Шуршăл илĕртет

17 Мар, 2016

Пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухне сăвă çырас туйăм вăраннă Ирина Петровăра. Поэтсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашнă май, Галина Леонидовна Енейкина педагог ертсе пыракан «Çамрăк çăлтăрсем» литература кружокне те хаваспах çырăннă.

— Мĕнле-ши, манран пулĕ-ши мĕн те пулин шăрçаласси? — тенĕ вăл хăюсăррăн малтанхи кунсенче.

— Аннÿне, Елена Геннадьевнăна пăхсан, пулатех. Вăл та хăй вăхăтĕнче эпĕ ертсе пыракан кружока çÿретчĕ. Хастаррисенчен пĕриччĕ, ĕçĕсем ăнăçлă пулатчĕç. Апла пулсан, улми йывăççинчен аякка ÿкместех. Пултарулăх кăвайтне мансăр пуçне аннÿ те хĕмлентерме пулăшĕ, — тенĕ пур ачана та пулăшма тăрăшакан Галина Леонидовна.

Чăн та, паян улттăмĕш класра ăс пухакан Ирина ÿсĕмсемпе палăрнă та ĕнтĕ. Ку тĕлĕшпе районти, республикăри конкурссенче пĕрре мар çĕнтерÿçĕсен йышĕнче пулса тăван шкула хаваслă кăмăлпа таврăннă.

Халĕ вара Галина Леонидовнăпа пысăк ăмăртăва хатĕрленет. «Этем космоса пĕрремĕш хут вĕçнĕренпе 55 çул çитнине халалланă Николаев вулавĕсем» район шайĕнчи хĕрÿ конкурсра та çĕнтерме ĕмĕтленет-çке!

— Унта палăрсан вара... республикăри тупăшăва каймалла пулĕ. Тем пекехчĕ... Тунмастăп, Андриян Николаевпа ку таранччен çав териех кăсăкланманччĕ. Халĕ вара ун пирки нумайрах пĕлес тесе библиотекăна çÿретĕп, тĕрлĕ хаçат-журнала, кĕнекене алла тытрăм. Ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма питĕ кăсăклă пулчĕ. Тем чухлĕ çĕнни пĕлсе тавракурăм та аталанчĕ. Тата та пысăк ĕмĕт — Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти Космонавтика музейне çитсе курасси. Музейпа паллашнисем мĕн тери телейлĕ вĕсем! — палăртрĕ хăй шухăшĕне хастар Ирина. — Çапах та, сăвă çырма питĕ юрататăп. Акă шкултан ывăнса таврăнатăп. Пуçлатăп çырма. Тепĕр чухне шыв юххи пекех пулса пыраççĕ хитре йĕркесем. Çыратăп, чĕрере манăн çĕнĕ вăй-хăват çуралать. Кăмăл çĕкленет, ĕмĕт çунатланать, чун савăнать. Сăвă вăл мĕн тери хăватлă! Хам тăрăшса та хăпартланса çырнине чун хавалĕпе вуласа тухсан... Шухăшăмпа таçта-таçта çитсе куратăп, савăнатăп.

Елчĕк районĕнчи Патреккел шкулĕн 6-мĕш класĕнче вĕренекен Ирина Петрова пултарулăхĕпе Галина Леонидовна та кăмăллă. Малашне те çитĕнÿсем тăвасса шанса та ĕненсе пурăнать вăл.

— Лаша пуласси тихаран паллă теççĕ вĕт. Ку каларăша ваттисем ахаль каламан-тăр çав. Авă, манăн хастар вĕренекен те малашне шкул, район ятне çÿлте тытасса пĕлсех тăратпăр, — терĕ Галина Леонидовна.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.