Пысăкланакан бюджет та перекете тĕпе хурать

18 Мар, 2016

Кун йĕркинче пĕтĕмпе те ултă ыйту кăна пулчĕ, анчах ЧР Правительствин ытларикунхи черетсĕр ларăвĕ самай вăраха кайрĕ. Республика Конституцине улшăнусем кĕртессине ырларĕç, çапах калаçтараканни Чăваш Енĕн 2016 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртесси пулчĕ.

Компенсаци пурин валли те мар

Тĕп Саккуна илес-тĕк — сĕннĕ улшăнусем темле пысăк пĕлтерĕшлĕ тееймĕн. Вĕсемпе паллаштарнă май юстици министрĕ Надежда Прокопьева кашнин çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ. Çав шутра — республика Пуçлăхне РФ Правительствин членĕсем валли палăртнă чарусем те пырса тивни. Çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн тивĕçĕсем çĕнĕ тепĕр полномочипе хушăнаççĕ. Виççĕмĕш улшăну республика Пуçлăхĕн тата Патшалăх Канашĕн РФ Генпрокурорĕ сĕннипе ЧР прокурорне, çын прависем тата ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйсене çирĕплетмелли полномочийĕсемпе çыхăннă.

Нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсавĕшĕн тÿлес енĕпе граждансен уйрăм категорийĕсене пулăшмалли саккун проекчĕ пирки нумайăшĕ кĕтнĕскер темелле. Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев федерацин тивĕçлĕ саккунне иртнĕ çулхи раштав вĕçĕнчех йышăннине аса илтерчĕ. Республикăра 1-2-мĕш ушкăнсенчи инвалидсене, инвалид ачаллă çемьесене асăннă тÿлев тĕлĕшпе компенсаци тÿлесси ĕçе кĕнĕ. Çĕнĕ саккун проекчĕ вара хушма çăмăллăх парать: 70 тата 80 çул тултарнă ватăсем те компенсаци илме пуçлĕç. Виçи — çынсен çулне кура. Анчах çак çăмăллăхпа кашни ватă усă кураймĕ — сăмахран, ĕçлекен пенсионерсем. Компенсаци илмешкĕн çавăн пекех хваттер ватă çын харпăрлăхĕнче пулмалла, вăл хайхи хваттерте пĕччен пурăнмалла. Çавăн пекех коммуналлă тÿлевсем тĕлĕшпе парăмсем пулмалла мар. Çак самантсем депутатсене калаçтарма пултарассине палăртнă май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çирĕплетсех каларĕ: "Ыйтăва политизацилемешкĕн сăлтавсем çук".

Вăл çăмăллăх валли пĕтĕмпе мĕн чухлĕ укçа кирлипе кăсăкланчĕ. Компенсаци илме пултаракансем пĕтĕмпе 23 пин çын-мĕн — çулталăкра 30 млн тенкĕ кирлĕ пулать. Анчах, министр палăртнă тăрăх, асăннă йышри кашни çын шăпах çак çăмăллăхпа усă курасси иккĕленÿллĕ, вĕсем пĕр-пĕр урăх çăмăллăхпа усă кураççĕ-тĕк /тĕслĕхрен, ĕç ветеранĕ пулнă май çакăншăн пособи илсе тăрсан/ — капиталлă юсав тÿлевне саплаштармалли компенсацие илеймĕ. Саккун проектне Патшалăх Канашĕн ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче уçăлакан сессийĕнче пăхса тухасшăн, анчах тÿлеве çитес уйăх пуçламăшĕнченех вăя кĕртесшĕн.

 

Укçа хушăнать

Республика бюджетне кĕртме сĕнекен улшăнусем çинчен Михаил Игнатьев малтан хăй тĕплĕн каласа пачĕ. Вăл палăртнă тăрăх, "Мускавпа тачă çыхăну тытса ĕçленĕ май республикăна хушма укçа илсе килме май килет". Çапла вара республика бюджечĕ федераци шайĕнчен куçаракан каялла тавăрса памалла мар укçа шучĕпе 2,4 млрд тенкĕ ытларах хушăнать. Çавна май Мускав паракан укçан пĕтĕмĕшле виçи 12,2 млрд тенкĕ пулать. Çапах Михаил Васильевич çакăнпа кăна çырлахасшăн мар, тĕллев палăртрĕ: ку виçене 15 млрд тенкĕрен кая мар пысăклатмалла.

