Вĕçевçĕ, скульптор, ÿнерçĕ
«Ĕçлекен ăста пулнă» каларăша Иван Яшин пирки каланăнах туйăнать. Ара, ятарлă пĕлÿ илменскер хăйнеевĕр скульптор та, ÿнерçĕ те, столяр та... Ку тĕлĕшпе вĕреннĕ специалистран пĕрре те кая мар.
Хăй вăхăтĕнче вăл Рязань облаçĕнчи Сасовăри вĕçев училищинче ăс пухнă, Шупашкарти аэропортра ĕçленĕ. Пассажир самолечĕн штурвалĕ умĕнче 20 çул ларнă, тĕрлĕ хулана вĕçнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан профессине улăштарнă. Чăн та, ÿкерес, йывăçран кĕлетке касса кăларас туртăм унăн маларах та пулнă. Ытларах чиркÿ тĕлĕшпе кăсăкланнă вăл. Тĕрлĕ хулара пулса курнă май Турă çурчĕсене час-час çÿренĕ, хăй те турăшсем ÿкерме тытăннă. Пултарулăхне кура Тутарстан чăвашне чиркÿ тăррисене ылтăнлама, турăшсен хÿмисене ?иконостас% тума чĕннĕ. Сăмах май, Иван Иванович Çĕпрел районĕнчи Чăваш Çĕпрел ялĕнче çуралнă. Вăл 4 çулта чухне ашшĕ-амăшĕ Сахалина тухса кайнă. Каярахпа вĕсем çуралнă тăрăхне таврăннă. Тăван чĕлхене пачах вĕренмен пулсан та ĕнерхи летчик чăвашла аванах калаçать.
Чиркÿсене илемлетес тĕлĕшпе вăл Шупашкарта çеç мар, Хусан, Йошкар-Ола, Уренгой, Нефтеюганск хулисенче пулнă.
Ылтăн алăллăскерĕн Шупашкарти хваттерĕ музей вырăнĕнче. Кунта кам кăна çук?! Иисус Турă, Афродита, Сенека, Давид, Ермак, Чингиз-хан, Тимерлан, Александр Пушкин, Василий Чапаев... Пурне те асăнса пĕтереес те çук. Сăмахран, Давидпа кăкшăмлă хĕрарăма тирекрен ăсталанă вăл. «Урамри йывăçсене каснă чух илсе кĕтĕм пĕренене. Унтан ĕçе тытăнтăм», - пĕлтерет Иван Иванович. Тирекпе ĕçлеме хĕн пулнине те каларĕ. Çăкапа танлаштарсан хытă йывăç вăл. Асăннă кĕлеткесене ылтăнланăран питĕ илемлĕ курăнаççĕ. Акă, авалхи Грецин юрату Туррине, Афродитăна, тата авалхи Рим философне, Сенекăна, пăхăртан тунă. Чингиз-ханпа Ермака хальлĕхе вĕçлемен-ха ăстаçă. Тимерлан çар пуçĕ вара Германире, Венгрире, Шупашкарта куравсенче пулнă.
Ăсталăха туптама ăна чăваш ÿнерçисемпе, скульпторсемпе тачă çыхăну тытни пулăшать. Вĕсен ĕçĕсемпе кăсăкланать вăл, çав вăхăтрах лешсем те ăна хавхалантараççĕ, тепĕр чухне сĕнÿ-канаш параççĕ.
«Пултарулăх тапса тăрсан, ÿркенмесен ятарлă пĕлÿсĕрех палăрма пулать-иç», - пĕтĕмлетрĕм эпĕ хамăн калаçăва. «Çапла. Çапах та чи кирли - ĕçлес, ăсталас кăмăл-туйăм пурри».
Тăван ял масарĕнче ашшĕпе амăшĕн вил тăпри çине пысăк палăк лартнă ывăлĕ. Вĕсен сăнÿкерчĕкĕсене, асăну сăмахĕсене гранит плита çине хăех ÿкернĕ, çырнă.
Чĕлхе Киева çитерет пулсан, ĕçченлĕх тĕнче тытса тăрать темелле. Шăпах ĕçе юратнăран Иван Иванович тĕрлĕ енлĕ талантлă çын шутланать те.
Комментировать