ŸСЕН-ТĂРАН ВИТĔМЛĔРЕХ
Хулăн пыршăри полипсенчен хăтăлма фитотерапевтсем килти сиплевре эмел курăкĕсемпе усă курма сĕнеççĕ.
Аир
Унăн препарачĕсем варвиттирен, метеоризмран пулăшаççĕ, хулăн пыршăн усал шыççипе аптрасан çăмăллăх кÿреççĕ, çĕртекен микрофлорăран хăтараççĕ.
Аирăн 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ тымарне тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, шыв мунчине лартса 30 минут вĕретмелле, илсен 10 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Нумай вăхăт сипленмелле.
Ÿт илен курăк
Витĕмĕ питĕ анлă, унпа вар-хырăмăн чылай чирĕнчен сипленме юрать. Вăл язвăна ÿт илтерет, юн кайнине чарать. Препарачĕсене усал шыçă чухне те ĕçме юрать. Вăрах сипленмелле.
- 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ курăка 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 3-4 минут вĕретмелле, илсен икĕ сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн 1-2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.
- Ÿт илен курăкăн 2 чей кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ тымарне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, икĕ сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
- Курăкăн 1 чей кашăкĕ чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле.
Шапа пăтти
Иммунитета вăйлатакан курăксен йышĕнчен, пыршăлăхран наркăмăшсене сăхса илет, вĕсене организмран кăларать.
1 апат кашăкĕ типĕ шапа пăттине /ряска/ 1 стакан шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те çулăм çинчен илмелле. Пĕр сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле.
Е çăнăх пуличчен вĕтетнĕ шапа пăттине пылпа чуста пек пуличчен хутăштармалла, пăрçа пысăкăш çаврашкасем йăваламалла, духовкăра питĕ пĕчĕк çулăм çинче типĕтмелле. Кунне 2 хут икшер пăрçа çимелле. Нумай вăхăт сипленмелле.
Шурă çирĕк
Шурă çирĕк /ольха серая/ пыршăлăхра йÿçсе-çĕрсе тăнине чакарать, тула тухассине, пыршăлăх микрофлорине йĕркене кĕртет.
2 апат кашăкĕ типĕ йĕкелне е хуппине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле. Сиплев — чылайччен.
Аслати курăкĕ
Аслати курăкĕ /фиалка полевая/ хулăн пыршă ракĕпе чирлесен шыççа хирĕçле витĕм кÿнипе палăрса тăрать.
1 апат кашăкĕ типĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, икĕ сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
Шĕпĕн курăкĕ
100 грамм чĕрĕ шĕпĕн курăкне /чистотел/ сивĕ шывпа лайăх çумалла та вĕрекен шывпа чÿхесе илмелле. Вĕтетмелле /алла перчетке тăхăнмалла/, 2 литр банкине хумалла, вĕренĕ сивĕ шыв 1 литр хушмалла. 1 сехетрен сăрăхтармалла. Çур литр шĕвекпе кунне пĕрре 1 сехетлĕх клизма лартмалла. Курс — 10 процедура. 10 кун тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттермелле. Çапла сываличченех сипленмелле.
Комментировать