Чăваш ăсчахĕ Нобель медальне тивĕçнĕ

19 Мар, 2016

Раççей Çутçанталăка тĕпчекен ăслăлăхсен академийĕн Президиумĕн йышăнăвĕпе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн биотехнологипе агрономи кафедрин доцентне Клим Данилова кăçал Альфред Нобель ячĕллĕ медальпе чысланă. Ку чыса РЕА ирттерекен тĕрлĕ конкурсра çĕнтерекенсем наукăри паха ĕçĕсемшĕн, пуçарусемшĕн тивĕçеççĕ.

200 ытла наука ĕçĕ, вĕсен йышĕнче 6 монографи, пичетленĕ Клим Прохоровича редакцие хăнана йыхравларăмăр.

Выльăх-чĕрлĕхе çитермелли çĕнĕ йышши культурăсене тĕпчет вăл. Ĕçĕсенчи тĕп ыйтусем пĕтĕмпех тенĕ пек çĕр грушипе çыхăннă. Клим Прохоровичăн чи юратнă направленийĕ ку. Ун пирки вăл чарăнмасăр каласа кăтартма пултарать.

— Çĕр грушипе таçта та усă курма май пур. Çĕрулмипе танлаштарсан, ăна чĕрĕлле те çиме юрать. Пĕçерме те, ăшалама та пулать. Панулми пектинне те улăштараять вăл, çавăнпах унпа мармелад тума усă кураççĕ. Симĕс тунине выльăх çиет. Эппин, нихăш пайĕ те — çулçи те, тымарĕ те — сая каймасть. Çĕрулмин аврипе усă курма çук-çке. Пушшех те, колорадо нăрринчен эмел сапнă хыççăн наркăмăшланать вăл. Хĕвел çинче симĕсленнĕ çĕрулми вара выльăхшăн та, çыншăн та сиенлĕ.

Топинамбур хăвăрт ÿсет, аври те лайăх аталанать. Çавăнпах унăн çимĕçне хĕвел лекеймест. Ăна хурт-хăмăр тапăннине те палăртман хальлĕхе. Анчах... упрама çук. Çакă япăх. Ку та чăрмав мар — ыйтăва татма пулатех. Тăрăшмалла çеç. Шăпах кунта ăслăлăх пулăшмалла. Шел, ку енĕпе вăл хальлĕхе малалла куçмасть-ха, — калаçăва пуçларĕ Клим Данилов.

Ку культурăна анлăн лартса ÿстерес чăрмав унăн çимĕçĕ кукăр-макăррипе те çыххăннă-мĕн. Çакă хуппи нумай тухасса пĕлтерет. Ятарлă машинăсемпе шуратсан 30-40 проценчĕ юрăхсăра тухать.

— Малтанхи тапхăрта çĕрулми те çавăн евĕрлех пулнă, паянхи çĕр груши пек. Селекци майĕпе лайăхлатнă ăна. Вăй хурсан, тăрăшсан, ăслăлăх аталансан, тен, çĕр грушин яка çимĕçне те тутанăпăр-ха, — ĕмĕчĕ çитессе шанать доцент.

Çимĕçе упрасси те йывăрлăх кăларса тăратать-ха хальлĕхе. Ку енĕпе те сахал мар тăрăшнă Клим Прохорович. Çимĕçе çуркуннечченех упрама тĕрлĕ меслет пуррине çирĕплетет.

Раççейре ку çимĕçе туса илессипе темиçе регион çеç ĕçлет. Чăваш Енре те аппаланса пăхман мар. Шăмăршă районĕнче хăй вăхăтĕнче çĕр грушине 108 га таран çитĕнтернĕ. Куславкка районĕнче те ÿстерсе пăхнă ăна. Ку уйсенче Клим Прохорович та вăхăтне сахал мар ирттернĕ. Çĕр груши ÿстерес енĕпе çĕнĕлĕхсем шухăшласа кăларма темиçе патент та илнĕ-çке вăл. Анчах лав вырăнтан хускалман-ха. Те укçа-тенкĕ ыйтăвĕпе çыхăннă ку. Çапах республика уй-хирĕнче те çĕр груши ешерме тытăнсса шанас килет.

— Липецк облаçĕнче хăй вăхăтĕнче çынсем топинамбур уйне сыснасем çеç кăларса янă. Сăмсипе пĕтĕмпех чавса пĕтерет выльăх. Пĕр пайĕ çĕр айне юлнишĕн те кулянмалла мар — тепĕр çул ÿсет. Сайратмасан — пĕтет. Пирĕн халăх пултаруллă та анлă тавракурăмлă. Çимĕçе ÿстерме тытăнсан мĕн те пулин шухăшласа тупатех.

200 çул каялла пирĕн çĕршывра çĕрулми пирки пачах пĕлмен. Унран хăранă та. Халĕ вара ăна лаптăкĕ-лаптăкĕпе туса илеççĕ. Тĕп ыйтусене татсан — формипе упрассине — çимĕçе туса илме пулатех. Çĕрулми вырăнне ÿстермелле теместĕп, иккĕшĕ те пулмалла, — палăртать шухăшне Клим Данилов.

