Чăваш çĕрулмийĕн уявĕ е Чăваш çĕрулмийĕн тухăçĕ пысăк

5 Мар, 2016

Виçĕмкун тата ĕнер Шупашкарти «Экспо-Контур» суту-илÿпе курав комплексĕнче çĕрулми куравĕ иртрĕ. Унта Раççейри 22 регионтан тата Беларуç Республикинчен килсе çитнĕ предприятисем хутшăнчĕç.

Çĕрулми уявне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Николай Малов, РФ Селекци çитĕнĕвĕсене сăнас тата упрас енĕпе ĕçлекен патшалăх комиссийĕн председателĕ Виталий Волощенко тата Çĕрулми туса илекен А.Г.Лорх ячĕллĕ хуçалăхăн ăслăлăх-тĕпчев институчĕн директорĕ Сергей Жавора уçрĕç.

- Республикăра çĕрулми туса илесси анлă сарăлчĕ. «Нумай лартмасан та юрать пулĕ, рынок тулса ларчĕ вĕт», - тенине пĕрре мар илтнĕ. Çав вăхăтрах федераци лавккисенче Египетран, Пакистанран, Евросоюзран кÿрсе килнине сутаççĕ. Хамăрăнне мĕншĕн суту-илĕве кăлармалла мар? Раççей регионĕсенче, чикĕ леш енче сутма пире кам чăрмантарать? «Иккĕмĕш çăкăр» туса илессине 1 млн тоннăна çитерме тăрăшмалла пирĕн, ăна пурнăçлама майсем пур, - пĕлтерчĕ хăй шухăшне Михаил Игнатьев.

Çак шухăша форума уçма хутшăннисем пурте ырларĕç, çĕрулмие малашне чикĕ леш енне сутма тăрăшмаллине палăртрĕç.

Михаил Игнатьев кураври экспонатсемпе паллашрĕ. Кунтах «Çĕрулмин ку чухнехи промышленноç никĕсĕ çинчи инноваци аталанăвĕн тăрăмĕпе пуласлăхĕ» ăслăлăх-практика конференцийĕ иртрĕ. Унта ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕтĕм тытăмри хуçалăхсем пĕлтĕр «иккĕмĕш çăкăр» туса илессипе мĕнле ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕ. Иртнĕ çул Чăваш Енре 700 тонна çĕрулми пухса кĕртнĕ. Чăваш Ен ку енĕпе Раççейре - 6-мĕш, федерацин Атăлçи округĕнче Тутарстан хыççăн 2-мĕш вырăн йышăнать.

Курав пирĕн республикăра кăçалхипе саккăрмĕш хут иртрĕ. Çĕрулми ăстисем пĕрремĕш кунах 1,5 млрд тенкĕлĕх килĕшÿсем тунă. Курава 60 пин çын пырса курнă, кĕрпеклĕ çĕрулмирен хатĕрленĕ апат-çимĕçе тутаннă. Икĕ кун хушшинче хула халăхĕпе хăнасене пĕтĕмпе 300 тонна ытла паха вăрлăх сутнă. Унăн хакĕ пасартинчен пысăках пулман, 1 килограмĕ 30 тенке яхăн, çимелли çĕрулмин 1 килограмĕ - 12-17 тенкĕ.

 

Елена АТАМАНОВА.

ЧР ПА сайтĕнчи сăнÿкерчĕк.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.