Пыл ăстисем канашларĕç

4 Мар, 2016

Патăрьелти агропромышленноç техникумĕнче «Пыл хурчĕсене пулăшасчĕ» ыйтупа республика шайĕнчи II форум иртрĕ. Хурт-хăмăр ăстисем унта пыл тĕсĕсемпе, ăна хушса хатĕрленĕ апат-çимĕçпе, вĕлле хуртне сиплемелли майсемпе паллашрĕç. Хурт пăхнă чухне усă курмалли ĕç хатĕрĕсене, тĕрлĕ вĕллене курчĕç. Пыл хурчĕ çинчен çырса кăтартнă кĕнеке-брошюрăпа, журналсемпе кăсăкланчĕç. Пĕр-пĕрин пылне пахаларĕç.

Форума 200 ытла ăста /Чăваш Ен, Чулхулапа Чĕмпĕр облаçĕсем, Мордва, Тутарстан/ пуçтарăнчĕ. Вĕсене техникум директорĕ В.Спиридонов, Чăваш Енри мăсăльмансен управленийĕн председателĕ М.Хайбуллов, Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн благочиннăйĕ С.Пегасов ырă сунса саламларĕç.

«Агробиопром» АХО /Мускав/ представителĕ Т.Беспалова пыл хуртне сиплемелли им-çампа пынă. Рязаньти патшалăх агротехнологи университечĕн доценчĕ Н.Попова утарти çурхи ĕçсене, отрасльти çĕнĕлĕхсене тишкерчĕ. ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Пирожков, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн зооветеринари факультечĕн деканĕ Г.Тобоев хурт-хăмăр ĕрчетессипе çыхăннă ыйтусемпе доклад турĕç.

«Чи лайăх пыл-2015» конкурса 20 ăста хутшăннă. Унта Çĕрпÿ районĕнчи А.Федоров çĕнтерчĕ, Патăрьел районĕнчи В.Еловпа Б.Минин иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Вăрнар районĕнчи И.Федоров фермерпа Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн преподавательне Н.Васильева чи техĕмлĕ пылшăн тав турĕç.