Эпир - малтисен шутĕнче

18 Мар, 2016

Пушăн 15-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Раççей Строителĕсен пĕрлĕхĕн правленийĕн регионта йĕркеленĕ ларăвĕ иртрĕ.

Унăн ертÿçи Владимир Яковлев сăмахне хăнасене Чăваш Енре йышăннăшăн республика ертÿлĕхне тав тунинчен пуçларĕ. «Правлени ларăвне хутшăнакансен тĕллевĕ — строительство комплексĕн çĕршыври тата республикăри лару-тăрăвне, çивĕч ыйтусене, вĕсене татса памалли çул-йĕре тишкересси», — терĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев строительство отрасльне аталантарассишĕн, патшалăх енчен пулăшассишĕн чи малтан тумалли ĕçсене тĕрĕс йĕркеленине палăртрĕ.

«Республика пурăнмалли вырăн тăвассипе курăмлă çитĕнÿ тăвать, — терĕ М.Игнатьев. — Кашни çын пуçне ăна хута ярасси федерацин Атăлçи округĕнче малта пыракан регионсен йышĕнче шутланать. Раççей строительство министрĕ Михаил Мень пушăн 10-мĕшĕнче, эпĕ унпа курнăçнă чухне, çĕршыври ансат мар экономика лару-тăрăвне пăхмасăр Чăваш Ен строительстви, вăл шутра пурăнмалли вырăн хута ярассипе, пысăк калăпăшлă пулнине палăртрĕ. Нумай хутлă пурăнмалли çуртсем хăпартассипе пĕлтĕр ÿсĕм çулĕпех талпăннă: строительство калăпăшĕ 2014 çултинчен 19% пысăкрах. Çав вăхăтрах хваттер ыйтăвне татса парас текенсен тупăшĕ пĕчĕкленнине шута илсе уйрăм çынсем валли пурăнмалли вырăн виçĕмçулхинчен 29% сахалрах тунине йышăнатпăр».

Çавăн пекех вăл тупăш сахал илекен, нумай ачаллă тата çамрăк çемьесене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, тăлăх ачасене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерессишĕн патшалăх программисем ăнăçлă пурнăçланнине пĕлтерчĕ. Ытларахăшĕ хваттер илме пултарччăр тесе çемье тупăшне перекетлекенсен ыйтăвне татса пама тăрăшнине, вĕсем валли пурăнмалли вырăн пĕтĕм калăпăшăн 48% чухлĕ тунине палăртрĕ.

«Пирĕн строительсем валли 10 çула ĕç пур, — залра ларакан ертÿçĕсене хавхалантарчĕ вăл. — Хальхи вăхăтра территорисенче — 2 пине яхăн гектар лаптăк çинче — 7 млн тăваткал метр пурăнмалли вырăн тăвас тĕлĕшпе 56 проект пурнăçланать».

Кăçал отрасле пулăшма çул-йĕр фондĕнче пухăнакан укçапа, бюджетăн инвестици тĕллевĕллĕ тăкакĕпе, тĕрлĕ категорие пурăнмалли вырăна лайăхлатмалли социаллă тÿлевпе пĕрле 8,5 млрд тенкĕ уйăрма пăхнă. «Строительствăна хывакан кашни тăваттăмĕш тенкĕ — бюджетран куçараканни. Вăл строительство организацийĕсемшĕн патшалăхăн шанчăклă саккасĕпе танах тата тÿрĕ кăмăллă строительсемшĕн пысăк укçа», — терĕ М.Игнатьев.

Отрасле яракан пĕтĕм кĕмĕлрен 2 млрд тенкĕ пурăнмалли вырăн тума кайĕ. Çапла вара 6200 çын ыйтăвне татса парасшăн. Патшалăх ипотека кредичĕ илме пулăшсан строительство калăпăшĕ пысăкрах пулĕ.

РФ Строителĕсен пĕрлĕхĕн вице-президенчĕ, «Строймаш-Вибропресс» холдинг ертÿçи Сергей Кучихин çĕршывăн строительство комплексĕнче пĕлтĕр пулса иртнĕ улшăнусене тĕплĕн тишкерчĕ. Уйрăммăн илсен строительство калăпăшĕ пĕчĕкленнĕрен стройматериалсемпе пĕлтĕр виçĕмçулхинчен 25% сахалрах усă курнине пĕлтерчĕ. Чăваш Енре çĕнĕ технологисене ытти чылай регионран ытларах ĕçе кĕртнине асăнчĕ.

ЧР строительство министрĕ Олег Марков республикăри строительство материалĕсен производствипе паллаштарчĕ. «ТУС» АУО гендиректорĕ Николай Угаслов Красноармейски районĕнчи «Кетра» завод ĕç-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Тĕп докладсене сÿтсе явма хутшăннисем пĕрлĕх строительсен интересĕсене хастар хÿтĕленине, саккун проекчĕсене хатĕрлеме сĕнÿсем панине палăртрĕç. Кризиса пула экономикăра йывăрлăх чылай пулин те отрасль аталанасса пурте шанса тăнине уççăнах кăтартрĕç.

Юрий МИХАЙЛОВ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.