Анатолий НИКИТИН: «Çынпа калаçнă чухне те пуçра кĕвĕ янăрать»

18 Мар, 2016

Çыравçă валли калас тенĕ тарăн шухăша уçса пама çĕр пин сăмах пур, анчах композитор валли пĕтĕм халăх чунне хускатмалли кĕвĕ хайлама çичĕ нота кăна çирĕпленнĕ. Çав çичĕ нотăпах вĕсем çынсене куççульлентереççĕ, хаваслантараççĕ, пурăнма вăй-хăват параççĕ... Чăваш мусăкçисем вара пентатоника мелĕпе çырлахсах тăван халăхăмăр ывăлĕ-хĕрĕн кăмăлне çĕклемелли юрă-кĕвĕ калăпласа кăлараяççĕ. «Хыпар» хаçат тĕпелне ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятельне, «Янташ» эстрада ушкăнĕн ертÿçине, РФ Культура министерствин «Культурăри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» паллине тивĕçнĕ Анатолий НИКИТИН композитора йыхравлама вăхăт çитрĕ. Вăл — 400 ытла юрă кĕввин, «Пăлхарсем çинчен хывнă сăмах» симфони поэмин, квартет, трио валли хайланă музыка произведенийĕсен, романссен, «Ташă кĕввисем», «Эй, тăван, тус-тăван», «Туссем юрлар-ха савăнса» юрă пуххисен авторĕ. «Çавал», «Тăван кĕвĕсем» тата ытти нумай ушкăн валли чĕринчен вун-вун композици шăратса кăларнă вăл. Çавăнпах иккĕленместĕп: тăван халăхăмăра каласа кăтартмалли нумай Вăрнар районĕн мухтавлă ывăлĕн.
 

Парик тăхăнма тивнĕ

— «Арман хуçин ывăлĕ арманçах пулать», — тенĕ ваттисем. Каласа кăтартнине илтнĕ тăрăх — аçăр-аннĕр юрра-кĕвве ăста пулнă. Çакна кура эсир урăх çулпа кайма пултарайман ĕнтĕ.

— Çапла-ши? Атте те, анне те уяв кĕрекине илем кÿме пĕлетчĕç. Ĕлĕк чăваш эрни-эрнипе хăналансан та сăнран улшăниччен, ураран ÿкиччен эрех-сăра ĕçмен, пĕр вĕçĕм юрланă, савăнма пĕлнĕ. Туй-çуй, Сурхури, Çăварни, Мăнкун йăли-йĕркине курса ÿсрĕм, çак уявсенче шăрантаракан юрăсем ăса хывăнчĕç. Атте хăй те тĕрлĕ инструмент калама пĕлетчĕ. Мандолинăна, балалайкăна, купăса, шăпăра, кĕслене илемлĕн янăраттаратчĕ. Тимĕрçĕре ĕçленĕскерĕн алли килетчĕ — вĕсене вăл киввисенчен майлаштарса е çĕнĕрен хăех ăсталатчĕ. Кĕвĕ çеммисене кăларма та ăна никам та вĕрентмен, хăех хăнăхнă вăл — Турă панине арчара пытарса усраймăн. Шкула кайичченех эпĕ купăс курнă-ха, ăна калама та пĕлнĕ, анчах тĕнчере баян пурри пирки илтмен. 5 çулта чухне хамăр ялтан тухнă баянист /шел, ячĕ манăçнă/ концерт кăтартрĕ. Эх, мĕн тери çунатлантăм ун чухне — çав мусăкçă пекех профессионал пулмашкăн ĕмĕтленме тытăнтăм.

— Апла эсир юрă-кĕвĕ илемне туйса ÿснĕ. Пĕртăванăрсем те музыкăна аван чухлаççĕ-и?

