Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ

4 Мар, 2016

«Юратаççĕ кăна мар, ăнăçлă ĕçлеме пĕлеççĕ. Районăн хăвачĕсем пĕчĕк мар. Ахальтен мар эсир иртнĕ çула тивĕçлĕ вĕçленĕ», - Муркаш районĕнче ĕçлесе пурăнакансене çапла пысăк хак панинчен пуçларĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетессине тата 2016 çулхи тĕллевсене палăртассине халалланă анлă канашлăва.

Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕн Ростислав Тимофеевăн сăмахĕнче муниципалитет аталану çулĕпе утни аван курăнчĕ. «Çулталăк ансат пулмарĕ, апла пулин те район çитĕнÿсем тума пултарчĕ, - терĕ вăл. - Промышленноç, ял хуçалăх, ытти тытăмăн ĕç кăтартăвĕсем ÿсрĕç». Районта иртнĕ çул вĕренÿ тата сиплев учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. «Хальхи вăхăтра юхăннă çуртра вырнаçнă пĕр социаллă учреждени те çук», - терĕ Р.Тимофеев. Çавăн пекех вăл район ертÿлĕхĕ социаллă инфратытăма аталантарассине малашне те тĕп тивĕç тесе шутланине пĕлтерчĕ.

Ростислав Николаевич каланă тăрăх - çакăнпа чарăнса тăрасшăн мар, малашне те промышленноçа, предпринимательлĕхе аталантарасшăн, çурт-йĕр хута ямалли инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртесшĕн.

«Халăхăн çивĕч ыйтăвĕсене вăхăтра татса парасси çинчен манмалла мар», - республика ертÿçин çак сăмахĕсене тĕпе хунине çирĕплетсе Муркашсем Михаил Васильевича Нумай функциллĕ центр ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Учреждени 2012 çулта йĕркеленнĕ. Районта пурăнакансем кунта федерацин, республикăн, муниципалитетăн 146 тĕрлĕ пулăшăвне илме пултараççĕ.

«Эпир çамрăксене шаннă, шанатпăр, ÿлĕмрен те шанăпăр. Çамрăксем - Чăваш Республикин çутă малашлăхĕ» - çак шухăша Михаил Игнатьев яланах палăртать. Хальхинче те кун йĕркине Муркаш районĕнчи çамрăксемпе тĕл пулассине кĕртни республика ертÿлĕхĕ яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç вăйне ĕненнине çирĕплетет. Муниципалитет тытса пыракан политика - çамрăк ăрăва аталантарма, вĕсен вăй-хăвачĕпе туллин усă курма пулăшакан çул-йĕр. Муркаш районĕн депутатсен Пухăвĕ çумĕнчи çамрăксен парламенчĕ пархатарлă тĕрлĕ ĕç пурнăçлать. Патшалăх политикин тĕллевĕсемпе килĕшсе çамрăк çемьесене, предпринимательсене, специалистсене, пултаруллă хĕрсемпе каччăсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парассине тĕпе хурать.

Валентина БАГАДЕРОВА