ЧР Патшалăх премине илме тăратнă

19 Мар, 2014

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи литературăпа искусство енĕпе Патшалăх премине парас тĕлĕшпе ĕçлекен комисси ларăвĕ иртнĕ. Унта 2013 çулта литературăпа искусство енĕпе Чăваш Республикин Патшалăх премине илме тăратнă ĕçсемпе хайлавсене пăхса тухнă.

Конкурса пурĕ 4 ĕç тăратнă. Тĕплĕ сÿтсе явнă хыççăн комисси 2013 çулта литературăпа искусство енĕпе Чăваш Республикин Патшалăх премине илмелли конкурса хутшăнма çак ĕçсемпе хайлавсене кĕртнĕ:

1. «Возрождение суваро-булгаро-чувашского ювелирного искусства» коллекци. Авторсен коллективĕ:

Владислав Владимирович Николаев, Пĕтĕм Раççейри «Раççей художниксен союзĕ» общество пултарулăх организацийĕн членĕ, пултарулăх ушкăнĕн ертÿçи* Геннадий Андреевич Максимов, Чăваш Республикин Культура министерствин «Чăваш наци музейĕ» бюджет учрежденийĕн реставраци мастерскойĕсен заведующийĕ, пултарулăх ушкăнĕн членĕ* Алексей Владиславович Николаев, Пĕтĕм Раççейри «Раççей художниксен союзĕ» общество организацийĕн членĕ, пултарулăх ушкăнĕн членĕ.

Пĕтĕм Раççейри «Раççей художниксен союзĕ» общество пултарулăх организацийĕн регион уйрăмĕ тăратнă.

2. «Андриян Николаев: орбиты космические и земные» документ повеçĕ. «Чăваш Енĕн паллă çыннисем» биографи ярăмĕ. Авторĕ - Валентина Андреевна Иванова, ИТАР-ТАСС корреспонденчĕ.

Чăваш Республикин Информаци политикин министерствин «Чăваш кĕнеке издательстви» патшалăх унитари предприятийĕ тăратнă.

3. А.Гринăн суйласа илнĕ хайлавĕсен литературăпа илемлĕ куçарăвĕ 5 томпа /2010-2012 çç./. Чăвашла куçару авторĕ - Алексей Петрович Леонтьев, Чăваш Республикин Профессионал писательсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин Информаци политикин министерствин «Хыпар» Издательство çурчĕ» автономи учрежденийĕн директорĕ-тĕп редакторĕ.

Чăваш Республикин Профессионал писательсен союзĕ тăратнă.

Комисси пултарулăх тата общество организацийĕсене, культура учрежденийĕсене, культурăпа искусство ĕçченĕсене, республикăра пурăнакансене тăратнă ĕçсемпе хайлавсене уççăн сÿтсе явма чĕнет.

Хăвăрăн шухăшăрсене, сÿтсе явнисене, асăрхаттарусемпе сĕнÿсене комиссие 2014 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен çак адреспа ярса пама ыйтатпăр: 428004, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 17-мĕш çурт, 412-мĕш пÿлĕм, ыйтса пĕлмелли телефон: 64-20-68 е e-mail: kult1@cap.ru.

Тĕплĕнрех пĕлме Комисси секретарĕ Альбина Ивановна Алексеева патне 62-09-66 номерпе шăнкăравламалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.