Ир пулакан çĕрулми

17 Мар, 2016

Утă уйăхĕн пуçламăшĕнчех çĕнĕ çĕрулми кăларса çимелĕх çитĕнтермелли меслет ансат.

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче ир пулакан çĕрулми вăрлăхне калчалантарма кăларса хумалла. Нÿхрепрен е тĕпсакайĕнчен кăларнă çĕрулмие малтан 7-10 кун хĕвел лекмен, Œ18... Œ20 градус ăшă çĕре çÿхен сарса хумалла. Унтан вăрлăха Œ6... Œ10 градуса, сулхăн вырăна куçармалла. Улма калчи çак вăхăтра 1 см яхăн çитĕнет. Вăл хулăн тата кăшт симĕсрех тĕслĕ пулмалла. Ака уйăхĕн вĕçĕнче çĕрулми вăрлăхĕ ларт­ма хатĕр. Асăрханса, улма калчине сиенлемесĕр, тăпрана лартмалла.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.