Часавай уçни – пысăк савăнăç
Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Михаил архистратигăн тата тÿпери ÿт-пÿсĕр ытти пирĕштин пĕрлĕхĕн кунне палăртаççĕ. Ку уяв Елчĕк районĕнчи Тип Тимеш ялĕн престол уявĕ шутланать. Кăçалхи праçник асăннă ялта пурăнакансемшĕн нумайлăха асра юлĕ, Михаил архистратиг ячĕпе хăпартнă часавая шăпах çав кун савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.
Ку часавая Канаш тата Тăвай епископĕ Стефан сăвапларĕ. Çак ятпа йĕркеленĕ кĕлĕсене IV округăн благочиннăйĕ Александр Сенькин протоиерей тата округ клирикĕсем хутшăнчĕç. Стефан епископ ял çыннисене паллă пулăм ячĕпе саламларĕ, сăваплă ĕçе хутшăннисене çирĕп сывлăх сунчĕ, пурне те пил пачĕ.
Ку часавая Виктор Смирнов - вăл Тип Тимешре çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнать - пуçарăвĕпе тума пуçланă. Çынсем ялта чиркÿ пулманран православи уявĕсенче кĕлĕсене çÿрейменни, хăйсен тата тăванĕсен сывлăхĕшĕн çурта лартайманни пăшăрхантарнă ăна. «Ватăсене кÿршĕ ялти чиркĕве кайса çÿреме кансĕртерех. Унсăр пуçне çамрăксем турра ĕненччĕр, хамăрăн йăла-йĕркене тата несĕлĕмĕрсене хисеплеме пуçлаччăр, усал йăласемпе ан туслашчăр тесе Тип Тимешре часавай хăпартас шухăш çуралчĕ», - каласа кăтартать Виктор Анатольевич. Вăл хăйĕн ĕмĕчĕ пирки Шупашкарта пурăнакан ентешĕсене пĕлтернĕ. Ку шухăша СССР спорт мастерĕ, кире пуканĕ йăтакансен республикăри федерацине ертсе пыракан Юрий Карпов, Юрий Лукиянов ырласа йышăннă, йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Часавайăн проектне тутарнă, кадастр ыйтăвĕсене татса панă. Пуçаруçăсем каланă тăрăх - ял çыннисем малтан ку шухăша иккĕленерех йышăннă. Çак ĕç мĕн тери сăваплă та пархатарлă пулнине вĕсене ял старости Алексей Иванов ăнлантарнă, çавна май вырăнти халăх та хăйĕн тÿпине хывас тесе укçа пуçтарма тытăннă. Ниме мелĕпе никĕсне янă, стенисене кирпĕчрен купаланă. Çынсем стройка ĕçĕсене те, çак вырăна тирпей-илем кĕртмешкĕн те хутшăннă. «Часавай куполне вырнаçтарсан ĕçсем кал-кал кайма тытăнчĕç. Турă хăй те пулăшса пыма пуçларĕ», - теççĕ В.Смирновпа Ю.Карпов.
Чăваш Енĕн тĕп хулинче пурăнаççĕ пулин те чун-чĕрипе тăван ялтах вĕсем. Акă Юрий Карпов пысăках мар Тип Тимешре хытă сийлĕ çул пултăр тесе нумай тăрăшнă. Вăл çине тăнипех Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисене асăнса лартнă палăка юсаса çĕнетнĕ. Ĕмĕчĕсем татах та пысăк-ха Юрий Михайловичăн, часавай тавра эрешленĕ карта тытасшăн вăл, йывăçсем лартасшăн. «Тăван ялăма сыхласа хăварса малалла аталантарас килет. Халăх ватăлса ан кайтăр, çамрăксем тăван тăрăхрах юлччăр тесе тăрăшатпăр. Чăн та, юлашки вăхăтра ялти 2-3 çурта хулара пурăнакансем туянчĕç. Малашне çак туртăм вăйлансах пытăрччĕ», - чунне уçать кире пуканĕ йăтакансен федерацийĕн ертÿçи.
Вырăнти халăх часавай уçнăшăн питĕ кăмăллă. «Малашне пире Михаил архистратиг сыхласа тăтăрччĕ, яланах пулăшса пытăрччĕ, яла усал-тĕселе ан кĕрттĕрччĕ. Эпир халĕ унăн хÿттинче», - савăнăçне пытармарĕç Тип Тимешсем.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
Комментировать