Çамрăк чухне курăк та симĕсрех...

Клим Прохорович Етĕрне районĕнчи Урпашра çуралса ÿснĕ. 16 çулта чухне вĕренес тĕллевпе Мускава тухса кайнă вăл.

— Тус пурччĕ — Коля. Унпа пĕрле Мускаври ял хуçалăх академине вĕренме кĕтĕмĕр. 10 çул ăс пухрăмăр. Аспирантурăра вĕреннĕ май наука кĕçĕн ĕçченĕнче тăрăшрăм. Селекци ушкăнĕнчеччĕ эпĕ малтан, кайран выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлес вăрттăнлăхсене тишкертĕм.

Çутçанталăка юрататăп. Халĕ те канмалли кунсенче йĕлтĕрпе ярăнма тухатăп. Хĕвел пăхтăр, симĕс курăк ÿстĕр — акă манăн чуна ăçта лăпкă. Çамрăк пулин те хула мар, ял илĕртетчĕ. «Çерем çĕр уçнă агроном кăна чăн-чăн агроном» тетчĕç тата. Манăн та çерем уçнă çĕрте пулса курас килчĕ.

Казахстанра мĕнле пурăннине 15 çул сăнарăм. Пурнăçăн чи савăк вăхăчĕсем темелле ку тапхăра. Çамрăк чухне курăк та симĕсрех, хĕвел те ăшăрах теççĕ. Тен, çавăнпах çамрăклăхăма ăшшăн аса илетĕп те. Тĕрлĕ халăх питĕ туслă пурăнаттăмăр. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче каялла таврăнмалла пулчĕ. Хĕвеллĕ çанталăк килĕшет мана. Казахстанра чăваш çумăрĕсемсĕр тунсăхлаттăм, кунта — унти хĕвелсĕр, — аса илет иртнине вĕрентекен.

Казахстанран Чăваш Ене таврăннă Даниловсем. Ольга Алексеевнăпа Клим Прохорович тÿрех Шупашкарта тĕпленсе ял хуçалăх академийĕнче тăрăшма тытăннă. Çемье пуçĕ тăван тăрăха таврăннă темелле. Паллах, çерем уçнă çĕрте паллашнă Свердловск хĕрĕшĕн те Чăваш Ен 20 çул хушшинче кил пулса тăнă. Социологи, политологи, философи вĕрентет вăл студентсене. Мăшăрĕпе иккĕшĕ икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ.

«Кирлĕ мар» шухăш пулмасть

Клим Прохоровичăн пурнăçа кĕртмелли палăртса хунă шухăшĕ нумай-ха. Анчах патент илес тесен укçа кирлĕ.

— Çĕнĕ шухăша палăртассишĕн укçа тÿлемеллипех ăслăлăх пĕр вырăнта тăрать. Патент чăннипех илсен юрĕччĕ-ха, тивĕçмесен те пултарать-çке. Çавăнпах чылай чухне пĕр вырăнта тăратпăр. Çĕнĕ шухăшсем те кал-кал килсе пымалла. «Метод мозгового штурма» теççĕ ăна. Унăн шăнăрĕ — хăть те мĕнле тĕллев те пархатарлă. Кирлĕ мар, айван шухăшсем пулмаççĕ. Кашни çĕнĕлĕх паха. Пĕр-пĕр япала кирлех те мар пек, анчах вăл теприне урăххине шухăшласа тупма пулăшать, — тет Клим Прохорович.

Çĕр груши, выльăха çитермелли утă-курăк тавра наука ĕçĕсем çырнă май апата хушакан япаласене те тĕпченĕ вăл. Кашни «Е»-не паллать темелле.

— Апата хушакан чылай япалана ытти çĕршывра производствăран кăларнă, пирĕн вара усă кураççĕ-ха. Услам çăва та пальма çăвĕнчен тăваççĕ халĕ. Çак çу чĕрепе юн тымарĕсене çав тери япăх витĕм кÿнине ăслăлăх тахçанах çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Ăна вара хăть те ăçта та чышаççĕ. Йогурт, майонез, мороженăй, тăпăрчă, канфет, кăлпасси çиетпĕр, — кулянăвне пытармарĕ арçын. — ГМО нумай халĕ, çавăнпах çынсен организмĕнче усал улшăнусем пулаççĕ те.

Медале тивĕçни Клим Даниловшăн, паллах, пысăк чыс, хисеп.

— Ĕçе хаклани, паллах, савăнтарать, хавхалантарать. Кун пек медаль пуррине те нумай пулмасть çеç пĕлтĕм. Инновацилĕх пулмаллах. Общество çĕнĕлĕх шухăшласа тупнă май аталанать те, — тет вĕрентекен калаçăва вĕçленĕ май.

Татьяна НАУМОВА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.