ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

18 Мар, 2016

Канмалли кунсенче республикăра пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, хушăран юр е йĕпе юр çăвать, вырăн-вырăнпа çил-тăман вĕçтеркелет. Паян, пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче, кăнтăрла 1-3 градус сивĕ пулать, хăшпĕр вырăнта ăшăтать, каçхине — 1-6 градус сивĕ. Ыран, пушăн 19-мĕшĕнче, кăнтăрла — 2-7, каçхине 4-12 градус сивĕ пулать. Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче — 5-13 градус сивĕ. Çил çурçĕр-хĕвеланăç енчен 8-13 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Хĕвел ирхине 6 сехет те 31 минутра тухать, каçхине 18 сехет те 43 минутра анать. Кун тăршшĕ — 12 сехет те 11 минут.

Чăваш гидрометеорологи центрĕн ĕçченĕ Марина Китарьева пĕлтернĕ тăрăх — пуш уйăхĕн иккĕмĕш çурринче сивĕрех пулĕ, чăн-чăн çуркунне уйăх вĕçĕнче е ака уйăхĕн малтанхи кунĕсенче пуçланĕ.