«Чĕрĕ уроксем»

17 Мар, 2016

Паян республикăн тĕп хулинче экскурсипе вĕренÿ туризмне аталантарассипе çыхăннă регионсен хушшинчи "Чĕрĕ уроксем" конференци ĕçлеме пуçларĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - влаç органĕсемпе вĕренÿ учрежденийĕсем туроператорсемпе тачă çыхăнса пĕтĕмĕшле тата професси пĕлĕвĕ паракан программăсене туризмпа экскурси мероприятийĕсемпе пуянлатасси.

Çакă шалти тата тулашри туризма аталантарма май паракан ырă пуçару пулмалла. "Чĕрĕ уроксем" проект регионсене экономика тĕлĕшĕнчен ÿсĕм тума та пулăшмалла. Мĕншĕн тесен çут çанталăкпа, культурăпа, историпе, халăхсен йăли-йĕркипе анлăн усă курни пĕлтерĕшлĕ ĕç тăвать: çамрăк ăрăвăн ăс-хакăл, патриотлăх шайне ÿстерет.

Конференци икĕ куна тăсăлать. Çак вăхăтра проект "çуратакан" пуçарусене тишкереççĕ, пурнăçа кĕртмелли майсене уçса параççĕ. Унăн ĕçне РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, регионсенче туризмпа, культурăпа тата вĕренÿпе ĕçлекен министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисем, туроператорсемпе агентствăсем тата ытти яваплă çынсем хутшăнаççĕ.

 

Рубрика: