Тамăкри тăхăр уйăх ПНО: ИГИЛ тыткăнĕнче сахалтан та 3,5 пин çын асапланать

5 Мар, 2016

Террористсен тыткăнне лекнĕ хĕр каласа кăтартнă истори тĕнчене кисретнĕ. 18 çулти пике юриспруденцире карьера тума ĕмĕтленнĕ, анчах çутă малашлăх вырăнне чăн тамăкра тăрăх уйăх ирттерме тивнĕ унăн. Наркотиксемпе минренĕ арçынсен эшкерĕ ăна вĕçĕмсĕр пусмăрланă. Пĕррехинче хĕр хăйĕн аллипе... хырăм пăрахнă.

Пусмăрçăсем шеллемен

Ширин /хĕр ятне улăштарнă/ журналистсене çапла каласа кăтартнă. Ăна 17 çулта вăрласа кайнă. Хĕр хăйне мĕн кĕтнине чухлама та пултарайман. Террористсен ушкăнĕнче пурăннă чух унăн тăхăр "упăшка” пулнă. Хĕрĕн 60 çулти арçынран çие юлнă. Ачана епле пулсан та кун çути кăтартас мар тесе Ширин темĕн те тунă, çапла майпа шăла çыртса хăйне хăй хырăм пăрахтарнă. Çак асапа хĕр нихăçан та манса каяс çук...

Тыткăнри хĕр террористсенчен темиçе хут та хăйне медицина пулăшăвĕ кÿме ыйтнă, анчах та кĕтсе илеймен. Пусмăрçăсем шеллемен. Ар çыхăнăвне кĕнĕ май арçынсем темĕн те пĕр шухăшласа кăларнă. Çакăн хыççăн хĕрĕн хырăм айĕ кантăкпа каснă пек ыратнă. Анчах та арçынсем çакна курмăш тунă. Ширина хăйĕн пекех тыткăна çакланнă ытти хĕр пулăшма тăрăшнă. Сурансене инфекци çакланасран ăна тăвар хушнă шыв тултарнă ваннăна вырттарнă.

"Пĕррехинче, астăватăп, - каласа кăтартнă Ширин, - мана черетлĕ хут çавăн пек ваннăна вырттарчĕç. Пăхатăп, шыв питĕ хăвăрт тĕксĕмленсе пырать. Хам юн ăшĕнче выртнине каярахпа кăна чухласа илтĕм”.

Тамăкра хĕр хăй çине алă хума та хăтланса пăхнă - тыткăна çакланнă хыççăнах тутăртан мăйкăч туса çакăнма тăнă. Анчах та террористсенчен пĕри шăп çав самантра пÿлĕме кĕнĕ те хĕре çапса антарнă. Ширин каланă тăрăх, çавăн чухне унăн куçĕнчи юн тымарĕсем çурăлса кайнă.

Телее ИГИЛ /ку организацие Раççейре ĕçлеме чарнă/ тыткăнĕнчен хăтăлма пултарнă Ширин. Халĕ вăл Германире пурăнать. Анчах та сухаллă арçынсене текех шанманнине пĕлтерет.

"Ислам патшалăхĕн” харпăрлăхĕ

ИГИЛ лидерĕсенчен пĕри - аль Багдади. Вăл та тыткăнри хĕрсемпе усă курать. Анчах та унран та тарма май тупаççĕ пикесем. Хăтăлма пултарнисенчен пĕри "Ислам патшалăхĕнчи” тыткăнри чиперуксен пурнăçĕ çинчен каласа кăтартнă.

14-ри Сахера тата 16-ри Дильван Абу Бакр аль Багдади аллине 2014 çулта çакланнă. Террористсем хĕрсене /хĕрачасене тесен тĕрĕсрех пуль/ Мосул хулине ăсатнă. Тыткăна лекнĕскерсем 20 кун аль Багдади патĕнче пурăннă. Тарма тăнă, анчах та çакланнă.

Тыткăнрисенчен пĕри каласа кăтартнă тăрăх, тарма тăнăшăн хĕрсене питĕ вăйлă хĕненĕ. Халĕ вĕсем ирĕклĕ çынсем маррине, "Ислам патшалăхĕн” харпăрлăхĕ пулнине каланă. Сахерăпа Дильван пĕр вăхăтран çапах та тарма пултарнă. Унтах Кайла Мюллер американка пулнă, анчах та унăн çăлăнма май килмен.

Тыткăнран хăтăлса тухнисем эшкер ертÿçи пирки каласа кăтартнă. "Вăл хăйне лăпкă тыткалатчĕ, сассине хăпартмастчĕ. Кĕсье телефонĕпе усă курмастчĕ, ун вырăнне çыхăнăва ыттисем йĕркелесе пыратчĕç. Анчах та вăрттăн пÿлĕм пурччĕ унăн - унта Интернетпа çыхăнтарнă компьютер вырнаçтарнăччĕ. Аль-Багдадин çав вăхăталла пилĕк ачаччĕ - чи кĕçĕнни тин кăна çуралнăччĕ, асли - 14-ччĕ. Виçĕ арăмччĕ: Сири, Сауд Аравийĕ тата Ирак тăрăхĕнчен тухнăскерсем. Кил тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлакан хĕрсене халиф арăмĕсем те хĕнетчĕç, алă айне мĕн лекет, çавăнпа çапатчĕç: патакпа, резина туяпа. Кирек мĕнле вак-тĕвекшĕн те лекетчĕ, çав шутра - ислам тĕнне пăхăнманшăн та".

Хĕрсем çавăн пекех Кайла Мюллер çинчен те каласа кăтартнă. Абу Саях ăна хĕнемен, кÿрентермен иккен. Кашни каç хĕре Коран вуласа панă. Хăй американка пулнине пытарма, француженка тесе калама хушнă. Террорист каярахпа ăна ислам тĕнне куçарма, унтан качча илме тĕв тунă.

"Тĕрĕс мар тĕне" ĕненнĕшĕн

Езидсем /йезидсем, хăйсем каланă пек - эзди/ пирки курдсен пĕр юппи текен те, уйрăм халăх пулнине çирĕплетекен те пур. Уйрăм халăх пулнине çирĕплетекенсем аталану виçĕ çул-йĕрне палăртаççĕ. Пĕрремĕшĕ, езидсем - вавилонянсен тăхăмĕсем. Иккĕмĕшĕ, шумерсен тăхăмĕсем. Виççĕмĕшĕ - Индирен, Бумбаи /Бомбей/ тăрăхĕнчен тухнă халăх, каярахпа Иракăн çурçĕр енче тĕпленнĕскерсем.

Çакă тĕлĕнтерет, езидсен нихăçан та хăйсен патшалăхĕ пулман. Çапах та пин-пин çул хушшинче вĕсем чĕлхине çухатман. Паллах, тĕп вырăнта тĕн пулнă, чун тасалăхне упраса хăварма вăл пулăшнă та. XII-XV ĕмĕрччен езидсен хăйсен тĕнĕ пулман-ха. Вĕсем тĕрлĕ турра ĕненнĕ, чи кирли - Хĕвеле пуç çапнă. Вĕсен тĕнĕнче Хĕвел тĕп вырăн йышăнать. XII ĕмĕрте вĕсем хăйсене вăйпах сĕнекен ислама йышăнма тĕпрен хирĕçленĕ. Езидсем чĕлхине, йăла-йĕркине çирĕп пăхăнаççĕ, наци уявĕсене паллă тăваççĕ. Ездики чĕлхипе калаçаççĕ, вырăс алфавичĕпе тата латин чĕлхинчи çичĕ саспаллипе усă кураççĕ - вĕсем хăйне евĕр сасăсене уçăмлатмашкăн кирлĕ.

Езидсен тĕнчери йышне тĕрлĕ çăлкуç тĕрлĕрен палăртать - 1-3 миллион. Халăхăн 1 миллиона яхăн пайĕ Иракăн çурçĕр тăрăхĕнче пурăнать, ыттисем - Арменире, Грузире, Раççейре, Германире, Францире, Америкăра тата ытти çĕршывра.

Езид хĕрарăмĕн çавăн пекех джихадистсен тыткăнĕнчен тарма май килнĕ. Унпа пĕрле пулнă темиçе хĕр пусмăра чăтаймасăр хăйсем çине алă хунă, Амина Саид Хасан вĕсен сăнÿкерчĕкĕсене упрать. "ИГИЛ боевикĕсем вĕсене алăран алла сутатчĕç. Çăлăну курманнипе вĕсем пурнăçпа хăйсен ирĕкĕпех сывпуллашрĕç, - каласа кăтартать хĕр. - Манăн шухăшпа, ун пеккисем - çĕр-çĕр хĕр-хĕрарăм... Эпир нумайăшĕнпе çыхăнăва çухатрăмăр”.

ИГИЛ майлисем езидсене тĕрĕс мар тĕне ĕненнĕшĕн айăплаççĕ, çав сăлтавпах вĕсен арçыннисене вĕлереççĕ, хĕрарăмсемпе ачасене тыткăна илеççĕ. Тыткăнран çăлăннă хыççăн Амина Хасан тĕнчене исламистсем пирки каласа кăтартакансен юхăмне хутшăннă. ИГИЛ йышăннă лаптăкра юлнă езидсене уйрăмах йывăр килет. Çывăх çыннисене çухатнă езидсем Аминăпа çыхăнма тăрăшаççĕ.

"Çынсем мана паллаççĕ. Эпĕ Синджартан. Нумай çынна вăрлани пирки пĕлетĕп. Вĕсенчен чылайăшĕ - хамăн тăван, кÿршĕ, пĕлĕш. Вăл çынсемпе мĕн пулса иртнине питĕ лайăх ăнланатăп, çавăнпах çывăрайми те пултăм”, - пытараймасть куççульне Амина.

Сирире 2011 çулта вăрçă пуç­лан­нăранпа çĕршывран 4 миллиона яхăн çын тухса тарнă. Тыткăна çакланнисен хăйсен çирĕплетнĕ хакĕ пур. Вĕсемпе пĕр-пĕрин хушшинче суту-илÿ тунипе çырлахмаççĕ, секс-чуралăхран ытларах тупăш илес тесе проституткăсен çуртне те тара параççĕ е сутаççĕ. 12-ри хĕрачана, сăмахран, 30 пин долларпа туяннă. Хĕрачасене çавăн пекех тăванĕсене укçа тÿлесе илме те сĕнеççĕ.

Хĕр-хĕрарăм чĕрĕ юлас е тăванĕсене çăлса хăварас тесе боевиксене качча тухма та килĕшет. Анчах та - пурте мар. Ар çыхăнăвне кĕме килĕшмен хĕрарăмсене çавăнтах вĕлереççĕ. Иракри Мосул хулинче 837 хĕрарăм пурнăçне татнă. Ирсĕрсен аллинчен шар курнă хĕрарăмсем - патшалăх служащийĕсем, депутатсем, адвокатсем, нотариуссем, парикмахерсем.

Этемлĕхе хирĕç

Пĕрлештернĕ Нацисен Организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Раççейре ĕçлеме чарнă "Ислам патшалăхĕн” эшкерĕ сахалтан та 3,5 пин çынна тыткăнра тытса тăрать. Вĕсен пысăк пайĕ - ачасемпе хĕрарăмсем. ИГИЛ чурисен пысăк пайĕ - Иракра тĕпленнĕ езидсем. Террористсем вĕсен тĕлĕшпе геноцид хатĕрлеççĕ-мĕн. ПНО докладĕнче палăртнă тăрăх, "Ислам патшалăхĕн” боевикĕсем çак халăха пуçĕпех çĕр çинчен çухатасшăн. Çакна вара халăхсен хушшинчи паянхи саккунпа килĕшÿллĕн преступленипе танлаштарма пулать. Этемлĕх тĕлĕшпе тăвакан преступленисемшĕн суннит боевикĕсем яваплăха хăйсем çине илнĕ - вĕсем шиитсен пасарĕсенче, мечĕтĕсенче терактсем йĕркелеççĕ. Шăпах çак сăлтавпа çынсем Европăна тараççĕ те. Асăннă организаци докладĕнче хăрушă фактсем илсе кăтартнă - юлашки çулсенче преступлени тĕлĕнмелле хăрушă шая çитнĕ: исламистсем хирĕç-тăрусенче мирлĕ халăхпа, унтан та ытла - ачасемпе, хÿтĕленеççĕ.

ООН докладĕнчи цифрăсене ĕненес тĕк, 2015 çулта кăна Иракра 18 пин ытла çын вилнĕ, вĕсен пысăк пайĕ - Багдадри террористсене пула. Хĕç-пăшаллă хирĕç-тăрусенче вилнисене шутламасăр тата 37 пин çын аманнă.

The Daily Mail, ТРК "Звезда”, "Интерфакс", Zakon.kz

материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.