Хушма укçа ăçта кайĕ-ха? 1 млрд та 81 млн тенкĕ ытларах — агропромышленноç комплексне аталантарма. Çав шутран 895 млн тенке яхăн кредитсен процент виçисене субсидилеме ярĕç. 364 млн тенке яхăн — онкологи диспансерĕн хирурги корпусне тума. Кун пирки каланă май Михаил Игнатьев çак укçана илсе килнине хăшĕсем хăйсен тава тивĕçлĕ ĕçĕ вырăнне хурасшăн пулнине палăртрĕ, çавна май "эпир хирурги корпусне тăвас енĕпе нумай ĕçлемен-тĕк укçа та пулмастчĕ" тени хайхи "мухтанчăксене" вырăна лартниех пулчĕ-тĕр. Корпуса хута янă май унта çулталăкра 5 пин операци тума май пулĕ — онкологи енĕпе чирлисене пысăк технологиллĕ медпулăшу парас ыйту татăлать. Çав вăхăтрах Михаил Васильевич укçапа тирпейлĕ пулмалли пирки те асăрхаттарчĕ: "Сапаласа пĕтерме юрамасть, коррупци ан пултăр — йĕркене пăснин уйрăм тĕслĕхĕсем пур..."

Канашсемпе Вăрнарсемшĕн савăнăçлă хыпар: икĕ стадион тума укçа пулать "çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă тĕле стадионсем ĕçлесе каясса шанатăп". Çурт-йĕр строительствине те хушма укçа тĕревлĕ — 368 млн тенке яхăн. Ку укçапа вăрçă ветеранĕсене, çамрăк çемьесене хваттерсемпе тивĕçтерĕç. Пĕтĕмĕшле илсен вара бюджетра тĕрлĕ строительство ĕçĕ валли 8,5 млрд тенкĕ пулать. Çав шутра 2 млрд тенкĕ — пурăнмалли çурт-йĕр валли. Çак укçапа 70 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута ярса 6,2-6,3 пин çынна "телейлĕ тăвăпăр".

Çул-йĕр фончĕ те пысăкланать — 3 млрд тенкĕ урлă каçать. ЧР Пуçлăхĕ çак виçе те юлашки пулмасса, тата "темиçе çĕр пин тенкĕ" хушăнасса шанать. Раççей транспорт министрĕн ячĕпе тав сăмахĕ каларĕ те — федераци министерствипе пĕр чĕлхе тупни çак шанăçа тÿрре кăларасса кĕтни вырăнлă пек туйăнать. Мускавран татах укçа илмелли майсем пуррине палăртнă май "çак тĕллеве тÿрре кăларатпăр — пирĕн команда вăйлă" тесех каларĕ.

Финанс министрĕ Светлана Енилина бюджетăн çĕнелекен пĕтĕмĕшле параметрĕсене пĕлтерчĕ: тупăш тĕлĕшпе — 34,53 млрд, тăкаксем енĕпе — 37,297 млрд тенкĕ. "Укçа çитмест, çитмĕ те", — çанă тавăрса ĕçлемеллине палăртса бюджет ыйтăвне пĕтĕмлетнĕн каларĕ Михаил Игнатьев. Анчах пĕтĕмлетме иртерех иккен-ха...

 

Ытлашши миллионсем çук

Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин сăмах илчĕ. Калаçăва "бюджет çивĕч, йывăр" тенинчен пуçларĕ те — министерствăна пырса тивекен ĕç валли хушма укçа ыйтрĕ. Бизнес представителĕсем валли нумай функциллĕ центр уçасшăн — 10 млн тенкĕ кирлĕ. Хальлĕхе бизнес çыннисем ахаль граждансемпе пĕрлех МФЦна çÿреççĕ, пĕр черетре тăраççĕ — вĕсене уйăрсан лайăх пулмалла. Анчах министр бизнес валли уçакан МФЦ кайран хăех çулталăкра 25 млн тенкĕ ĕçлесе илме пуçласси çинчен каласан та регион ертÿçине ÿкĕте кĕртеймерĕ.

— Эпĕ сире алкоголь рынокĕнче йĕрке тума хушнăччĕ, — министра пÿлчĕ Михаил Игнатьев. — Вăт, унта мĕн чухлĕ укçа тупатăр — çуррине МФЦ валли илме пултаратăр. Патшалăх учрежденийĕсен шутне ÿстернин тухăçлăхне курмастăп. Бизнес валли Аталану корпорацине йĕркелерĕмĕр — укçа уйăртăмăр, пурлăхпа тивĕçтертĕмĕр — усси "çурма нуль" шайĕнче тейĕттĕм. Гаранти фончĕ, ыттисем — çĕр-çĕр миллион тенкĕ тăкакланă. Çĕнĕ учрежденисем йĕркелеме укçа пулмасть. Илтрĕр-и, мĕншĕн сăнăр тĕксĕмленчĕ?

Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин тĕпчев лабораторийĕ валли хушма 3 млн тенкĕ кирлипе çыхăннă ыйтăвне те çак шăпах кĕтрĕ — министр заместителĕ финанс министрне ÿкĕте кĕртеймерĕ. Михаил Игнатьев вара бюджетран укçа уйăрмалли чылай объект шăпипе кăсăкланчĕ. Нумай калаçтарнă экопоселени патне пыракан çулпа кăсăклансан культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев çула туса пĕтерме, çурла уйăхĕнчех унта туристсен пирвайхи автобусĕсем пырасса шантарчĕ те — ку хурав ЧР Пуçлăхне тивĕçтерчĕ. Маунтинбайк центрĕ Республика кунĕ тĕлне уçăлĕ — эппин, Спорт министерствине те ÿпкелеме сăлтав çук.

