Ушкăнпа ĕçлеме те, канма та аван

17 Мар, 2016

- Пĕлетĕр-и, лавккара пĕр хĕрарăмпа калаçса кайрăм. Шăмăршă районĕнчен хăй. Сăмах çумне сăмах хушрăмăр, хамăр кружокра çекĕллĕ йĕппе темĕн тĕрлĕ япала çыхнине асăнтăм. Çав тери тĕлĕнчĕ, ăмсанчĕ. Хăйĕн те çĕннине вĕренес килнине пĕлтерчĕ. "Ай-уй, Шăмăршăран Комсомольскинех çÿреймĕр пулĕ. Çулĕ инçе вĕт", - терĕм çакна. Тем тăвать ĕнтĕ, - пĕлтерчĕ Любовь Александровна Петрова хăйĕн ал ĕçĕсемпе паллаштарнă май. Пĕчĕк сумкинчен ÿнер ĕçĕсем тухаççĕ тейĕн. Акă пĕр эрешлĕ тутăр туртса кăларчĕ, тепри - тата илемлĕрех, виççĕмĕшĕ унран та чипертерех пек.

Хĕвеллĕ çуркунне пек илемлĕ

"Кунта вăл çыхнă япаласен пĕр пайĕ кăна-ха", - калаçăва хутшăнчĕ юлташĕ. Вăл малалла калас тенине Любовь Александровна хăй тăсрĕ. Нумаях пулмасть Вологда хулинчен тăванĕ курма килнĕ. Маларах ăна вăл темĕн пысăкăш сумкăна хăй çыхнă япалапа тултарса парса янă-мĕн. Халĕ çавăншăн лешĕ 5 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ тĕслĕ çип туянса парнеленĕ.

Алли çав тери вăр-вар хĕрарăмăн. Пĕр тутăра икĕ каçра çыхса пĕтерет. Унсăр пуçне ытти япала та ăсталать. Пĕр вăхăтра пĕрешкел эрешлĕ тутăрсем çыхнине ас тăватăр-и? Дубовкăсем те çавнашкаллипе аппаланаççĕ тетĕр пулĕ-ха. Йăнăшатăр. Кунта модăран юлмаççĕ. Кашнин хĕрĕ, кинĕ пур, мăнукĕсем ÿссе çитĕннĕ. Вĕсем, хулара пурăнаканскерсем, ăна-кăна аван чухлаççĕ. Яла килсен вăл е ку тумпа тăхăнма тĕрлĕрен çыхма ыйтаççĕ.

Куçа илĕртекен, чуна вăратакан, тĕлĕнмелле илем чи малтанах ялти библиотекăра "çуралать". Виççĕмĕш çул кунта "Ăстаçă" кружок ĕçлет. Татьяна Владимировна Волкова ертсе пынипе ялти хĕрарăмсем эрнере икĕ кун - юнкунпа эрнекун - вулавăша пуçтарăнаççĕ. Культура кунта ал ĕçĕнчен пуçланать. Ара, çĕнĕ кĕнекесемпе, хаçат-журналпа тĕрлĕ майпа паллашма пулать. Дубовкăсем хăйсен çулне суйласа илнĕ. Хĕллехи вăхăт вĕсемшĕн хĕрÿ тапхăр. Ăмăртмалла япаласем çыхаççĕ тейĕн: салфетка, тутăр, çурăм ăшши ?жилет%, шарф, пончо тата ытти те. Пурте те - хĕвеллĕ çурхи кун пек çутă тĕслĕ. Вĕсен илемне палăртма сăмах та çитмест. Çын валли мар, йăлт хăйсем валли ?çав шутра парнелеме те% çыхаççĕ. Интерес тени çав тери пысăк. Сутса укçа тăвас шухăш пуçра та çук. Чăваш хĕрарăмĕн ал ĕçне фабрикăра машинăпа çыхнинчен уйăрса илеймĕн.

Темиçе çухрăмри Йăпăлти ял çыннисем те çÿреççĕ Дубовкăна ăсталăха алла илме. Ав, Елена Петровна Кудрявцева кружока тинтерех çÿреме тытăннă. "Ăстаçăсене ĕлкĕрсе пыма йывăр мар-и?" - ыйтатăп унран. "Кунта ÿрĕк-сÿрĕклĕхе йышăнмаççĕ. Пултараймасан ирĕксĕр вĕрентеççĕ", - çурма шÿтпе хуравларĕ хĕрарăм. Сăмах май, вăл Йăпăлтире çуралса ÿснĕ, анчах мăшăрлансан нумай çул Мускавра ĕçлесе пурăннă. Тивĕçлĕ канăва тухсан тăван тăрăха таврăннă.

Унашкалли вăл кăна мар. Ал ĕç кружокне çÿрекенсенчен яла Санкт-Петербургран, Пермьран, Çĕнĕ Шупашкартан, Шупашкартан куçса килнисем те пур. Ĕмĕре хулара ирттерсен те тăван тăрăхран пахи çук теççĕ вĕсем. Ялта вара ура хăй хальлĕнех библиотекăна уттарать. "Мĕншĕн юнашарти культура çуртне мар?" - тени вырăнсăр. Икĕ учреждение ертсе пыракансем пĕрле ĕçлеççĕ. Ватăсене - библиотекăна, çамрăксене клуба ытларах явăçтарасси пирки калаçса татăлнă. Пĕри теприне ăмсанмасть, кÿренмест. Культура çурчĕн ертÿçи Юлия Федорова хăй те тĕрлесе ?каçхине çутатакан фосфор çипсемпе те усă курать% çамрăксен тематикипе çыхăннă еплерех картинăсем тунине курасчĕ сирĕн. Библиотекăпа клуб кивĕ çуртра вырнаçни те халăха ютшăнтармасть.

 

Ырă çыннăн ĕçĕ пархатарлă

Татьяна Владимировна Волковăна кам та пулин кÿрентерес пулсан, ман шухăшпа, ал ĕç кружокне çÿрекенсем кар тăрса хÿтĕленĕ пулĕччĕç. Çĕре çити пуç таяççĕ вĕсем хăйсене çапла майпа хавхалантарнăшăн, чун киленĕçĕ парнеленĕшĕн. Ватăсен ачи-пăчи тĕрлĕ еннелле саланнă, хĕллехи каçсене пĕччен ирттерме тунсăх, нушаллă. Уйрăмах - мăшăрсăр юлнă хĕрарăмсене. "Пирĕн Татьяна Владимировна "ылтăн", хăйĕн ĕçне чунпа парăннă", - палăртаççĕ Любовь Петрова, Елена Лаврушкина, Валентина Боровкова, Галина Фатеева. Елизавета Константиновна Сорокина акă 80 çулта пулин те кружока çÿрет. Ÿстермесĕр каласан, Дубовкăсем япала çыхас "чирпе" чирленĕ темелле.

Унччен вара оригами меслечĕпе те ĕçленĕ. Халĕ ал ĕç тунă хушăра сывă пурнăç йĕркипе паллаштаракан "ЗОЖ" журналти материалсене тишкереççĕ, хушăран зарядка тăваççĕ, тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме вĕренеççĕ. Ушкăнпа Комсомольскинчи бассейна çитсе килесшĕн. Пĕрле йĕлтĕр сырса тухма та хирĕç мар.

Çыншăн, уйрăмах ватăшăн, мĕн паха? Тимлĕх. Вăл чун культурин иксĕлми пайĕ пулсан халăх пĕтмест, ял пурăнать.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.