- Чăвашла верси
- Русская версия
Пĕрре курсах ăнланнă: унăн хĕрĕ
Палтиел ялĕнче пурăнакан Гузелийăпа Зефер Афиатулловсем çемье çавăрсан вĕсенчен телейлĕ çын пулман: иккĕшĕ те çамрăк, вăй-хал тапса тăрать. Хулана кайма шухăшламан вĕсем. Тăван тăрăхрах тĕпленсе ял пуласлăхĕшĕн тăрăшнă. Гузелия Хатыповна медсестра ял халăхне сипленĕ, мăшăрĕ колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Пур çĕре те ĕлкĕрме, пур ĕçе те тума çуннă вĕсем. «Пурнăç çулĕ вăрăм, ача та çуратăпăр», — пĕр шухăшлă пулнă мăшăр. Çемьене кĕç-вĕç «çĕнĕ кайăк» килессе шаннă. Анчах вĕсем 50 çул урлă каçсан çеç çурчĕ савăнăçпа тулнă. Малалла вулас...
Комментировать