран нимĕн те юлмасть те. Пĕтĕмĕшле илсен, усал тата ырă вăйсен кĕрешĕвне сăнлаççĕ-çке вĕсем, ырра вĕрентекен юмахсем. Вĕçĕнче лайăххи япăххине çĕнтерет ялан. Паллах, чăннипех сĕмсĕр япаласенчен ачасене сыхламаллах. Çапах усаллăха ырă, ăслă çынсен вун-вун ăрăвне çитĕнтернĕ юмахсенче шырама кирлех-ши? Тата хамăр улшăнмасан ачасене «сывлăха, ăс-хакăлпа кăмăл-сипете сиен кÿрекен информацирен хÿтĕлеме» тăрăшнин усси пулĕ-ши?
Юрĕ, ачасене садикре те систерсе каланă, «килпетсĕр», «усала вĕрентекен» юмахсене çÿп-çап ещĕкне кăларса пăрахăпăр. Вĕсемсĕр пуçне килте кашни пÿлĕмрех телевизор пур-çке. Унта пĕрмай çаратаççĕ, вĕлереççĕ, юн юхтараççĕ, ачана тискерлĕхрен хăтарас тесе малашне сÿнтермех тивет пуль. Пароль лартса Интернета кĕме те ирĕк памăпăр. Çапла майпа ачасемшĕн тĕлĕнмелле ырă та илемлĕ, таса тĕнче туса хурăпăр.
Анчах та пепкен куçне, хăлхине хупса пурăнтарма çук-çке. Çын хушшинче çитĕнет вăл. Урама тухать, кÿршĕсем харкашнине, ÿсĕр çапкаланчăксен кăшкăрашăвне илтет. Аслисем пĕр-пĕрипе мĕнлерех хутшăннине, мĕн çинчен калаçнине те сăнать вăл. Ачасене хамăрăн ырă та таса тĕслĕхпе — юратупа, туслăхпа — çунатлантарса ÿстересчĕ. Чи малтан, çемьере лăпкăлăхпа килĕшÿ кирлĕ. Ашшĕ-амăшне, мăшăрне хисеплемен, чышкă айĕнчен кăларман сĕмсĕр хăтланăвĕсемшĕн юмах-халапа, массăллă информаци хатĕрĕсенчи сиенлĕ информацие кăна айăплани тĕрĕсех-ши? Хамăрта нимĕнле айăп та çук-ши?
Елена АТАМАНОВА
Комментировать