Чи лайăххисем – çĕнтерÿçĕсем

17 Мар, 2016

Муниципалитетсен чи лайăх культура учрежденийĕсене тата вĕсен маттур ĕçченĕсене палăртассипе йĕркелекен конкурса хутшăнма кăçал 61 заявка тăратнă. Çак шутра 37-шĕ - культура организацийĕсенчен, 24-шĕ - вĕсенче тăрăшакансенчен.

"Муниципалитетăн ачасен ÿнер шкулĕн чи лайăх педагогика ĕçченĕ" тата "Муниципалитет тытăмĕнчи музейăн чи лайăх ĕçченĕ" номинацисене, шел те, пĕрер çын кăна хутшăнма кăмăл тунă, çавăнпа кунта конкурс иртмен тесе йышăннă.

Конкурс çĕнтерÿçисемпе паллашма яланах кăсăклă. Акă республикăри чи лайăх культурăпа кану учрежденисен йышне çаксем лекнĕ: Улатăр районĕнчи - Октябрьскинчи, Элĕк районĕнчи - Питĕшкассинчи, Патăрьел районĕнчи - Пăлапуç Пашьелĕнчи, Комсомольски районĕнчи - Урмаелти, Муркаш районĕнчи - Шетмĕпуçĕнчи, Пăрачкав районĕнчи - Напольное ялĕнчи, Шăмăршă районĕнчи - Кивĕ Чукалти, Етĕрне районĕнчи - Лапракассинчи, Тăвай районĕнчи Мушарти культура çурчĕсем.

Элĕк тăрăхĕнчи Питĕшкассинчи культура учрежденийĕ кăна мар, ял библиотеки те республикăра чи лайăххисен шутĕнче. Унсăр пуçне ку номинацире Йĕпреç районĕнчи - Ирçе Çармăс, Канаш районĕнчи - Çĕнĕ Шелттем, Куславкка районĕнчи - Тĕрлемес, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи - Атнар, Пăрачкав районĕнчи - Анастасово, Çĕмĕрле районĕнчи Турхан библиотекисем çĕнтернĕ.

Ачасен ÿнер шкулĕпе музейсем хушшинче Комсомольски ?кунти ÿнер шкулĕ% тата Шупашкар ?"Бичурин тата хальхи самана" музей% районĕсем палăрнă.

Культурăпа кану учрежденийĕсенчи хастар ĕçченсенчен кăçал Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿртри культура çурчĕн ертÿçине Лидия Сеприхановăна, Канаш районĕнчи Сиккассинчи Ирина Андреевăна, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Сĕнтĕрпуçĕнчи культура çуртне ертсе пыракан Галина Соловьевăна, Муркаш районĕнчи Москакассинчи Галина Голубевăна, Шупашкар районĕнчи Çĕньялти пултарулăх çурчĕн илемлĕх ертÿçине Эльвира Альмешкинăна, Етĕрне районĕнчи Лапракассинчи Лев Иванова палăртнă.

Библиотекăн чи лайăх ĕçченĕсем вара çаксем: Сĕнтĕр-вăрри районĕнчи Ăстакасси ялĕнчи Инна Великанова, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мучикассинчи Венера Романова, Комсомольски районĕнчи Йăлмахвари Альбина Ефремова, Муркаш районĕнчи Кашмашри Ольга Семенова, Вăрмар районĕнчи Кĕтеснерти Светлана Скворцова тата Çĕмĕрле районĕнчи Хутарти Наталья Николаева.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.