Аслисенчен тĕслĕх илеççĕ

19 Мар, 2014

Чăваш Ен боксерĕсем хамăр çĕр-шывра та, тĕнчере те тахçанах ят илнĕ. Тĕрлĕ чемпионат çĕнтерÿçисене Алексей Соловьева, Николай Алешева, Александр Федорова, Ирина Спиридоновăна паян пирĕн республикăра пĕлмен çын çук. Çамрăксем те вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ, чылай ăмăртуран çитĕнÿпе таврăнаççĕ.

Нумаях пулмасть Йĕпреç районĕнчи "Патвар" физкультурăпа спорт керменĕнче Афганистанра тата Çурçĕр Кавказра пуç хунă салтаксене асăнса пысăк турнир йĕркелерĕç. Спортсменсем медальсен 14 коплектне çĕнсе илессишĕн вăй виçрĕç. Чи сумлă наградăсене республикăн темиçе хут чемпионки, 10-ри Елизавета Герасимова, çĕр-шыв чемпионĕ Денис Павлов, тĕнче кубокĕн призерĕ Артур Шишокин тивĕçрĕç.

Черетлĕ ăмăрту Тольятти хулинче иртнĕ, унта боксерсем федерацин Атăлçи округĕнче мала тухассишĕн тупăшнă. ЧР кикбоксинг федерацийĕн президенчĕ Алексей Соловьев пĕлтернĕ тăрăх - чемпионата Чăваш Енрен 7 спортсмен хутшăннă, вĕсем пухмача 2 "ылтăнпа", 1 "кĕмĕлпе" тата 1 "бронзăпа" пуянлатнă. Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн çуртĕнчи спорт секцийĕнче ăсталăха туптакан Денис Павлов 57 килограмлă виçере çĕнтернĕ, арçынсен ушкăнĕнче Артур Шишокин пĕрремĕш вырăн йышăннă. Александр Потаповпа Роман Крапива çамрăк боксерсем хăйсен виçисенче кĕмĕлпе бронза медальсем çĕнсе илнĕ.


Е.АНДРЕЕВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.