— Улттăн эпир, ултсăмăр та баян, купăс, балалайка калама пĕлетпĕр. Виçсĕмĕр ку енĕпе ятарлă пĕлÿ илтĕмĕр. Шăллăм Юра Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинче ăс пухрĕ, Ямал-Ненец автономи округĕнче пурăннă май шкулта ĕçлет, пултарулăх ушкăнĕсене ертсе пырать. Ача-пăча ансамблĕсемпе хамăр çĕршыври фестивальсене кăна мар, чикĕ леш енче иртекеннисене те чылай хутшăнчĕ. Йăмăкăм Людмила Хусан патшалăх консерваторийĕн балалайка класĕнче ăсталăхне туптарĕ. Халĕ вăл Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче çамрăксене пĕлÿ парать тата гитара калама вĕренес кăмăллисене уйрăммăн пулăшать. Шăллăмсем Михаилпа Сергей те музыка инструменчĕсем калама, юрлама ăста.

— Анатолий Никитич, эсир Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищин дипломĕпе çырлахман. Н.К.Крупская ячĕллĕ Мускав патшалăх культура институтне тухса кайнă. Кунта илнĕ пĕлÿ çителĕксĕр пек туйăнчĕ-и?

— 5 çулта чухне тĕлĕнтернĕ баянист пек пулас тениех канăç памарĕ. Мускавра вара ку енĕпе тата çирĕпрех ыйтатчĕç, хам та кăмăлпах вĕренеттĕм. Аслă шкулăн вĕренÿ программи консерваторинни евĕрехчĕ. Кунне ултшар сехет баян калаттăм. Пирĕнпе халăхра ят-сум çĕнсе илнĕ Виктор Гридин /Людмила Зыкина упăшки.-Авт./, Евгений Кузнецов, Петр Гвоздев баянистсем самай ăшталанчĕç. Виçĕ уйăхлăх практикăна Ярославле ячĕç. Ку хулана вăл вăхăтра самаях çĕклерĕç, мĕншĕн тесен Валентина Терешкова космоса кайса килнĕччĕ. Пултарулăх коллективĕсене те çĕнетрĕç. «Хĕрлĕ Перекоп» фабрикăн культура керменĕнчи «Чайка» халăх ташă ансамблĕн баянистĕнче ĕçлерĕм. Ушкăн ертÿçинчен Владимир Ширвелисран пĕр шит чухлĕ те хăпмарăм. Кĕске тапхăртах ансамбльпе çывăхлантăм, ташăçсем те ман пултарулăха килĕштерчĕç ахăртнех — ĕçлемешкĕн юлма тархасларĕç, хваттер пама шантарчĕç. Анчах эпĕ Чăваш Ен чунăма çывăхраххине пĕлтертĕм. Шупашкара таврăнсан мана культура училищине ячĕç. Преподаватель ĕçне кÿлĕнсе ăсталăха пĕтересрен хăрарăм, баян калас килнипех Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне çул тытрăм. Кун-çулăмăн 12 çулне патăм ку ушкăна. Ун чухне эпир ансамбльте 60 çынран та ытлаччĕ.

— Биографийĕре тишкерес-тĕк, эсир çарта та пулнă. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе хăш вăхăтра татма ĕлкĕртĕр?

— Ансамбльте нумай та ĕçлеймерĕм — салтака кайма повестка пачĕç, çар комиссариатĕнчисем мана Германири танк бригадин сумлă ансамбльне ярасшăн пулнă. Анчах тухтăрсем тĕрĕсленĕ хыççăн операци сĕтелĕ çине выртмаллине пĕлтерчĕç. Эпĕ вара хĕсмете каяс тесе пуçа шакла кастарнăччĕ. Пыр парĕсене касса илнĕ хыççăн ансамбле таврăнтăм, концертсенче, гастрольсенче парик тăхăнма тиврĕ. Çара вара 1972 çулта кайрăм — Куйбышеври /халĕ Самар хули/ Атăлçи çар округĕн ансамбльне лекрĕм. Округри пур хулана та самолетпа вĕçеттĕмĕр, концертсем лартаттăмăр. Музыка ăсталăхне туптанипе пĕрлех хĕсметре йĕркене, дисциплинăна хăнăхрăм, çавăнпа, манăн шухăшпа, пур каччăн та салтак пăттине тутанса курмалла. Курнăçланса ахаль калани мар çакă — «Çар арçынна пурăнма вĕрентет», — тени тĕрĕсех.

 

Пушкăртстанра ăнакашни йытти паллать

— Çартан таврăнсан юрăпа ташă ансамблĕнче ĕçленĕ хушăрах ытти ушкăна та баян каласа илемлетнĕ эсир. Вăхăтне ăçтан çитертĕр?

