Уртаракан чиртен

17 Мар, 2016

Пĕлтĕр республикăра уртаракан чир сарăлни, килти выльăх-чĕрлĕхе, çынсене тапăнни самай сехĕрлентерчĕ. Мур çулне пÿлме ЧР Министрсен Кабинечĕ 2015 çулхи раштавăн 23-мĕшĕнче килсĕр чĕрчунсене тытмалли тата хупса усрамалли йĕркене те çирĕплетнĕ. Çапкаланчăк йытă-кушак тискер чĕрчунпа хутшăнса çынсене те уртаракан чир ертме пултарать. Çур енне вăл тата та вăй илес хăрушлăх тухса тăрать. Çакна тилĕ амисем пĕтĕленнипе çыхăнтараççĕ. Чирлĕ тилĕ килти чĕрчунсене, выльăх-чĕрлĕхе тапăнса чир-чĕр сарать. ЧР Патшалăх ветеринари служби вĕсене муртан сыхлама вакцинацилет. Пĕлтĕр килти йытă-кушака, мăйракаллă шултра выльăха, сурăх-качакана, лаша-сыснана ятарлă укол тунă. Çак ĕçе халĕ те пурнăçлаççĕ.

Кăçал та Элĕк районĕнче урнă тилле асăрханă. Канаш тăрăхĕнче - кушака. Чир тупса палăртнă вырăнсене карантина хупнă.

Л. НИКИТИНА.