Çĕнĕ шкулсем: Чăваш Ен валли те укçа квоти пур

1 Мар, 2016

Паян Шупашкара килнĕ май Раççей Правительствин пуçлăхĕ Дмитрий Медведев Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттерчĕ. Шупашкарта ĕçлев ыйтăвĕсемпе канашлу ирттерме пухăннине кура маларах кунти ĕçлев центрĕн, электромеханика колледжĕнчи çынсене çĕнĕ профессисем паракан центр ĕçĕпе паллашнине палăртнă май вăл асăннă центр çĕнĕлле ĕçленипе кăмăллă пулни çинчен каларĕ /"унта çулланнă çынсем те çĕнĕ специальноçсене вĕренме пултараççĕ"/, "ку пысăк пĕлтерĕшлине" палăртрĕ, çапах Михаил Васильевичран урăххи пирки ыйтрĕ: социаллă лару-тăрăва - çурт-йĕр тăвассине, ача сачĕсемпе шкулсем çĕклессине - хаклама сĕнчĕ.

Ача сачĕсен темине çĕкленĕ май Михаил Игнатьев чи малтанах Дмитрий Медведева "ачасен ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ ячĕпе" тав турĕ, "мĕншĕн тесен эпир Чăваш Енре çĕнĕ йышши 45 ача сачĕ хута яма пултартăмăр". "Ыйту туллин хупăнчĕ-и вара?" - каллех кăсăкланчĕ Раççей Правительствин пуçлăхĕ. "60 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче /çав шутра ялсенче те, хуласенче те/ икĕ çул тултарнă ачасем тĕлĕшпе ыйтăва туллин татса панă. Халь ку енĕпе малалла ĕçлетпĕр. Пĕтĕмпе садиксенче 22,2 пин вырăн йĕркеленĕ. Çавна май ашшĕ-амăшĕ ĕçе тухма пултарчĕ", - пулчĕ хурав.