Сăпайлă та тимлĕ, ырă та ачаш

5 Мар, 2016

Тепĕр виçĕ кунран хĕрарăмсен - ăш пиллĕ аннесемпе ырă-ырă кукамай-асаннен, чипер аппасемпе йăмăксен - мимоза шăршиллĕ, сар хĕвел шевлиллĕ ăшă та çутă, ачаш та черчен уявĕ.

Пурнăçра чи çутти тата чи лайăххи - хĕрарăм сăнарĕнче. Мĕн авалтан этемлĕхĕн илĕртÿллĕ пайĕ сăпайлăхпа тимлĕхе, ĕçченлĕхпе тирпейлĕхе, ырăпа ачашлăха сăнарланă. Çак пахалăхсем вĕсене кил-çурта хăтлăх кÿме, çемье вучахĕн ăшшине упрама, ачасене воспитани пама, ĕç-хĕлĕн мĕнпур сферинче çитĕнÿ тума пулăшаççĕ.

Черчен те ачаш хĕрарăмра мĕн чухлĕ вăй-хăват, чăтăмлăх пурри тĕлĕнтерет те чылай чухне. Ир-каç та таçта çитме, темĕн çавăрттарса хума та ĕлкĕрет вăл. Уйрăмах чăваш хĕрарăмĕ хăйне нихăçан та шеллемест. Ывăннине те пĕлмест вăл. Хăй çинчен пуçĕпех манса тĕпренчĕкĕсемшĕн пурăнать вăл. Ачисен кăна йăлтах лайăх пултăр - хырăмĕ тутă, çи-пуçĕ питĕ, чунĕнче савăнăç хуçалантăр, вара амăшĕ хăйне чăнласах телейлĕ туять. Юлашки укçипе пепкисем валли кучченеç туянакан, хăй тăхăнмасăр ачисене пукане евĕр тумлантараканскер чăн-чăн кăлăк чăххине аса илтерет мана.

Мăшăрĕсенчен çамрăклах тăлăха юлса пĕчченех çич-сакăр ача çитĕнтерсе ура çине тăратнă амăшĕсем те нумай ялсенче. Арçын хÿттине, унăн пулăшăвне курман вĕсем пурнăçра, çапах та тăван кил-çурт вучахне, унти çемье ăшшине сÿнме паман. Йывăр тиеве ĕмĕр тăршшĕпех хăйсен ачаш хулпуççийĕ çинче тытса пынă пĕччен амăшĕсем чăннипех те мухтава тивĕçлĕ.

«Анне» - пĕрремĕш тата сăваплă сăмах. Анне - кашни çын пурнăçĕнчи пуçламăшĕн пуç­­ламăшĕ. Мĕнешкел ачашлăх, çепĕçлĕх, юрату тапса тăрать унра. Аннерен хаклăрах çын пур-ши çак тĕнчере? Çутçанталăк хĕрарăма тĕлĕнмелле туйăм парнеленĕ - амăшлăх туйăмĕ.

Анне юратăвĕнчен лайăхраххи, пархатарлăраххи урăх нимĕн те çук - çак вăйлă туйăм чăннипех тулли те вĕçĕмсĕр, вăл ачаш та ăш пиллĕ. Эпир миçе çулта пулсан та аннесем сывă чухне вĕсемшĕн яланах ача вырăнĕнче шутланатпăр, пире те хаклă çыннăмăрăн ачаш аллисен ăшши, унăн ырă сăмахĕ тата вăл хамăра ытармалла мар ăшă куçпа пăхни пурнăçра тем пекех кирлĕ.

Шел те, юлашки вăхăтра çемьери йывăр лава ытларах хĕрарăм туртса пырать. Арçынсем ан кÿренччĕр те, çапах вĕсем çемçелсех кайнине ниепле те пытараймăн. Пĕлĕшсен, пĕрле вĕреннĕ тантăшсен хушшинчех икĕ-виçĕ ĕçре тăрăшакан хĕрарăм нумай. Упăшка текеннисем те пур вĕсен, тĕрлĕ сăлтав тупса иртен пуçласа каçчен диван хураллаканнисем. Йывăр лава хĕрарăм çине тиенĕ вĕсем. Унашкаллисенчен халь тин ыррине кĕтсе илеймĕн. Ниçта ĕçлемен мăшăрĕсем киле урă таврăнсан та тем пек савăнаççĕ мăнтарăн хĕрарăмĕсем. Пĕчченех кредит тÿлеççĕ, ачисене вĕрентеççĕ, выльăх-чĕрлĕх ÿстереççĕ, кашни кун ĕçе çÿреççĕ, кулленхи пурнăçри мĕнпур ыйтăва та хăйсемех татса параççĕ. Йĕркеллĕн канаймаççĕ, тăраниччен çывăраймаççĕ те, тен, çавăнпа хăйсен ÿсĕмĕнчен аслăрах курăнаççĕ. Тĕкĕр умĕнче капăрланма мар, сĕтел хушшине ларса васкамасăр апатланма та вăхăт çук вĕсен. Шел те, чăваш арçынĕсенчен хăшĕ-пĕри мăшăрне упрама та, хаклама та пĕлеймест. Пурнăç тилхепине хăйсем те çирĕппĕн тытса пыраймаççĕ. Ирĕксĕрех черчен хĕрарăмăн пур яваплăха хăй çине илме тивет. Мĕнех, арçынна шанса ларнин пархатарĕ çуккине туйса илнĕскер пĕр вăхăтрах çемьере те, ĕçре те вăхăтне шайлашуллă йĕркелеме пултарать.

«Хĕрарăма яланах нумай кирлĕ, ăна нихăçан та çитмест», - тенине пĕрре мар илтетпĕр. Этемлĕхĕн черчен çурри чи малтан тĕпренчĕкĕсем пирки шухăшланине ăнланасшăнах мар çав темшĕн. Хăйсен ачисене кăна мар, юттисене те çунат айне илсе ÿстерме вăй-хăват çитереççĕ те вĕсем. Пирĕн республикăра тăван тĕпренчĕкĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă хыççăн çын ачисене усрава илсе юратупа ăшăлăх парнелекен чăннипех те нумай. Хÿтлĕхсĕррисене çемьене илсе тивĕçлĕ воспитани паракансем çинчен эпир хамăр хаçатра çырсах тăратпăр.

Хĕрарăма савăнтарма, çунатлантарма нумай та кирлĕ мар. Хăйне ырă сунакана вăл каялла ытларах та ăшăпа, çепĕçлĕхпе, черченлĕхпе тавăрĕ. Пушăн 8-мĕшĕнче пирĕнтен кашниех ачаш сăмаха, парнене тивĕçтĕрччĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.