Аслă типĕ пуçланчĕ

15 Мар, 2016

«Мăнкун каярах пулнă çул çуркунне кая юлать», — ваттисем çапла каланине пĕрре кăна мар илтнĕ. Анчах пур чухне те мар иккен... Кăçал çуркунне иртерех килчĕ. Кураксем çавна сиснĕ тейĕн, пуш уйăхĕн малтанхи кунĕсенчех вĕçсе çитнĕ ялсене. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне уявланă чухне вара çунатлисем хулара та курăннă.

Акă ĕнтĕ Çăварни те хыçа юлчĕ. Ĕнертен, Алтаттин кунĕнчен, Аслă типĕ пуçланчĕ. Вăл ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен тăсăлĕ. Ĕненекенсем Мăнкуна /çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче пулать/ кĕтсе илме 7 эрне хатĕрленеççĕ. Çак тапхăрта аш-пăш, сĕт-турăх, çăмарта çиме юрамасть. Пахчаçимĕçпе, улма-çырлапа, тип çупа пĕçернĕ апатпа çырлахма тивет. Мăйăр, пыл астивме юрать. Пăлхавăшнинче /акан 7-мĕшĕнче/ тата Кăчкă праçникĕнче /акан 24-мĕшĕнче/ пулă çиме юрать. Çак тапхăрта хаваслă та шавлă мероприятисенчен те пăрăнма ыйтаççĕ.