Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă

10 Мар, 2016

Нарăсăн 15-мĕшĕнче театр артисчĕ тата кино актерĕ, илемлĕ сăмах ăсти, театр режиссерĕ, пирĕн ентеш /Етĕрне хулинче ÿснĕ/ Николай Мордвинов çуралнăранпа 115 çул çитрĕ. Ленин /1965/, Сталин /1942, 1949, 1951/ премийĕсен лауреачĕ, СССР халăх артисчĕ /1949/ çур ĕмĕр ытла каялла театр сцени çинче калăпланă сăнарсем, сенкер экрансем çине кăларнă рольсем паян кун та манăçман.

Хăшне-пĕрне кино историне кĕрсе юлма пĕр роль те çителĕклĕ. Теприсем экрансем çине вун-вун сăнар кăларсан та асра юлмаççĕ. Николай Мордвинов кинора сакăр роль çеç вылянă. Анчах мĕнлерех!

Пĕрремĕш хут Н.Мордвинов 1935 çулта Е.Шнейдерпа М.Гольдблатăн "Последний табор" драминче Юдко чикан рольне вылянă. Театр ĕçне путнăран Н.Мордвинов чылай вăхăт ÿкерĕнмен. 1941 çулта киноискусствăна тепĕр хут таврăннă. Хальхинче вăл куракана И.Савченкăн фильмĕнче Богдан Хмельницкий сăнарĕпе тĕлĕнтернĕ.

Унтан - С.Герасимов "Маскарадĕнчи" Арбенин. Çак сăнара Н.Мордвинов çулсем иртсен те манăçа тухмалла мар калăпланă. "Мордвинов мана вăйлă тĕлĕнтерчĕ. Эпĕ хальччен пурнăçра кун пеккине курман. Сцена çинче чаплă классик, театр романтикĕ йăлкăшрĕ", - çырнă ун пирки паллă актер Николай Бурляев.

Сергей Герасимов Арбенин рольне Мордвинова тÿрех парасшăн пулман. Çав çулсенче режиссер çамрăк актерсене ытларах хисепленĕ. Лермонтов геройĕ те, унăн шухăшĕпе, çамрăк çын пулнă. Мордвинов вара ун чухне хĕрĕх тултарнă. Ентеш пултаруллă çыншăн çулсем чăрмав маррине çирĕплетсе панă! Каярахпа Вячеслав Горданов оператор çапла каланă: "Мордвинова ÿкересси - чăн-чăн телей! Мĕншĕн телей? Мĕншĕн тесен Мордвинов шухăшлама пултаракан ăста, вăл мĕн кирлине, мĕнле вылямаллине хăех пĕлет, курать". Арбенин сăнарĕнче актер обществăпа тата хăйĕнпе хирĕçĕве кĕнĕ çамрăк çын инкекне питĕ ăста кăтартса панă.

"Мана Герасимовпа тĕл пултарнăшăн Турра тав тăватăп", - Мордвинов çак сăмахсене пĕр хутчен кăна мар каланă. Тен, шăпах кинематографри "Маскарада" пула каярахпа театрта "Маскарад" çуралнă. Кунта та актер питĕ ăста вылянă. Арбенин ролĕшĕн ентеше 1965 çулта Ленин премийĕпе чысланă.

Н.Мордвиновăн ытти ролĕ хушшинче Григорий Иванович Котовский хĕрлĕ командир /А.Файнциммер "Котовский"/ паллă вырăн йышăнать. Ахальтен мар арçын ачасен темиçе ăрăвĕ Котовский тĕслĕхĕпе хавхаланса ÿснĕ.

Николай Мордвинов пурнăçĕнчи юлашки кунчченех ĕçленĕ. Ю.Завадский театрĕ, Ростоври Горький ячĕллĕ театр, Моссовет ячĕллĕ театр... Хăть ăçта та вăл чунне парса тăрăшнă, сăнарсене хăй витĕр кăларса "чун кĕртнĕ". "Ун пирки искусствăри максималист тесе калама пулать. Вăл Хемингуэя вылясшăнччĕ. Микеланджело, Шекспир, Лермонтов - унăн идеалĕсем. Вăл пултаруллă, пысăк чунлă çынсене хисепленĕ, хăй те вĕсем пек пулма тăрăшнă..." - çырнă Я.Варшавский.

Н.Мордвинов 1966 çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕнче йывăр чире пула пурнăçран уйрăлнă. Ăста çын çут тĕнчерен кайнă, анчах вăл калăпланă сăнарсем юлнă, вĕсем тăван театр тата кино историне чаплă ĕçсем пек кĕрсе юлнă.

/Интернетри форумран/.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.