— Халĕ тĕлĕнетĕп те. Шалти ĕçсен министерствин клубне, электроприборсем тăвакан заводăн, пир-авăр комбиначĕн ушкăнĕсенче аккомпаниатор баянистра тăрăшрăм. Ку чун ыйтни те, хваттер туянас тесе укçа ытларах ĕçлесе илме тăрăшни те. Мĕншĕн те

сен хама уйăрнă хваттере пĕрремĕш арăмпа хĕрĕме парса хăвартăм. Анчах пурăнмалли кĕтесе тÿрех туянасси пулмарĕ... Композитор нота тетрачĕ çине çырнинчен те пуянрах кĕвĕ кăларма шăпах тĕрлĕ ушкăнра баян калани пулăшрĕ. Музыкăна пÿрне шайĕнче кăна мар, пуç шайĕнче ăнланма тытăнтăм, аранжировка тума хăнăхрăм. Çавăн чухнех пĕрремĕш юрă çырăнчĕ: Юрий Сементерĕн «Ан васка» сăввине кĕвве хыврăм. Ăна Аристарх Орлов-Шуçăм композитор килĕштерчĕ, юрлама сĕнчĕ. Кăштахран Петĕр Çăлкуçăн «Юратсассăн» сăвви валли кĕвĕ çырăнчĕ. «Çавал» ушкăнăн илемлĕх ертÿçинче ĕçленĕ чухне гастрольпе ăçта кăна çитсе çаврăнмарăмăр-ши? 1982 çулта культурăпа çутĕç училищинче преподавательте ĕçлеме пикентĕм. Кунтах Надежда Ивановнăпа паллашрăм. Туслăх юратăва куçсан 1984 çулта çемье çавăртăмăр, çулталăкран пирĕн хĕр Светлана çуралчĕ.

— Эпĕ пĕлнĕ тăрăх — сире юрăсем хайланăшăн кÿрентерекен те тупăннă. «Эсĕ баянист вĕт. Композитор ахаль те нумай. Ку ĕçе мĕншĕн сĕкĕнетĕн?» — тенĕ.

— Çав сăмахсем чуна ыраттарнăранах хам ума тĕллев лартрăм: манăн профессионал композитор пулмаллах. Мăшăрăм та шухăшăма ырларĕ. Юрăсене пуçтартăм та Хусан патшалăх консерваторине тухса кайрăм. Анчах мана ÿсĕме пула /ун чухне эпĕ 38 çултаччĕ/ куçăн майпа вĕренме йышăнмарĕç, Пушкăртстанри паллă педагог Загир Исмагилов патне кайса пăхма сĕнчĕç. Çапла Ĕпхÿри искусствăсен институтĕнче пилĕк çул ăсталăха туптарăм. Çĕнĕ юрăсем çырăнма пуçланăран икĕ ушкăн йĕркелерĕм. «Нарспи» халăх ятне тивĕçме пултарчĕ. «Нухрат» ушкăн солисчĕсем эпĕ кĕвĕленĕ эстрада юррисене шăрантарчĕç.

— Чылайăшĕ «Тăван яла таврăнсан», «Урхамахсем тăраç тăпăртатса» тата ытти хăшпĕр юррăн сăмахĕсем те, кĕвви те халăхăн тесе шухăшлать. Анчах вĕсем сирĕн «чĕпĕсем» вĕт.

— «Тăван яла таврăнсан» юрă тĕлĕнмелле лару-тăрура çуралчĕ. Пушкăртстанри Кăрмăскал районĕнчи Суук Чышма ялĕнче концерт лартрăмăр та ушкăнпа Çĕнĕ çула кĕтсе илме пуçтарăнтăмăр. Сĕтел хушшинче ларнă вăхăтрах пуçăма кĕвĕ килчĕ. Пĕри — пĕр сăмах, тепри тепĕр йĕрке шухăшласа кăларчĕ. Пĕр сехетре юрă пиçсе те çитрĕ. Çав каçах 50-60 хутчен юрларăмăр ăна, концерт программине те тÿрех кĕртрĕмĕр. Куракансем ăшшăн йышăнчĕç. Чăваш Енре те эфира пĕрре тухнă хыççăнах халăх ăна юрлама тытăнчĕ. Пĕррехинче, Çимĕкре, Надежда Ивановнăн тăван тăрăхне кайрăмăр, урама тухрăмăр кăна — çырма леш енче юрă ян каять. Ял çыннисем нотăна пĕлсе юрлани тĕлĕнтерчĕ мана. «Урхамахсем тăраç тăпăртатса» юрă та Ĕпхÿре вĕреннĕ чухне çуралчĕ. 1990 çулта каникула килсен Юхма Мишшипе курса калаçрăм, вăл мана сăвă тыттарчĕ. Çав кунах юрра хыврăм ăна, вĕренме кайсан хамăн ушкăна юрлаттарма тытăнтăм. Нумай та вăхăт иртмерĕ — Валерий Яковлев режиссер Ĕпхÿре иртнĕ Тĕрĕк халăхĕсен театрĕсен фестивальне «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» спектакль илсе пычĕ. Артистсем куракансене постановкăпа савăнтарчĕç, эпир «Нарспи» ушкăнпа «Урхамахсем тăраç тăпăртатса» юрра шăрантартăмăр, икĕ фляга сăра вĕретсе кайнăччĕ те хăнасене сăйларăмăр. Пире Мускав телеканалĕ ÿкернĕччĕ ун чухне, сюжета эфира темиçе хутчен кăларнăччĕ.

— «Пушкăртстанра Анатолий Никитина кашни йытти-кушакĕ паллать», — тени манăн хăлхана та кĕнĕччĕ. Чăнах та çапла-им?

— Çапла-тăр — ара, ман пирки халăхра шÿтсем те сарăлчĕç те. «Нухрат» ушкăнпа «Чĕрем, чĕрем», «Телей, телей», «Кăвак çеçпĕл» тата ытти юрра шăрантарса Пушкăртстанра чăваш эстрадине пуçарса ятăмăр-çке-ха. Мана унтах хăварасшăнччĕ, виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер те сĕннĕччĕ, анчах эпĕ килĕшмерĕм — чунăм каллех тăван тăрăхах туртрĕ. Шÿтсем тенĕрен, сире пĕрне каласа кăтартам-и вара? Пĕррехинче концерт хыççăн хура мунча кĕтĕм, канса ларатăп. Унччен те пулмарĕ — пĕр кинемей вирхĕнсе кĕчĕ, мана курасшăннине каларĕ. Кил хуçи эпĕ мунчара тесе кÿршине шахвăртрĕ. Хайхискер мунчана чупнă, «Композитор кунта-и? Ман унпа калаçмаллаччĕ», — тенĕ. Вăл вăхăтра шалта Галина Скворцова çăвăннă-мĕн. Театр ăсталăхне те туптанăскер çухалса кайман, арçын сассипе: «Кунта эп. Çиччас майра çурăмне кăпăкласа яратăп та тухатăп», — тенĕ. Ялта кăна мар, Кăрмăскал районĕпех сас-хура сарăлнă: «Никитин композитор Пушкăртстанри чăваш ялĕсенче майрасемпе мунча кĕрет».

— Тутарстанри йăхташăмăрсем те лайăх пĕлеççĕ сире...

— Пĕлеççĕ кăна мар, вĕсем те шÿтлеме ăста. Пушкăрт тăрăхĕнчи чăвашсем пекех, ырă кăмăллă, тарават. Пĕррехинче концерт хыççăн пулă тытма илсе кайрĕç. Пĕр арçын пĕвери пулла алăпах тытассине пĕлтерсе шыва чăмрĕ. Эпир тĕлĕннипе шак хытрăмăр. Пĕр минут иртрĕ, тепре — арçын çук та çук. Путрĕ пуль тесе ăшталанма тытăнтăмăр кăна — хайхискер пысăк пулла сухинчен тытса тухрĕ. Виçĕ-тăватă кунран кăна пулăç вăрттăнлăха уçрĕ, маларах вăл пĕвере таната карнă-мĕн. Юрăçсем кун пирки паянхи кун та пĕлмеççĕ. Çак саманта видео ÿкернĕччĕ. «Сам себе режиссер» телекăларăма ярса памалла мар-ши ăна?

