Пуçаруллă çамрăк тренер
Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа ялĕнчи Николайпа Любовь Ярославлевсем - чылай çемьешĕн тĕслĕх. 7 ачине кун çути парнеленĕ ашшĕпе амăшĕ паян тĕпренчĕкĕсен çитĕнĕвĕсемпе мухтанаççĕ. Пурте аслă пĕлÿллĕ, тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ. Вулакансене Ярославлевсен вăтам хĕрĕпе - спорта чунне панă Еленăпа - паллаштарасшăн.
Елена Кĕçĕн Таяпа шкулĕнче вĕреннĕ чухнех спорт енне туртăнать: çăмăл атлетикăпа, армспортпа кăсăкланать. Алă вăйĕ виçессипе малалла аталанма ăна физкультура учителĕ М.П.Скворцов пулăшать. Вĕрентекен явăçтарнипе вăл армспорт енĕпе район тата республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать.
Шкул хыççăн пике И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетне çул тытать. Университетра чĕлхепе литературăна шĕкĕлченисĕр пуçне спортзала çÿреме те вăхăт тупать. Аслă вĕренÿ заведенийĕсен хушшинчи турнирсенче палăрнăран студенткăна А.Л.Атласкин тренер хăй хÿттине илет. Физкультура занятийĕсенче тренер хĕре ал-урана çирĕплетме хăнăхтарать. Тăрăшни харама каймасть: 2008 çулта Лена Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарать.
Студент чухне Лена Елчĕк каччипе Денис Портновпа çемье çавăрать. Каярах вĕсен ывăл çуралать. Алла диплом илнĕ хыççăн çамрăк çемье тĕнче касса çÿрес темест, тăван тăрăхрах тĕпленет. "Аякри хулана та кайма май пурччĕ, анчах мăшăрăмпа иксĕмĕр те çуралнă вырăнтах юлас терĕмĕр. Елчĕкре пурăнма килĕшет: атте-анне те çывăхра, сывлăш та таса", - пĕлтерчĕ Лена Портнова. Армспорт енĕпе пысăк çитĕнÿсем пуррине кура ăна тÿрех районти спорт комплексне тренер пулма йыхравлаççĕ. Унта вăл ал-ура вăйне аталантарассипе занятисем ирттерет. Çамрăк вĕрентекен патне ăсталăха туптама пирвай Елчĕк шкулĕнче ăс пухакансем çÿреме пуçлаççĕ.
Ĕçне кура хисепĕ тени шăпах Лена пирки каланăнах туйăнать, икĕ çул хушшинче тăрăшулăхĕпе, пултарулăхĕпе палăрнăран ăна "Улăп" ФСКн директорĕн спорт енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма шанаççĕ. "Пурнăçа спортпа çыхăнтарнăшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Хам ĕçленĕ хушăра 37 ача армспорт енĕпе 1-мĕш разряда тивĕçрĕ, иккĕшĕ спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарчĕ. Спорт маншăн пĕтĕм пурнăç тесен те йăнăш мар. Сăмах май, мăшăрăмпа теннисла вылянă чухне паллашрăмăр. Денис - штанга йăтассипе спорт мастерĕн кандидачĕ. Ывăла та халех спортпа туслаштарасшăн, пĕчĕкле хăнăхтарни питĕ пĕлтерĕшлĕ", - палăртрĕ Елена Николаевна.
Паян спортăн пур тĕсĕпе аталанма район-хулари физкультурăпа спорт комплексĕсенче услови çителĕклĕ. Лена та çакнах çирĕплетет: "Районта пурăнакансем уйрăмах бассейна çÿреме кăмăллаççĕ, шкул ачисем физкультура урокĕсене те час-часах комплексра ирттереççĕ. Кăçалтан фитнес-аэробика секцийĕ ĕçлеме пуçларĕ".
Елена Портнова комплекса килнисене яланах тарават, вăй-хал çитнĕ таран сĕнÿ-канашпа пулăшать. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем, пушă вăхăта усăллă ирттерекенсем, çитĕнÿ патне ăнтăлакансем йышланасса шанас килет.
Инна ЕГОРОВА
Комментировать