«Алза» ертÿçисене айăпланă

15 Мар, 2016

Республикăн Аслă сучĕ Шупашкарти "Алза" ООО директорĕ С.Лаврентьев, тĕп бухгалтерĕ Е.Алексеева тата кадрсен пайĕн пуçлăхĕ А.Скворцова тĕлĕшпе судăн пĕрремĕш инстанцийĕ палăртнă приговора улăштарнă. Виççĕшне те условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварма йышăннă.

Аса илтерер: пĕлтĕрхи раштавăн 8-мĕшĕнче Шупашкарти Ленин районĕн сучĕ асăннă çынсене тÿлев илнĕ чух служба вырăнĕпе усă курса пысăк виçепе улталанăшăн айăпланăччĕ. Условнăй майпа Лаврентьева — 3 çуллăха, Алексеевăпа Скворцовăна 2 çул çурăлăха ирĕклĕхсĕр хăварнăччĕ. Анчах РФ Патшалăх Думи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа пĕлтернĕ амнистипе килĕшÿллĕн виççĕшне те яваплăхран хăтарнă, судпа айăпланине пăрахăçланă.

Айăплакан ене çакă тивĕçтермен — апелляци çырнă. Шăпах ăна тишкерсе Аслă суд малтанхи приговора улăштарнă. Лаврентьев, Алексеева тата Скворцова тÿлев илнĕ чух служба вырăнĕпе усă курса тата ушкăнпа каварлашса пысăк виçепе улталанăшăн айăплине çирĕплетнĕ, амнистие пăрахăçланă. Çапла вара директора 2 çул та пĕр уйăхлăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварнă, унăн ĕçтешĕсене — çулталăк та вунă уйăхлăха.

Уголовлă ĕçе Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕ бюджет укçин управлăхне тивĕçтермелли мерăсене пурнăçланă май пуçарнă. Тĕпчев 2009-2010 çулсенче С.Лаврентьев, Е.Алексеева тата А.Скворцова суя документсем хатĕрлесе Шупашкар хулин халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрне панине çирĕплетнĕ. Çав хутсене ĕненес-тĕк — "Алза" ООО ĕçченĕсене общество ĕçĕсене пурнăçланăшăн республикăн халăха ĕçпе тивĕçтермелли хушма мерăсен тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн укçа тÿленĕ имĕш. Вĕсене тĕпе хурса ĕçлев центрĕ строительство компанине бюджет укçине, 2 млн тенке яхăн, куçарса панă, çав укçана кайран уголовлă ĕç фигуранчĕсем вăрланă.

Айăпланакансем уголовлă ĕçе судра тишкернĕ вăхăтрах патшалăха кÿнĕ сиене саплаштарнă — 1 млн та 845 пин тенкĕ тÿленĕ. Суд çавăн пекех Ĕçлев центрĕ сиенĕн юлнă пайне саплаштарма ыйтса çырнă тавăçа та тивĕçтернĕ. Приговор саккунлă вăя кĕнĕ ĕнтĕ.

Н.ДМИТРИЕВ.

 

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.