Шăварнăран çĕрулми ăнса çитĕнет

2 Мар, 2016

Çĕрулмине юлашки çулсенче пысăк лаптăкра тата тухăçлă çитĕнтернĕрен Куславкка районĕ республика туса илекен пĕтĕм продукци калăпăшĕнче курăмлă вырăн йышăннине ырăпа палăртмасăр май çук.

- Лаптăкĕ хăшпĕр çул пĕр пин гектартан та иртетчĕ. Пĕлтĕр 902 га йышăнчĕ, 239 ц тухăç пачĕ. Кăçал 903 га лартма палăртатпăр, - терĕ район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ Алексей Андреев. - «Куснар» агрофирмăпа танлашакан çук. «Иккĕмĕш çăкăр» пусси 200-250 га таранах. Ытти - хресчен-фермер хуçалăхĕсен. Вĕсенчен Василий Семенова палăртас килет.

Алексей Вячеславович пире хăйĕнпе пĕрле Василий Николаевич хуçалăхне пырса курма сĕнчĕ. Çул çинче ял хуçалăх организацийĕсемпе ХФХсем кăçал çĕрулми çитĕнтерме епле хатĕрленни çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ.

Хуçалăх çултан-çул çитĕнÿ тăвасси ертÿçĕпе специалистсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пуçарулăхпа хастарлăх кăтартса ĕçленинчен нумай килет. Пур унашкал ăста коллективра. Пире Зоя Павлова агрономпа калаçма сĕнчĕç.

- Зоя Геннадьевна, эсир кунта миçе çул ĕçлетĕр? Мĕнпе тыткăнлать В.Семенов хуçалăхĕ?

- Кунта - 2010 çултанпа. Унччен 20 çула яхăн Шупашкар районĕнчи «Атлашевский» ял хуçалăх кооперативĕнче вăй хутăм. Пахчаçимĕç туса илеттĕмĕр. Анчах отрасле тупăшлă мар тесе пĕтерчĕç. Василий Николаевич манăн опыта хакларĕ-ши - ĕçе чĕнсен хаваспах килĕшрĕм. Производство тата коллектив мана хăйнеевĕрлĕхĕпе тыткăнларĕ. Кунта пуçа усакан çук, пахчаçимĕç тупăш панине çирĕп ĕненеççĕ. Сăмаха яланах ĕçпе çирĕплетеççĕ. Кашниех хăйĕн тивĕçне чыслă пурнăçлать.

- Василий Семенов таврара купăста ăсти пулнипе паллă. Çĕрулми ытти культура хуш­шинче мĕнле вырăн йы­шăнать?

- Ăна купăстапа танах хисеплеççĕ. Иккĕшĕ те пысăк тухăç тата тупăш параççĕ. Кассăна нухрат самаях кĕрет. Шутласа пăхăр хăвăрах. Пĕр çулхине купăста гектартан - 1000, пĕлтĕр çĕрулми 400 яхăн центнер илтĕмĕр. Тырă вăтамран 20 ц тухать. Сутлăх хакĕсем пĕрешкелех. Ĕçĕ çак культурăсен çителĕклех пулсан та тухăçĕ тырăран темиçе хут пысăк! Лаптăкĕ вара темиçе хут пĕчĕк.

Эпир 2 тĕрлĕ сорт лартатпăр. Гала ытларах килĕшет. Утă уйăхĕнчех кăларма тытăнатпăр, килограмне 10-12 тенкĕл­ле сутатпăр. 6 çул каялла 60 гектарччĕ. Лаптăкне çуллен пысăклататпăр. Пĕлтĕр 98 гектара çитертĕмĕр. Кăçал çĕрулми пусси 109 га йышăнĕ. Кăларса пухма çăмăл мар пулсан та, пусă çаврăнăшĕнчен нихăçан та тухмĕ.

- Технологи вăрттăнлăхĕпе паллаштараймăр-ши?

- Тархасшăн, анчах кунта нимĕнле вăрттăнлăх та çук. Чи малтан пусă çаврăнăшне тĕрĕс йĕркелемелле тата çирĕп пăхăнмалла. Пирĕн вăл 5 уйлă: хура пусă, купăста, çĕрулми, тĕштырă, клевер. Хура пусă кирлех. Пĕрремĕшĕнчен, тăпра канать. Иккĕмĕшĕнчен, анана çумкурăкран тасататпăр. Клевера вĕтетсе тислĕк вырăнне варăнтаратпăр, тăпрана органикăпа пуянлататпăр.

Лайăх тухăç илесси техника паркне вăхăтра çĕнетнипе те çыхăннă. Эпир юлашки çулсенче ăна самаях пуянлатрăмăр. Имçамлакан, купаласа ретсем тăвакан агрегатпа лартатпăр. Текех техникăна кас хушшине çĕрулми кăлариччен те кĕртместпĕр. Вăрлăх касра шăп варрине выртса юлать, ÿснĕ вăхăтра симĕсленмест. Продукцин хăйхаклăхне чакарни пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Эпир 1-2 репродукциллĕ вăрлăх кăна лартатпăр. Ăна çуллен çĕнететпĕр. Кăçал та 20 тонна элита варăнтарасшăн. Вăл 7 га валли çителĕклĕ.

- Сирĕн енче тăпра чухăн теççĕ. Ăна епле пулăхлататăр?

- Эсир тĕрĕсех калатăр. Атăл хĕрринчи районсенче гумус шайĕ пĕчĕк. Палăртнă тухăç илес тесен çĕре çулленех апатлантармалла. Чуххăм ĕçлес вăхăт тахçанах иртнĕ. Кашни лаптăкран кирлĕ чухлĕ тăпра илсе ăна Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалне тĕрĕслеттерме паратпăр. Минерал удобренине унăн кăтартăвĕсене шута илсе виçеллĕ хыватпăр. Çакă хаклă пурлăхпа перекетлĕ те тĕллевлĕ усă курма май парать.

- Техника çителĕклĕ-и?

- Уншăн укçа шеллеместпĕр. Çĕрулмине унччен йăлтах копалкăпа кăларса пуçтарнă. Халĕ 2 комбайн пулăшать. Шăвармалли агрегатсем те çителĕклĕ. Шăрăхра Энĕш шывĕпе кунĕпех шăваратпăр. Вăрлăх шăтса тухнă хыççăн ĕнтĕ. Унччен тăхтатпăр - юрамасть: пĕрĕхтерÿ çĕре хытарать, шăтаслăх вăхăтне каярах куçарать.

- Сирĕн хуçалăх ертÿçисем, вăл шутра эсир те, Çĕрулми фестивальне çулленех хут­шăнатăр...

- Куравра пулни пысăк усă кÿрет, ĕçлĕ хутшăнусем йĕркелеме май парать. Тавар ытларах вырнаçма тытăнчĕ. Суту-илÿ республика тулашĕнче те вăй илчĕ.

- Епле шухăшлатăр: отрасле аталантарма мĕн чăрмантарать?

- Çĕрулми пулманни çеç мар, тухăçлă çитĕнни те кулянтарать. Пĕлтĕр çанталăк лайăх тăчĕ те, «иккĕмĕш çăкăр» пирĕн республикăра çеç мар, ытти регионта та тулăх пулчĕ. Ăна пурин те сутса-вырнаçтарса услам илес килет вĕт. Анчах рынок пур çĕрте те тулнă. Çуркунне çывхарать, складсем туп-тулли. Хула çыннисен пысăк пайĕ те кĕркуннех саппас хатĕрленĕ. Тавар çаплипех йÿнĕ. Çак вăхăтра кĕркуннехи хакпа епле сутăн? Республикăра пахчаçимĕç тирпейлекен промышленноç вăйсăрри отрасле аталантарма ура хурать.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.