 

Эстрада артисчĕсенчен çурри «Янташран» тухнă

— 1992 çулта эсир «Янташ» ушкăн йĕркеленĕ. Кам кăна юрламан-ши ку ушкăнра? Елена Османова, Маргарита Туринке, Людмила Семенова... Чăваш эстрадинче паян юрлакансенчен çурри «Янташра» ăсталăха туптанă.

— Галина Скворцова, Римма Журавлева, Алина Михайлова... Ку списока чылайччен тăсма пулать. Гастрольпе Раççейри чылай хулана çитрĕмĕр. Синкер те курма тиврĕ. 1995 çулта Пушкăртстанра çут çанталăкăн япăх условийĕсене пула аварие çаклантăмăр. Юрать, ертÿçĕсен йышĕнче мана лайăх пĕлекенсем пурччĕ те — йывăр аманнă Сергей Михайлова чаплă сыватмăша вертолетпах леçме май килчĕ... Çĕнĕ ĕмĕре кĕрсен çамрăксемпе ĕçлеме шухăшларăмăр. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетне кайса студентсене суйларăмăр. Репертуара та çĕнетрĕмĕр, çамрăклатрăмăр. Пушкăртстанри чăвашсем манман иккен — тăтăшах çыратчĕç, шăнкăравлатчĕç, хăйсем патне гастрольпе пыма ыйтатчĕç. Пушкăрт тăрăхĕнчи чăваш поэчĕсемпе те тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Александр Савельев-Сас, Аркадий Русаков, Николай Леонтьев, Зинаида Сурпан сăввисемпе хайланă юрăсене халăх кăмăлларĕ.

— Солистсем юрлама, сцена çинче хăйсене тытма, кураканпа калаçма хăнăхса çитеççĕ те — «Янташран» тухса каяççĕ. Çакă сирĕн чуна пушатса хăвармасть-и?

— Юрăçсем ушкăнран кайни темех мар. Пурнăç вăл. Хĕрсем качча каяççĕ, каччăсем — салтака. Хăшĕ-пĕри сцена çине хăйсем тĕллĕн тухма тĕллев тытать. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, куншăн кÿренмелле мар. Анчах «Янташра» юрланисенчен хăшĕ-пĕри пирĕн ĕçе хакламанни кăмăла хуçать. Вырăс композиторĕсен Юрий Антоновăн, Игорь Николаевăн, Вячеслав Добрынинăн, ыттисен пултарулăх каçĕсене телевизорпа кăмăлтан пăхатăп. Акă пĕррехинче Лариса Долина Игорь Крутоя: «Игорь Яковлевич, тивĕçлисем йышлăн, анчах эсир çак юрра мана шанса патăр. Куншăн сире чĕререн тав тăватăп», — терĕ. Ыттисем те чуна хăпартлантаракан сăмахсем калаççĕ. Шел те, Чăвашра кун пекки курăнсах каймасть. Чăвашсен сăпайлăхĕ çакă-ши? Паллах, чаршав хыçĕнчи куракана курăнмасть. Унта вара музыка енĕпе ятарлă пĕлÿ илмен çынран артист тума вăй-хал самай каять: сассине лартмалла, ÿт-пÿ хăйнеевĕрлĕхне кура килĕшÿллĕ тум çĕлеттермелле, кураканпа хутшăнма вĕрентмелле. Сцена çинче кăна мар, юрăçсене кулленхи пурнăçра та алă паман мар. «Янташра» юрланă тăватă çамрăка Шупашкарти 50-мĕш вăтам шкулта вĕрентекенре ĕçлеме çул уçса патăмăр. Пирĕншĕн çынлăх тени — чи малта. Ушкăнра юрласа çунат сарнисене пултарулăхра такăр çул сунатпăр. Хăшĕ-пĕри ятăма варалас тесе темтепĕр калаçсан та халăх Надежда Ивановнăпа иксĕмĕре пĕлет, пултарулăха курса тăрать, хаклать. Пĕлтĕр, Чăваш наци радиовне васкаттăмăр ун чухне, Ленин проспектĕнче пирĕн пата пĕр арçын пычĕ, калаçас килнине палăртса пĕрле утрĕ. Чечек лавкки тĕлне çитсен хайхискер хăйĕн сумкисене тыттарса хăварчĕ те чупса кайрĕ, пĕр çыхă мар, пĕр çĕклем чечек йăтса тухса парнелерĕ. Урамрах. Концертра та ăшă сăмах нумай калаççĕ. Тав вĕсене. Пирĕншĕн чи хакли — куракан юратăвĕ.

— «Юрă пĕлекен кашăк шаккаса та юрă тăвать», — тет ăслă чăваш. Кĕвĕ хайлама пĕлекен те шăхăрсах юрă кĕвĕлеме пултарать ĕнтĕ, анчах тарăн шухăша путаракан çав кĕвĕсем чунра мĕнле туйăмсем хуçаланнă чухне, талăкăн хăш тапхăрĕнче ытларах çуралнине пĕлес килет.

— Композитор пулăç пекех. Унăн вăлтана çакланнă пулла туртса кăларма ĕлкĕрмелле. Пулă вăлтана ăнсăртран çакланать, кĕвĕ те композитор пуçне пĕр кĕтмен çĕртен килет. Хăшпĕр чухне çĕр каçа 4-5 юрă валли кĕвĕ çырăнать. Тĕрĕссипе, çынпа калаçнă чухне те пуçăмра кĕвĕ-çемĕ янăрать, çавăнпа тепĕр чухне шухăша ăнлантарса пама та çăмăл мар — музыка сăмаха çаврăнма ĕлкĕреймен шухăшсене арпаштарать. Халĕ ав 600 ытла юрă валли кĕвĕ хатĕр, вĕсем сăввисене кĕтсе, пулăç тытнă пулăсем пекех, «морозильникре» выртаççĕ.

 

Çăвар карнипех юрă пулать-и?

— Шел те, чăваш оперипе балечĕ, мюзиклĕ аталанса çĕкленеймерĕ. Ахăртнех, çакă сирĕн чуна та ыраттарать.

— Ку пĕр çынран килекен пулăм мар. Хăй вăхăтĕнче культурăна аталантарма бюджетран укçа-тенкĕ самай уйăратчĕç. Культура керменĕсемпе клубсенчи ансамбльсен уяв тумне те хысна укçипех çĕлеттернĕ. Искусствăсен шкулĕнче ачасене тÿлевсĕрех ятарлă пĕлÿ панă. Шел, самана улшăннă май культура пĕлтерĕшĕ чакрĕ. Паян пĕтĕм ĕç хут шайĕнче кăна. Уяв çÿллĕ шайра ирттернĕ-и, ирттермен-и — отчет çине çекĕл лартнă. Пултаруллă çынсем çук мар, анчах пирĕн наци консерваторийĕ çук. Тутарсен, пушкăртсен ятарлă аслă шкулсем ĕçлеççĕ, çавăнпа вĕсем хăвăртрах аталанаççĕ. Композиторсен те хырăм выçать, çакна пулах çăмăл жанр — юрă — çине куçрăмăр. Чăваш юрлама кăмăллать, çак пуянлăха та пулин упраса хăварма вăй-хăват çитересчĕ пирĕн. Хамăн та пысăк калăпăшлă произведенисем тата хайламалла. Чăваш мифологийĕпе çыхăннă «Уйăхпи» балета вăхăт тупса вĕçне çитересси — умри тĕллевсенчен пĕри.

— «Çăвар карнипе юрă пулмасть», — тенĕ ваттисем. Анчах паян çăвар карнипех юрă пуласса шанакан йышланчĕ мар-и?

— Ан та калăр. Унашкаллисем вырăс, ют халăх композиторĕсен кĕввисене илеççĕ, аранжировкине кăштах улăштараççĕ, хатĕр материала чăваш сăмахĕсемпе çыхăнтараççĕ те сцена çине тухаççĕ. Хăшĕ-пĕри тата: «Сăввине те, кĕввине те хам çыртăм», — теме пачах именмест. Чăвашсене çакă, паллах, чыс кÿмест. Композитор ятне илме вăтанманнисем те пур. Хăй тĕллĕн вĕреннисем çук мар-ха, анчах шутлă çеç. Нота çырма-вулама пĕлмесĕрех кĕвĕ хайлакансене мелодист темелле кăна.

— ЮТВ телеканал эфирне кăмăллă проект кăлартăр. Сăвăçсене уйрăмшар йыхравласа кăларăмсем хатĕрлерĕр.

— Ку проекта пĕлтĕр, Литература çулталăкĕнче, пуçларăмăр. Халăх юрăсене шăрантарать пулсан та вĕсен авторĕсене пĕлсех каймасть. Çак çитменлĕхе пĕтерес тесе телекурава сукмак такăрлатрăмăр. Сакăр передача хатĕрлерĕмĕр. Кунпа кăна çырлахмăпăр, кăçал та çĕнĕ кăларăмсем ÿкерĕпĕр, ялта пурăнакан çыравçăсене, Пушкăрт тăрăхĕнче тĕпленнисене йыхравлама кăмăл пур. Ку кăна мар, ытти проект та хатĕр пирĕн. Мăшăрăм кăçал 65 çул тултарать. Унăн юбилейне куракансемпе пĕрле Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче паллă тăвăпăр. Унта пурне те йыхравлатпăр. Пултарулăх каçĕ хыççăн «Янташ» ушкăнпа инçе çула тухма палăртатпăр. Унтан таврăнсан çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртмелле — ура уттăр, вăй-хал çиттĕр çеç.

— Ырă кăмăллăхăр ăçтан тапса тухать тульккăш сирĕн? «Хыпар» хаçата та ав социаллă учрежденисене çырăнса парса парне турăр.

— Курнă-и эсир: кăкарăнса тăнă вăкăр ирĕке тухсан мĕнле ашкăнать, пĕтĕм курăк-тĕме, тăпрана сирпĕтме хатĕр вăл. Усал этем çилли те çавăн пекех, анчах пĕтĕм хаярлăхĕ, вăкăрăн тăпри хăй çине сирпĕннĕ евĕрех, хăйне таврăнать. Çавăнпа атте-анне вĕрентсе-пиллесе хăварнине пăхăнса пурăнма тăрăшатпăр. «Янташ» ушкăна та пурнăçра хура-шурне нумай курнă çынсене ытларах илетпĕр. Вĕсем халăх умне тухса чунри ыратăвне кăшт çăмăллатаççĕ, пурăнма вăй-хал илеççĕ. Ырă кăмăллăх концерчĕсене те яланах хутшăнатпăр эпир, пухнă укçа-тенкĕ йывăр чирлисене ура çине тăма пулăштăр...

Дмитрий МОИСЕЕВ

калаçнă

КĔСКЕН: ÇИЧĔ ЫЙТУ

1 — Анатолий Никитина пурнăçа çĕнĕрен йĕркелеме ирĕк парас пулсан мĕнле професси суйлĕччĕ вăл?
— Çак çулпах утăттăм.
2 — «Мусăкçăн кăмака çинчен аннă хушăра та çитмĕл çичĕ юрă», — теççĕ. Тĕрĕсех-и?
— Çапла. Тен, ытларах та.
3 — Тĕрĕк халăхĕсенчен чылайăшĕ сăвă калама кăмăллать, чăваш вара юрлама ытларах хапăл тăвать. Мĕншĕн?
— Мĕншĕн тесен чăвашăн чунĕ те юрлама пĕлет.
4 — Паянхи чăваш эстрадине 10 баллă виçепе хаклас пулсан мĕнле паллă лартса парăттăр?
— Тапаçланнăшăн — 7.
5 — Хăвăр пурнăçри чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе палăртма ыйтсан хăшне мала кăларăттăр?
— Эпĕ кĕвĕленĕ юрăсене халăх йышăнни хăпартлантарать.
6 — Чуна выртакан ваттисен сăмахĕ.
— «Çиччĕ виç те пĕрре кас». Анчах, шел те, пурнăçра çиччĕ виçме вăхăт çитмест.
7 — Чун киленĕçĕ пур-и?
— Музыкăсăр пуçне урăх нимĕн те чуна тыткăнламасть.
 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.