Чиновниксен йышне чакарасси вара уксахлать иккен. Светлана Енилина ку енĕпе "пĕр муниципалитета та тĕслĕх вырăнне илсе кăтартаймастăп" тесен Михаил Васильевич сасă хăпартнă пек те пулчĕ: "Эпир 2 çулта йыша 10% пĕчĕклетме йышăннăччĕ. Çакна çирĕп сăнаса пырăпăр. Ку чи малтанах хуласемпе районсен администрацийĕсен штачĕсене пырса тивет. Тĕп хула уйрăмах хăйĕн интересĕсене хÿтĕлеме юратать. Хăйĕнне мар, патшалăх интересĕсене хÿтĕлемелле. Вăхăт — утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен".

Медстрахованипе çыхăннă ыйтăва та ЧР Пуçлăхĕ çивĕч çĕклерĕ. Чăваш Енре, тĕлĕнмелле те, страхланă çынсен шучĕ республикăра пурăнакансен йышĕнчен пысăкрах иккен. "Çын пуçне уйăхсерен 6,3 пин тенкĕ ытла тÿлемелле. Тĕрĕссипе, сывлăшшăн тÿлемелле. Кун пирки çур çул калаçатпăр — улшăну çук", — кăмăлсăрланчĕ вăл. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова федераци шайĕнче ĕçлекен тата ĕçлемен çынсен пĕрлехи списокĕ çуккипе тÿрре тухма тăнине йышăнмарĕ, кун хыççăн министрăн "йĕрке тăвăпăр" темелли çеç юлчĕ.

Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов кăçал шкулсенче 24 спорт залĕ уçăласси çинчен пĕлтерчĕ. Ăшă туалетсен ыйтăвĕ вара халех татăлаймĕ: кăçал 30 шкулта йĕркелĕç, тата çавăн чухлĕ юлать... Ялсенчи культура çурчĕсене илес-тĕк — вĕсене юсаççĕ-ха, анчах Михаил Игнатьев çирĕппĕн каларĕ: "Çынсем интересленеççĕ, вĕсемпе усă кураççĕ пулсан — пулăшмалла. Анчах клуб алăкĕ çинче пысăк çăра кăна çакăнса тăрать-тĕк — пулăшни те кирлĕ мар".

 

Камăн мэрĕ лайăхрах — Хусанăн-и, Шупашкарăн-и?

Обязательнăй медстраховани фончĕн бюджетне 0,3% пысăклатасси тавлаштармарĕ. Чăваш Енĕн "тĕп тухтăрĕ" Алла Самойлова "Земство тухтăрĕ" программăна халь хула йышши поселоксем те /Вăрнар, Вăрмар, Кÿкеç.../ хутшăннипе, асăннă программăпа укçа илме пултаракансен çулне 50 çул таран ÿстернипе укçа хушăннине сăлтавларĕ. Тивĕçлĕ саккун проектне ырларĕç. Çапла вара кăçал ялсене ĕçлеме куçакан врачсен шучĕ 60 таран пулĕ.

Юлашки ыйту, пĕлтĕрхи тăваттăмĕш кварталшăн пурăнма кирлĕ виçене çирĕплетесси, тавлаштарасса кĕтменччĕ. Шăпах вăл хивре калаçу çуратрĕ. Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев асăннă виçе умĕнхи кварталтинчен 1,5% /120 тенкĕ/ пĕчĕкленсе 8071 тенкĕпе танлашасси çинчен каларĕ. Çакă иртнĕ çул вĕçĕнче апат-çимĕç хакĕсем пĕчĕкленнипе сăлтавланнă имĕш. Хаксем чăнласах чакни пирки тавлашма пулать, анчах Михаил Игнатьев урăххи пирки кăмăлсăрланчĕ. Пирĕн хайхи пурăнма кирлĕ виçе темшĕн Тутарстанринчен пысăкрах иккен. "Тутарстанра ĕç укçи те чылай пысăкрах", — тенĕ май Шупашкарта хаксем пысăкраххишĕн, суту-илÿри хаксене сăнаса тăманшăн тĕп хула пуçлăхне Леонид Черкесова сăмах тиврĕ: "Апла-тăк Хусан мэрĕ сирĕнтен лайăхрах ĕçлет пек пулса тухать вĕт! Е Хусанта пурăнакансем пахалăхĕпе япăхрах, çавăнпа йÿнĕрех апат-çимĕç çиеççĕ-и? Апла мар... Саратов, Саранск, Самар мэрĕсем те лайăхрах ĕçлеççĕ — вĕсен хакĕсем пĕчĕкрех. Е унта статистика урăхларах шутлать-и?" Ĕçĕ, паллах, статистикăра мар...

Николай КОНОВАЛОВ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.