Эх, мĕнлескер...

5 Мар, 2016

Çак кунсенче çывăх çыннисем, ĕçтешĕсем, пĕлĕшĕсем хĕрарăма ăшă сăмахпа, асăнмалăх парнепе хавхалантараççĕ. Тен, çавăнпах нихçанхинчен илĕртÿллĕрех вăл. «Эх, мĕнле хĕрарăм», - ахальтен мар чарăнса тăрсах куç илми сăнаççĕ ăна арçынсем. Йăл кулăпа çиçекенскер, чăнах, тавралăха илем кÿрет.

Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкарта «Эх, мĕнле хĕрарăм» конкурс йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Кăçал 10-мĕш хут иртрĕ вăл. Унта ача сачĕн воспитателĕсем, педагогсем, экономист, «Чăвашэнерго» пай пуçлăхĕ хутшăнчĕç.

Хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тĕрĕсех каларĕ: пирĕн хĕрарăмсем чи пултаруллисем, чи ăслисем, чи хитрисем.

- Эпир аннене, мăшăра, хĕре килти хăтлăхшăн тав тăватпăр. Хĕрарăмсем ĕçре çитĕнÿ тăваççĕ, ачасене тĕрĕс воспитани параççĕ. Эпир сире хаклатпăр, хисеплетпĕр, юрататпăр, - терĕ вăл этемлĕхĕн черчен çуррине çывхарса килекен уявпа саламланă май.

Республикăри Хĕрарăмсен союзĕн ыркăмăллăх фончĕн ертÿçи Лариса Игнатьева конкурса хутшăнакансене пурне те шухăшланине пурнăçа кĕртмешкĕн ăнăçу сунчĕ. Çав вăхăтрах хĕрарăмсен хастарлăхне, çаврăнăçулăхне, ăнтăлăвне ырларĕ вăл.

Хĕрарăмсен союзĕн Шупашкарти уйрăмĕн ертÿçи Ирина Клементьева хăйсен тĕпренчĕкĕсене тата ют ачасене чунран юратакан амăшĕсемпе мăнаçланнине палăртрĕ. Вĕсем, паллах, хисепе тивĕçлĕ.

Ачисене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерекен, мăшăрĕпе килĕштерсе пурăнакан, ĕçре ырă ят çĕнсе илнĕ хĕрарăм телейлĕ. Юрласа-ташласа пурнăçа хытă юратнине ĕнентерчĕç конкурса хутшăнакансем. Нумайăшĕ видиопрезентаци урлă хăйĕнпе паллаштарчĕ.

Шупашкарти 35-мĕш вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Надежда Мокеева сцена çине ĕçтешĕсемпе пĕрле тухрĕ. Тăванлăх юррипе куракансен кăмăлне çавăрчĕç вĕсем. Унăн ывăлĕ - сăвă каласа, хĕрĕ ташласа тыткăнларĕ. Татьяна Васильева экономиста хавхалантармашкăн ывăлĕпе хĕрĕ тата мăшăрĕ кăна мар, ашшĕпе амăшĕ те, хуняшшĕпе хунямăшĕ те килнĕ. Ольга Иванова педагог ачисене пулăшма ыйтса кĕлĕ вуларĕ. «Эсĕ - пирĕн анне, çавăнпа юрататпăр та сана», - сцена çине чупса тухрĕç тĕпренчĕкĕсем.

Жюри шухăшĕпе, конкурсра 23-мĕш вăтам шкул директорĕн çумне Наталия Юдинăна çитекенни пулмарĕ.

Конкурса хутшăннисене тĕрлĕ номинацире чысларĕç. Чипер те пултаруллă хĕрарăмсен ячĕпе юрă-кĕвĕ янăрарĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Шупашкар хула администрацийĕн сайтĕнчи сăнÿкерчĕк.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.