Йăнăшасран ан хăрăр!

2 Мар, 2016

Шупашкарти механика-технологи техникумĕнче регионсен хушшинчи «Педагогика ăсталăхĕн пусăмĕсем - 2016» професси конкурсĕ уçăлчĕ. Оренбургри, Мари, Чăваш республикисенче вĕренÿ заведенийĕсенче ăс пухакансем, ачасен шкулчченхи учрежденийĕсенче вăй хуракансем /пурĕ 16 çын/ пуш уйăхĕн 1-3-мĕшĕсенче хăйсем суйласа илнĕ професси енĕпе ăсталăхне кăтартĕç.

"Шкулчченхи вĕрентÿ" компетенци енĕпе WorldSkills элеменчĕллĕ конкурс Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви сăнаса тăнипе техникумăн шкулчченхи вĕрентÿ уйрăмĕнче пĕрремĕш хут иртет. "WorldSkills аталансах пырать. Иртнĕ çул 12 компетенципе тупăшу пулчĕ. Воспитательсем те хăйсене тивĕçлĕ кăтартаççĕ, çак юхăма пысăк тÿпе хываççĕ. Йăнăшасран ан хăрăр, тепĕр хут йăнăшасран сыхланăр”, - конкурса уçнă май палăртрĕ вĕренÿ министрĕн заместителĕ Сергей Кудряшов.

Конкурсантсене çак виçĕ кунта çăмăлах пулмĕ. Вĕсен ÿнерпе эстетика, декораципе хушма искусство ăсталăхне, пĕчĕккисемпе вăйă выляма, ирхи гимнастика ирттерме, ачасене илĕртмелле илемлĕ вулама, ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнине тата ыттине те кăтартма тивĕ. Конкурса хутшăнакансен йышĕнче маларахри çулсенче Н.В.Никольский ячĕллĕ педколледжра пĕлÿ илнисем те пур. "Вĕсем çак конкурса хутшăнни мана питĕ савăнтарать. Тупăшура вăйли çĕнтерет. Мала тухнисене хаклă парнесем кĕтеççĕ”, - пĕлтерчĕ техникум директорĕ Станислав Григорьев. Конкурса хутшăнакансен пултарулăхне ЧР Вĕренÿ министерствин пай пуçлăхĕн çумĕ Тамара Возняк ертсе пыракан жюри хак парать.

Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть: самана улшăнать, урăх ăру килет. Педагогăн та чарăнса тăма юрамасть, унăн аталанмалла, пурнăçпа тан утмалла. Çак шухăша палăртакан сăмахсенчен пуçларĕ калаçăва РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова. Çавăн пекех вăл хăйне çак конкурса уçма йыхравланăшăн хавас пулнине те палăртрĕ. "Ку таранччен республикăра 45 ача сачĕ юсаса çĕнетрĕмĕр, çĕнĕрен уçрăмăр. Апла пулин те ку çителĕксĕр, хулан çĕнĕ микрорайонĕсенче, республика районĕсенче садиксем тата та кирлĕ. Воспитательсем те кирлĕ. Ачасен килте лармалла мар, вĕсен социаллă уçлăхра аталанмалла, пĕчĕкрен хăйсем обществăна кирлине туймалла. Пулас педагогсем! Сире çирĕп вăй-хал, чăтăмлăх сунатăп”, - терĕ Алена Игоревна.

"Педагогика ăсталăхĕн пусăмĕсем - 2016" конкурс уçăлнă ятпа йĕркеленĕ уява садике çÿрекен ачасемпе воспитательсем юрă-ташăпа пуянлатрĕç.

В.БАГАДЕРОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.