Экзаменсен расписанийĕ паллă

11 Мар, 2016

РФ Юстици министерстви регистрациленĕ хушупа килĕшÿллĕн Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви 2016 çулта ирттермелли ППЭ расписанине çирĕплетнĕ.

Патшалăх экзаменĕсене кăçал икĕ тапхăрпа йĕркелĕç. Малтанхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче тытăнса ака уйăхĕн 23-мĕшĕччен тăсăлĕ. Тĕп тапхăр вара çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче пуçланĕ те çĕртмен 30-мĕшĕччен пырĕ. Кăçалхи кампанире нарăс, утă, авăн уйăхĕсенче экзаменсем пулмаççĕ.

Суйласа илмелли предметсен йышĕнче выпускниксенчен чылайăшĕ общество пĕлĕвне кăмăлланăран çĕнĕлĕх кĕртнĕ: асăннă предметпа экзамен тытмалли ятарлă кун уйăрнă.

Хăшпĕр предметпа ППЭ ирттермешкĕн резерв тапхăрне палăртнă. Мĕнпур предметпах экзамен тытма май паракан хушма кун та уйăрĕç: вăл - экзамен валли уйăрнă кунхине е малтан палăртнă резерв кунхине каçарма пулакан сăлтавпа тĕрĕслеве çитейменнисене пырса тивет. Калăпăр, выпускник хăйĕн ирĕкĕпе суйланă экзаменсем пĕр кунта иртеççĕ е экзамен тытакан чирлесе ÿкнĕ пулсан...

Анна КУПРИЯНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.