Михаил Игнатьевăн «витĕмĕ пысăк»

15 Мар, 2016

Политикăпа экономика ком­му­ни­ка­цийĕсен агентстви РФ субъ­екчĕсен пуçлăхĕсен витĕмĕн 2016 çулхи нарăсри черетлĕ рейтингне пичетлесе кăларнă.

Рейтингăн малти виçĕ лидерĕ — çавсемех: Мускав мэрĕ Сергей Собянин, Чечня пуçлăхĕ Рамзан Кадыров, Тутарстан президенчĕ Рустам Минниханов. Кăрлачрипе танлаштарсан Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн позицийĕшĕн те тăнăçлăх кăтартуллă. 5,2 балл пухнă май регион Пуçлăхĕ Раççей кĕпĕрнаттăрĕсен «Пысăк витĕм» паллăллă ушкăнне кĕрет.

Палăртни вырăнлă: кĕ­пĕрнаттăрсен витĕмне экспертсен — политологсен, политехнологсен, медиаэкспертсен, журналистсен — хушшинче ыйтăм йĕркелесе палăртаççĕ. Регионсен пуçлăхĕсен федераци шайĕнчи витĕмĕн шайне 1-10 шкалапа хакласа виçĕ ушкăна /«Питĕ пысăк витĕм», «Пысăк витĕм», «Вăтам витĕм»/ уйăраççĕ.

К.ПЕТРОВ.

Автор: