Пулă мĕншĕн сахалланать?

11 Мар, 2016

ЧР пулă ĕрчетмелли шыв фончĕ пысăк: Куйбышевпа Шупашкар управĕсем /27,5 пин га/, 8400 çухрăма тăсăлакан юханшывсем, 255 кÿлĕ, 1062 плотина-пĕве /10,8 пин га/. Чăваш Енĕн кашни тăваткал километр лаптăкри юханшывĕсен тăршшĕ вăтамран 0,48 çухрăм.

Шыв транспорчĕн çулĕ республикăн çурçĕр енчи хĕррипе Атăл тăрăх - 120, шалти маршручĕсемпе 404 км тăсăлать. Федераци автоçулĕ - 326, Чăваш Енĕн вăл - 1572, муниципалитетсен - 2972 çухрăм. Шупашкар ГЭСĕ çĕрĕн-кунĕн электроэнерги хатĕрлет. Чукун çулăн пурте усă куракан тăршшĕ - 396, предприятисен вăл 312 çухрăмпа танлашать. Сăр юханшывĕ çинче - автомобиль тата пуйăс кĕперĕсем. Пирĕн кĕперсене вĕçрен вĕçе сыпăнтарсан 15,5 км тăсăлаççĕ. Мускав-Хусан магистральне хута ярсан 26 юханшывпа çырма-çатра урлă выртĕ. Шыв-шур урлă газăн - 11, нефтĕн 3 пăрăхĕ иртеççĕ.

ЧР промышленноç-строитель-ство комплексне тивĕçтерме çĕр айĕнчен тимĕр мар япаласем кăлараççĕ. Вĕсен саппасĕ - 118 млн кубла метр. 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне минерал чĕртаварĕ кăлармалли 36 вырăн шутланнă. Çав лаптăксенчен ытларахăшĕ - пулă хуçалăхĕн чи пысăк категорине кĕрекен шывĕ çинче тата юханшывсен саккунпа хÿтĕлеме тивĕçлĕ çыранĕнче. Шыв тĕпĕнчен строительство хăйăрĕ кăлараççĕ. Сăмахран, 2011 çулта 18 тĕлтен çырана 1025 пин кубла метр уçланă.

Шупашкар ГЭСне, кĕперсене, пăрăх магистралĕсене, шыв тултармалли, çырана хÿтĕлемелли, шыв транспорчĕ пырса чарăнмалли объектсене, ыттине пăхса тăнă тата юсанă, вĕсене çĕнĕрен тунă, транспорта шывпа çÿретнĕ, тимĕр шутланман япаласене шывран кăларнă чухне гидромеханизмсемпе усă кураççĕ. Вĕсен пĕр пайĕ çуллен вуншар шыв тĕпне тĕлĕ-тĕлĕпе тарăнлатать.

Асăннă ĕçсем пулă хуçалăхĕн экотытăмне пысăк сиен кÿреççĕ. Патшалăхăн кÿлĕ тата пулă хуçалăхĕн наука-тĕпчев институчĕн Чулхулари лабораторийĕ юханшыв тĕпĕнчен хăйăр кăларнă тата ăна тарăнлатнă чухне пулă саппасне кÿрекен сиен кашни 1000 кубла метр хăйăр пуçне вăтамран - 5,6, кĕпер тунă е ăна тĕпрен юсанă, шыв айĕпе пăрăх хывнă е ăна улăштарнă чухне 198 килогрампа танлашнине палăртнă. Çак кăтарту - механизмсем ĕçленĕ кашни гектар лаптăк пуçне. Çулталăкра тăкак 200 тоннăпа танлашать. Ку - республикăри предпринимательсем Куйбышевпа Шупашкар шыв управĕсенче пĕр çул хушшинче тытакан пулă калăпăшĕ. Сăтăр пĕчĕк юханшывсенче пысăкрах, мĕншĕн тесен шыв тытăмĕпе пахалăхĕ, биотопĕ, ценозĕ нумайрах улшăнать. Уйрăммăн илсен планктон, бентос организмĕ, вăлча нумай пĕтет. Кунсăр пуçне апатлăха, вăлча сапмалли вырăнсене çĕмĕрнĕрен, апата улăштарма тивнĕрен лăкăсем вилеççĕ. Çавна пула пулă саппасĕ пĕчĕкленет. Уйрăмах - çĕкĕн /стерлядь/ тата шăланăн /судак/. Механизмсем сăтăрлакан лаптăксенче ЧР Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ пулăсем те пур. Н.Болотова ăсчах Вологда облаçĕнче тĕпчев ирттерсе техника ĕçленĕ шыври пулăсен шучĕ - 15, ихтиомасса 3 хут чакнине çирĕплетнĕ.

Шыв пуянлăхне тăкак кÿрес мар тесен ĕç пуçариччен пирĕнпе çыхăнса канашламалла. Эпир усăллă сĕнÿсем парăпăр.

Анатолий МАКСИМОВ,

«Средневолжрыбвод» ФПБУ филиалĕн тĕп ихтиологĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.