Çăмарта хуппи хăйпăнмасть-и?

17 Мар, 2016

Чăмăрла пĕçернĕ çăмарта хуппи лайăх вистенменни пурин те пулнах ĕнтĕ. Хăшпĕр çăмарта вăшт çеç тасалать, теприне шуратма вара чăтăмлăх кирлĕ.

Çăмарта хуппи лайăх вистенменнин икĕ сăлтавне палăртаççĕ.

1.Çăмарта питĕ çĕнĕ.

2. Çăмарта сивĕре нумай выртнă.

Кун пек чухне, икĕ тĕслĕхĕнче те, çак меслетсем пулăшаççĕ.

  • Çĕнĕ çăмарта пĕçернĕ чухне шыва кăштах тăвар ямалла.
  • Çăмартана пĕçерме лартиччен сивĕ шыва ямалла, вăйлах мар çулăм çинче пĕçермелле. Кирлĕ чухлĕ вĕретнĕ хыççăн çăмартасене сивĕ шыва куçармалла. Сивĕничченех тытмалла.
  • Çак меслетпе усă куракансем те пур. Пĕçернĕ çăмартана кăштах çĕмĕрмелле, унтан çеç сивĕ шыва ямалла. Шыв çурăлнă хупăран сăрхăнса çăмартана хуппинчен уйăрать.

7-8 çăмартана хăвăрт тасат­малла-и? Лайăх хупăнакан савăта сивĕ шыв, унта пĕçернĕ çăмартасене хурса енчен-енне 5 çеккунт силлетпĕр. Савăта уçатпăр та шывран хуппи йăлтах ваннă çăмартасене илсе çăмăллăнах тасататпăр.

Путене çăмартисене те çак меслетсемпех тасатма меллĕ. Вĕсене сивĕнсе çитичченех сивĕ шывра тытмалла. Çăмартана сĕтел çине хурса алă лаппипе çемçен пусса кустармаллпа. Хупă çăмăлах вистенĕ. Путене çăмарти çын организмĕшĕн уйрăмах усăллă теççĕ.

Чăх çăмартине чăмăрла миçе минут вĕретмелле? Çăмарта йăлтах пиçтĕр тесен 7-8 минут вĕретмелле, калакла — сарри пиçменле — пĕçерес тесен — 4-5 минутран ытла мар. Мĕн чухлĕ нумайрах вĕрететĕн, сарри çавăн чухлĕ хытăрах пулать. Çăмартана 10 минутран ытла вĕретмелле мар.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.