Газ çăмăлттайлăха каçармасть

2 Мар, 2016

«Çутçанталăк газĕпе усă курнă чухне питĕ тимлĕ те асăрхануллă пулмалла», - теççĕ специалистсем. Юлашки вăхăтра Раççейри хуласенче йăлари газ сирпĕннĕрен пысăк инкексем пулчĕç.

Ярославль хулинче нарăс уйăхĕн 17-19-мĕшĕсенче хурлăх кунĕсем иртнĕ. Облаç кĕпĕрнаттăрĕн Сергей Ястребовăн çак йышăнăвĕ нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче пулнă синкерпе çыхăннă: ун чухне хулари 6-мĕш чукун çул урамĕнчи çуртра взрыв кĕрленĕ. Йăлари газ сирпĕннине пула хĕрринчи под<езд ишĕлнĕ: пĕрремĕш хутран пуçласа пиллĕкмĕш таранах. 5 хваттер йăлтах арканнă, ыттисем сиенленнĕ. Çăлавçăсем ишĕлчĕксен айĕнчен 7 çын кĕлеткине кăларнă, çав шутран 2-шĕ - ачасен. Тепĕр 8-ăшне больницăна ăсатнă. Ку тĕслĕх тĕлĕшĕпе Раççей Уголовлă кодексăн 238 статйин 3 пайĕнче пăхса хăварнă преступлени сĕмĕпе /хăрушсăрлăх требованийĕсене тивĕçтермен ĕçсене пурнăçлани е пулăшу ĕçĕсене кÿни/ уголовлă ĕç пуçарнă. Малтанласа палăртнă тăрăх - инкек йăлари газ сăрхăннипе е газ оборудованийĕн юсавсăрлăхĕпе çыхăннă.

Çакнашкал синкер пĕлтĕрхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Волгоградри Дзержинск районĕнче те пулнă: ун чухне Космонавтсен урамĕнчи 9 хутлă çуртра взрыв кĕрленĕ, çавна май тулаш стена йăтăнса аннă, пушар тухнă. Çăлавçăсем 50 çынна урама кăларнă. Пушар сÿнтернĕ вăхăтра тепĕр взрыв пулнă. Шар курнисене больницăна ăсатнă. Çĕр ытла çын хĕллехи тапхăрта пурăнмалли кĕтессĕр тăрса юлнă. Ку факт тĕлĕшĕпе те уголовлă ĕç пуçарнă. Инкек сăлтавĕ теракт маррине, вăл йăлари ыйтусемпе çыхăннине палăртнă.

2013 çулхи кăрлач уйăхĕнче хамăр республикăра та синкер пулнăччĕ. Ун чухне Çĕрпÿ районĕнчи Туçи ялĕнчи 18 хваттерлĕ çуртра взрыв кĕрленĕччĕ, икĕ çын - 52-ри хĕрарăм тата 16-ри каччă - вилнĕччĕ. Тепĕр икĕ çынна, хытах суранланнăскерсене, больницăна ăсатнăччĕ. Экспертсем взрыва пула ишĕлнĕ виçĕ хутлă çурта юсама май çуккине палăртнăран ăна аркатса çав вырăнтах çĕннине хăпартрĕç. Строительство ĕçĕсене кĕске тапхăртах вĕçлесе çынсене çав çулхи авăн уйăхĕнче çĕнĕ хваттерсен уççисене пачĕç.

Аса илтеретпĕр: ЧР следстви управленийĕн Çĕрпÿри районсен хушшинчи следстви уйрăмĕ тата Çĕрпÿри район сучĕ çак инкекшĕн взрыв пулнă çуртра пурăнакан арçын айăплине палăртнă. Вĕсен материалĕсенчен çакă паллă: 58-ти арçын 2012 çулхи раштав уйăхĕнче хваттерĕнче ăшă пултăр тесе кухньăри, ванна пÿлĕмĕпе туалетри вентиляци каналĕсене хупнă. Ку - пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнманни. Унсăр пуçне кил хуçи ăшă генераторĕ вырнаçтарас тесе хваттерти газ пăрăхĕн пломбине татса илнĕ, газ хуçалăхĕн ĕçченĕсем лартнă «заглушкăна» демонтаж тунă. Сильфон хатĕре /подводкăна/ газ пăрăхĕпе çыхăнтарнă, анчах ăшă генераторне вырнаçтарман. Шăпах сильфон хатĕр урлă газ сăрăхнă. Вентиляци каналĕсене картонпа хупланăран хваттерте газпа сывлăшăн пушар-взрыв хăрушлăхĕллĕ концентрацийĕ пухăннă. Кăрлачăн 15-мĕшĕнче /взрыв шăпах çав кун пулнă/ ирхине 5 сехет иртсен арçын пирус чĕртнĕ...

Газ хуçалăхĕн организацийĕсен ĕçченĕсем çынсене газ оборудованийĕн техника тăрăмне вăхăтра тĕрĕслеттермеллине, вентиляци каналĕсемпе тĕтĕм çулĕсем юсавлă пулмаллине аса илтереççĕ. «Газ пыми пулсан е пÿлĕмре /котельнăйра/ газ шăршине туйсан оборудовани кранне пĕр тăхтаса тăмасăр хупмалла. Хваттере е çурта уçăлтарас тесе форточкăсене, чÿречесене, алăксене уçмалла. Çулăм хыпса ан илтĕр тесен пирус туртма, электрохатĕрсемпе çутта çутма е сÿнтерме, телефонпа шăнкăравлама юрамасть. Газ хуçалăхĕн авари службине - 04, карас телефонĕнчен 112 е 040 номерсемпе урăх çĕртен шăнкăравламалла - кÿршĕсем патне кайса е урама тухса», - сĕнеççĕ специалистсем.

Çапла, газ тимсĕрлĕхпе çăмăлттайлăха каçармасть. Çакна яланах асра тытасчĕ, хамăрăн тата юнашар пурăнакансен сывлăхĕпе пурнăçне упрасчĕ.

И.КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.