- Чăвашла верси
- Русская версия
Уйрăлнă хыççăн та пĕр-пĕрне лăпкă пурнăç кăтартмаççĕ
Вăрçăнмасăр, нимĕн пайламасăр уйрăлнă мăшăрсем пур-ши? Темшĕн ытларах çемье арканнă хыççăн упăшкипе арăмĕ пулнă çынсем тăшмана çаврăнаççĕ. Халĕ каласа кăтартма тĕв тытнă пăтăрмаха тĕпе хурса хăть кино ÿкер — сюжечĕ сериалтинчен пĕртте кая мар.
Суда панă
Патăрьел районĕнчи Ишлĕре пурăнакан Владимир Катыревпа унăн арăмĕ Ирина Матвеева /çырăннă хыççăн вăл хăйĕн хушаматне хăварнă/ нимĕн тума аптăранипе пирĕнтен пулăшу ыйтрĕç. Вĕсене Володьăн унчченхи арăмĕ Ольга Краснова лăпкă пурăнма памасть иккен. Акă нумаях пулмасть тем те пĕр элеклесе суда панă.
Владимирпа тата Иринăпа Патăрьелте шăпах суд хыççăн тĕл пултăмăр. Уголовлă ĕç пуçарма судья сăлтав курман.
Владимир чылайранпах тĕрлĕ региона строительство ĕçĕпе çÿренĕ, хăй те бригада илсе кайнă. Юлашки вăхăтра шапашникăн пурнăçĕ йывăрланнă: улталани, укçасăр таврăнни пулкаланă. Тăнăçлăх çук чухне те хырăм выçать-çке. Кунран ытла ывăлĕшĕн Владикшăн пăшăрханать вăл: Шупашкарта медколледжра вĕреннĕшĕн укçа тÿлемелле, хулара пурăнма та нухрат сахал мар кирлĕ. Ашшĕ Мускавра ĕçлесе илнĕ шалăвне ниепле те кĕтсе илеймен. Иккĕмĕш семестршăн тÿлемесен Владикăн 3-мĕш курсран пăрахса кайма тивет-çке. «Тен, амăшĕ укçан пулăшĕ?» — çак тĕллевпе пĕлтĕрхи çулталăк вĕçĕнче вĕсем — Володя, Ирина, Владик — Ольга Краснова патне кÿршĕ яла кайнă. Володя çак «визита» телефонĕпе ÿкернĕ — арăм пулнăскере шанма çук-мĕн. Чăнах та, йăнăшман арçын: Ольга Прокопьевна кĕтмен хăнана тÿрех тăватă статьяпа — киревсĕр сăмахпа хăртнăшăн, тапăнса укçа ыйтнăшăн, çын кил-çуртне пырса кĕнĕшĕн, хĕненĕшĕн — айăплама йĕрке хуралçисем патне ыйту çырнă. Вăт сана — ывăлне пулăшни! Юрать, Володя тĕлпулу мĕнле иртнине ÿкерме тавçăрнă, унсăрăн тĕрмене ним те мар хупса хураççĕ-иç! «Эпĕ пĕрех çакна ахаль хăвармăп. Районта тĕрĕслĕх тупма çук — прокуратурăра кумĕ ĕçлет, заявление Шупашкара кайса патăм», — палăртрĕ Ольга Прокопьевна унпа телефонпа çыхăнсан. Малалла вулас...
Комментировать