Деклараци кĕтет инспекци

4 Мар, 2016

Кăрлачăн 1-мĕшĕнче деклараци кампанийĕ пуçланчĕ. Кăçалхи çу уйăхĕн 4-мĕшĕнчен кая юлмасăр 2015 çулта илнĕ тупăш çинчен отчет тăратмалла.

Камсен? Федерацин налук службин Шупашкарти инспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх - чи малтанах уйрăм предпринимательсем, нотариуссем, ваккатсем деклараци пама тивĕç. Тата - виçĕ çултан каярах харпăрлăхра пулнă пурлăха сутса, пурлăха арендăна парса тупăш илнĕ, çемье членĕ мар тата çывăх тăван мар çынсенчен парне вырăнне пурлăх, транспорт хатĕрĕсем, хаклă хутсем йышăннă граждансем. Деклараци çырма тивĕç граждансен категорийĕ çакăнпа кăна та вĕçленмест. Тупăш çинчен отчет тăратмалли тĕслĕхсем пирки Налук службин www.nalo..ru сайтĕнче туллин пĕлме пулать.

Деклараци кампанийĕ вăхăтĕнче, çу уйăхĕн 4-мĕшĕнчен кая юлмасăр /кампани вăхăтне ака уйăхĕн 30-мĕшĕ кану кунĕпе пĕр килнине шута илсе кăшт тăснă/, пурăнакан вырăнти налук органне уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налукăн 3-НДФЛ формиллĕ декларацине тăратмалла.

Декларацие алăпа çырса та, çавăн пекех электрон мелпе те хатĕрлеме юрать. Налук органне памалли хатĕр формăллă бланксене хăй тĕллĕн деклараци хатĕрлекен программăпа усă курса тултарни вырăнлă. Декларацие çын хăйĕн ячĕпе парать. Унăн представителĕнчен те йышăнаççĕ, анчах кун пек чухне нотариус ĕнентернĕ шантару хучĕ кирлĕ. Почтăпа е электрон мелпе ярса пама май пур. Налукçăсем асăрхаттараççĕ: 2015 çулшăн памалли декларацин 3-НДФЛ форми 2014 çулхипе танлаштарсан кăшт улшăннă. Налук декларацине, ăна çырса тултармалли тĕслĕхсене, тупăшсене декларацилемелли тĕплĕ брошюрăна та Налук службин асăннă сайтĕнче "Уйрăм çынсем" пайра тупма пулать.

"Уйрăм çынсен налук тÿлекенĕн уйрăм кабинечĕпе" усă куракансем "Деклараци" программăна тÿрремĕнех сервисра тупма пултараççĕ. Çак пулăшу ĕçĕпе кирек хăш налук инспекцийĕнче усă курма пулать - паспорта кăна кăтартмалла. Шупашкар хулин налук инспекцийĕнче тупăшсене декларацилекен граждансем валли уйăхсерен семинарсем ирттереççĕ - вĕсен графикĕпе те асăннă сайтра паллашма пулать. Пурăнакан вырăнти налук инспекцийĕнче кашнинех деклараци çырас тĕлĕшпе тивĕçлĕ пулăшу кÿрĕç.

Çурт-йĕр туяннă, сипленнĕ, вĕреннĕ май тăкакланнине кура вычет илесси пирки уйрăммăн каласа хăварни вырăнлă. Налук тÿлекен çак çынсемшĕн деклараци тăратмалли вăхăта чикĕлемен - çулталăк тăршшĕпех хăйсемшĕн меллĕ вăхăтра тăратма пултараççĕ.

К.НИКОЛАЕВ

Рубрика: 
Теги: