Кил хуçалăхĕсенче ĕне-выльăх сахалланать
ЧР Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн экономикăшăн тата социаллă пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ пысăк организацисен 2015 çулти йышне çирĕплетнĕ.
Агропромышленноç комплексĕнчен унта - 43, вăл шутра апат-çимĕç хатĕрлекенни тата продукцие тирпейлекенни - 18, ял хуçалăхĕн организацийĕ - 25. 2015 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне апат-çимĕç хатĕрлекен, ертсе пыракан предприятисем сутлăха тавар 12,7 млрд тенкĕлĕх е виçĕмçулхи асăннă тапхăртинчен 28,4% нумайрах ăсатнă. Апат-çимĕç хатĕрлекен тата продукцие тирпейлекен организацисенчен 2-шĕ 2015 çула тăкакпа вĕçленĕ.
Республикăри ертсе пыракан ял хуçалăх предприятийĕсем пĕлтĕр суту-илĕве 2014 çулхинчен продукци 28,2% ытларах янă, кассăна 5,6 млрд тенкĕ кĕнĕ. 2015 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче ял хуçалăх организацийĕсен хушшинче тăкакли пĕрре те пулман. Çакна та палăртас килет: экономикăшăн тата социаллă пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ пысăк организацисен 2015 çулти йышне 2014 çулхинчен 26,5% ытларах кĕртнĕ.
Пирĕн ял ĕçченĕсен продукцине тишкерсен çакă курăнать: 54,1% - ÿсентăранран, 45,9% выльăхран туса илнĕ. Чăваш аграрийĕсем çĕр ĕçĕпе выльăх ĕрчетессине шайлаштараççĕ, хуçалăха тытмалли тĕрлĕ тытăмпа усă кураççĕ. Чăваш Енри пусă çаврăнăшĕнчи лаптăк - Раççейри ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пĕтĕм çĕрĕн 0,5% чухлĕ, пирĕн производство тÿпи - çĕршывра туса илекен ял хуçалăх продукцийĕн 1% яхăн чухлĕ.
2015 çулхи 9 уйăхра ял хуçалăх организацийĕсен 89,7% укçа-тенкĕ çаврăнăшне ÿсĕмпе йĕркеленĕ. 2014 çулхи асăннă тапхăртинчен вăл самай пысăкрах, таса тупăш 17,5% нумайрах.
Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх - 193,7 пин, çав шутра ĕне 92,3 пин пуç е 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлнехипе танлаштарсан 98,7 тата 100,2% пулнă. Сысна, качака, сурăх кĕтĕвĕ - чылай, кайăк-кĕшĕк шучĕ 35% хушăннă. Юлашки çулсенче ял хуçалăх организацийĕсенче, мăйракаллă шултра выльăхсăр /2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕчченхинчен - 98,7%/ пуçне, ыттин шучĕ пысăкланчĕ. Шел те, кил хуçалăхĕсен ĕне-выльăхĕ сахалланать.
2015 çулта инвестицин çак проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕ: Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Аçăмçырми ялĕнчи 1000 ĕне выльăх усрамалли комплекс, Патăрьел районĕнчи «Батыревский» АХО тата «Исток» агрофирмăн 200-шер ĕне усрамалли витисем, «Юрма» агрохолдингăн кайăк-кĕшĕк фабрикисем /çулталăкра 60 пин тонна аш туса илмелĕх/, Шупашкар районĕнчи «Акашевская» кайăк-кĕшĕк фабрикин тĕпрен юсанă корпусĕсем...
Иртнĕ çул ăратлăха тата продуктивлăха ÿстерессишĕн чылай хуçалăх кĕтĕве çĕнетнĕ.
Пĕлтĕр ял хуçалăх организацийĕсенче кашни ĕнерен вăтамран 4861 кг сĕт е 2014 çулхинчен 3,6% нумайрах сунă. Машинăпа ĕне сăвакан 152 операторăн кăтартăвĕ - 5000 ытла, 13-шĕн - 8000 ытла, 26-шĕн - 7000-7999, 61-шĕн - 6000-6999, 52-шĕн - 5000-5999 кг.
Николай ЯКИМОВ,
ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ
Комментировать