Пĕрисем - Мускавра, теприсем - Сочире

10 Мар, 2016

Нарăсăн юлашки кунĕсенче çăмăл атлетика енĕпе çĕршывра икĕ чемпионат иртрĕ. Малтан вĕсем Мускавра ăмăртрĕç. Унта пирĕн республика спортсменĕсене те ăнчĕ.

Шăчăпа 4,70 м çÿллĕшне сиксе пĕрремĕш вырăн йышăннă Анжелика Сидорова Мускав хулипе Чăваш Ен командисене нумай очко кÿчĕ. Удмуртпа Чăваш республикисен чысне хÿтĕлекен Елена Наговицына 5000 метрлă дистанцие виççĕмĕш чупса тухрĕ. Çак дистанцирех çамрăкрах спортсменсен хушшинче Ольга Николаевăпа Александр Новиков иккĕмĕш кăтартупа палăрчĕç.

Сочире иртнĕ чемпионатра спорт мелĕпе утакансем тупăшрĕç. Командăсен хушшинче, ытти çулти пекех, малти вырăнсене Мордвапа Чăваш республикисем йышăнчĕç. Пирĕн - пĕр ылтăн медаль. Ăна спортăн тĕнче класлă мастерĕ Петр Трофимов çĕнсе илчĕ. Вăл 20 километрлă дистанцире çĕнтерчĕ /1 сехет те 22 минут та 06 çеккунт/.

- Чемпионатра пирĕн ытти спортсменсем те намăс курмарĕç, - каласа парать Олимп резервĕсен ятарлă 8-мĕш спорт шкулĕн директорĕн заместителĕ Олег Андреев. - Акă Роман Георгиев. Вăл 35 километрлă дистанцире çамрăксен хушшинче виççĕмĕш пулчĕ. Пĕтĕм тĕнчери Универсиадăн кĕмĕл призерĕн Мария Пандаковăн та "бронза". Юниорсен пĕлтĕрхи Европа чемпионатĕнче çĕнтернĕ Клавдия Афанасьева хальхинче иккĕмĕш пулчĕ, тепĕр ушкăнра Мария Лосинова - виççĕмĕш. Олег Иванович çакна та пĕлтерчĕ: спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан Лилия Степановăпа Николай Сергеев пирвайхи хут Раççей спорт мастерĕн шайĕнчи кăтартусемпе савăнтарчĕç.

Юрий ПЛОТНИКОВ.

Рубрика: