Ăслă, илĕртÿллĕ...

10 Мар, 2016

Камсем çинчен сăмах пынине тавçăрма йывăрах мар - Чăваш Ен хĕрарăмĕсем çинчен! Йăлана кĕнĕ «Эх, мĕнлерех хĕрарăм!» конкурс пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ умĕн Чăваш Ен тĕп хулинче саккăрмĕш хут иртрĕ.

Шупашкар хула администрацийĕпе Хĕрарăмсен канашĕ пуçарнипе йĕркелекен конкурс тĕллевĕ - ĕçре, килте, обществăра çаврăнăçулăхне, илĕртÿлĕхне, пултарулăхне кăтартакан хĕрарăмсемпе мăнаçланасси, вĕсене хавхалантарасси.

Хĕрарăмсене пурнăç тыткăчисем пек хакласа пуç тайма сцена çине Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тухрĕ. Хĕрарăмсен канашĕн ыркăмăллăх фончĕн ертÿçи Лариса Игнатьева, Шупашкар хулинчи хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ирина Клементьева этемлĕхĕн черчен çуррин маттур представителĕсене çурхи уявпа саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Çичĕ хĕрарăм тупăшрĕ конкурс çĕнтерÿçин ятне тивĕçессишĕн. Жюри ăмăртăва хутшăннă кашни пикен илĕртÿлĕх тĕшшине асăрхарĕ пулин те пур енĕпе те «мĕнлерех!» тесе хакламаллине палăртрĕ-палăртрех: çĕнтерÿçĕ Наталья Юдина, тĕп хулари 23-мĕш шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ, пулса тăчĕ. Ыттисене тĕрлĕ номинацире чысларĕç.

Теги: